Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Раççей почти» Ульяновск облаçĕнче оптимизаци мелĕпе ялсенчи 47 почта уйрăмне хупма палăртнă. Оптимизацие 300 çынран сахалтарах пурăнакан ялсем кĕреççĕ.
Чăнлă районĕнче Кунтикав ялĕнче 500 ытла çын пурăнать. Çĕнĕлĕх вĕсене пырса тивменни почта уйрăмĕн пуçлăхĕнче çулталăка яхăн ĕçлекен Марина Анатольевна Рывчинана (хĕр хушамачĕ Тушкина) çав тери савăнтарать.
-Почта халь халăхăн мĕнпур ыйтăвне тивĕçтерет. Çурт-йĕршĕн, çутăшăн, газшăн, телефоншăн тӳленисĕр пуçне ял халăхĕ пирĕн патра апат-çимĕç, тĕрлĕ хаçат-журнал, кил хуçалăхĕнче кирлĕ ăпăр-тапăр туянма пултарать. Пире план параççĕ. Кăçалхи план – 35 пин тенкĕ. Ăна 100 проценчĕпех тултараймастпăр паллах, 90 процент пуласса шанатăп. Хаçат-журнал çырăнтарассипе 18 пин тенкĕ план пирĕн, 85 процент тултаратпăр. Халăха хаçат-журнал çырăнтарма çулсерен йывăрланса пырать. Почтальонсем темле тăрăшса ĕçлесен те, çынсене ӳкĕтлесен те усси сахал. Интернет серепине лекнĕ çамрăксем халĕ алла вуçех те хаçат тытасшăн мар. Ялти 300 килĕре 532 çын пурăнать. Чăнлă район хаçатне 85 килте çырăнаççĕ, «Канаша» - 52, «Молодёжная газета» хаçата çырăнакансем пур, - каласа парать почта пуçлăхĕ.
Каша ялĕнче çуралса ӳснĕ Марина Анатольевна 2004 çулта шкултан вĕренсе тухса Ульяновскри фармколледжра фармацевт профессине илнĕ. Çулталăк хулара аптекăра ĕçленĕ хыççăн Кунтикав каччипе çемье çавăрса упăшкин тăван ялне куçса килнĕ. Ялта профессипе ĕç тупăнмасть. Çамрăка вăл кирлех те пулмасть, çемьере йĕкĕреш ывăлсем çуралаççĕ.
-Халĕ ывăлăмсем ача садĕнче. Почта уйрăмĕн заведующийĕ декрета кайрĕ те хăй вырăнне юлма ыйтрĕ. Килĕшрĕм. Пĕр уйăх вĕренме çӳрерĕм. Хăнăхма йывăр пулмарĕ. Халь мана ку ĕç фармацевтран та ытларах килĕшет. Яваплăхĕ унта та, кунта та пур, анчах фармацевт çын пурнăçĕшĕн явап тытать. Эмеле тĕрĕс патăм-ши тесе çĕрĕпе çывăрайманни те пулнă. Почтăра та çынсемпе ĕçлетĕп, анчах хутшăнусем урăхла, - пытармасть Марина Рывчина.
 
: 1036, Хаçат: 9 (1205), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: