Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Халĕ «арçын» тата «хĕрарăм» профессийĕсем çукпа пĕрех. Паян саппун çакнă арçынна кухньăра, хĕç-пăшал тытнă хĕрарăма хурал ĕçĕнче курма пулать.
Аслă Нагаткинри шалти ĕçсен уйрăмĕнче, тĕслĕхрен, аслă следователĕн ĕçне пирĕн ентеш, юстици майорĕ – Ольга Корпусова пурнăçласа пырать. Вăл Чăваш Енри Йĕпреç районĕнче вĕрентӳçĕ çемйинче çуралнă. Ачалăхĕ Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче иртнĕ. Шалти ĕçсен тытăмĕнче 12 çул вăй хурать. Çак хушăра вăл «Шалти ĕçсен министерстви-200 çулта» кăкăр паллине, «Тӳрĕ кăмăллă ĕç-хĕлшĕн» III-мĕш степеньлĕ медале, облаçри шалти ĕçсен управленийĕн, Чăнлă район администрацин Тав хучĕсемпе грамотисене тивĕçнĕ. Кăçалхи нарăсăн 13-мĕшĕнче ăна «Раççей шалти ĕçсен министерствин Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕ 70 çулта» медальпе чысланă.
-Ольга Николаевна, ачалăхăр мĕнлерех пулнă?
-Эпир çемьере тăваттăн ӳсрĕмĕр. Анне – Анна Леонтьевна – вĕрентӳçĕре ĕçлерĕ. Атте эпĕ виçĕ уйăхра чухнех çĕре кĕнĕ. Анне пире тăватсăмăра иртĕхтерсе ӳстермен, пĕчĕкренех ĕçе явăçтарнă. Аппа – Валентина Двойнова – опера юрăçи. Владимир – усламçă, Вячеслав – аякка çӳрекен водитель. Эпĕ вуниккĕре чух çемье Чăнлă районĕнчи Пухтелне куçса килчĕ. Çуллахи каникулсенче колхоз ĕçне явăçнă. Ас тăватăп-ха, ирхи пиллĕкре тăрса лаша кӳлме чупаттăм. Пĕввĕм çитменнипе хăмăт тăхăнтарма конюха йăлăнаттăм. Урапа çине вырнаçса лараттăм та ĕнесен çуллахи лагерĕнчен сĕт флягисене тиесе тухаттăм, çула май пусăран темиçе фляга тăрă шыв ăсса чĕкĕнтĕр çумлакансем патне хире васкаттăм. Çула май сĕт флягисене столовăя кĕртсе хăвараттăм. Шыва хирте ĕçлекенсем патне çитсе валеçеттĕм, унтан лашана тăварса чĕкĕнтĕр çумлама пикенеттĕм. Каçхине лашана аран-аран кӳлсе флягăсене пуçтараттăм та яла таврăнаттăм. Çапла кашни кун. Хаваслăччĕ ун чух, ывăннине те туйман.
-Кам пулма ĕмĕтленнĕ шкулта вĕреннĕ вăхăтра?
-Пакунлă çынсене ăмсанса пăхаттăм. Анчах вăл вăхăтра тете суту-илӳре ĕçленипе çав тытăма суйласа илтĕм. Мускаври коопераци институчĕн суту-илӳпе экономика факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕтĕм. Вĕреннипе пĕрлех Чăнлăра товароведра ĕçлерĕм. Кунта хам юратăва тĕл пултăм. Эдуард Анатольевичпа çемье чăмăртарăмăр. Институт пĕтерсен ача çуратса декрет отпускĕнче ларнă вăхăтра Ульяновскри патшалăх университетне, юридици факультетне, куçăмсăр майпа вĕренме кĕтĕм. Нагаткина куçса килсен мана дознаватель (йывăр мар преступленисене тĕпчекен) ĕçне шанса пачĕç.
-Халĕ Эсир аслă следователь. Çак тивĕç яваплăха татах ӳстерет пулĕ.
-Паллах. Эпĕ следователь ĕçĕнче çичĕ çул. Çав хушăра нумай преступлени тупса палăртма тиврĕ. Чăнлă районĕнчи шалти ĕçсен уйрăмне Г.В. Неробеев полковник, следстви ушкăнĕн тивĕçне юстици подполковникĕ И.И. Хафизов ертсе пыма тытăннăранпа преступленисене уçса палăртас ĕç хăвăртланчĕ. Пурнăç улшăннăçем айăпçă (преступник) та чеерех, ăслăрах мелсем шырать. Çавăнпа та уголовлă ĕçе пуçарса вĕçне тухма та кăткăсрах. Преступлени пирки хыпар илсенех эпир çав вырăна васкатпăр. Ир-ирех-и, çĕр варринче-и – пирĕн çав тĕле вăхăтра çитмеллех. Тин хăварнă йĕре тишкерме çăмăлтарах. Манпа пĕрле кинолог, оперативлă офицер, эксперт çӳрет.
-Преступленисене уçса палăртас енĕпе Чăнлă районĕ облаçра мĕнле вырăн йышăнать?
-Кăтартусем начар мар. Облаçри районсем пĕчĕк ушкăнсене пайланаççĕ. Пирĕн ушкăна Павловка, Николаевка, Çĕнĕ Спасск районĕсем кĕреççĕ. Çак районсем хушшинче эпир пĕрремĕш вырăнта пыратпăр.
-Следователĕн мĕнле пахалăхсем пулмалла?
-Чи малта – тĕрĕслĕх, çынлăх туйăмĕсем. Саккуна пăсакана тăрă шыв çине кăларас тесен этем психологине пĕлни кирлĕ. Преступник хăй айăпне çийĕнчех йышăннă тĕслĕхсем сайра пулаççĕ. Ытларах чух вăл ултавлă çулпа илсе кайма тăрăшать е айăпне теприн çине йăвантарать. Пирĕн тĕллев—тĕпчев ĕçĕсем ирттерсе чăн-чăн преступник кам пулнине фактсемпе çирĕплетсе явап тыттарасси.
-Мĕнле преступленисемпе час-часах тĕл пулма тивет сирĕн?
-Хаклă йышши кĕсье телефонĕсене, çурт-йĕре кĕрсе хуçалăх туприне вăрлаççĕ. Çул-йĕр çинче пулакан аварисенче кам айăплине тĕпчетпĕр. Халĕ ватăсене улталаса çӳрекенсем тĕл пулкалаççĕ. Кĕркунне районти 11 çынран çăхав килчĕ. Пĕр хĕрарăм пысăк машинапа çĕр улми пуçтарса çӳренĕ. Укçине тавăрса пама шантарнă. Хăй çухалнă. Тупрăмăр. Чее хĕрарăм укçана вăрларĕç тесе суять, куççулĕпех йĕрет. Темле улталасан та тĕрĕсси çиеле тухрĕ. Пурлăхне арестлерĕмĕр, укçине кашнине тавăрса патăмăр.
-Мĕн савăнтарать тата пăшăрхантарать çак ĕçре?
-Ĕçе ăнăçлă вĕçлесен ĕнсе çинчен йывăр япала ӳкнĕнех туйăнать. Çынсем тав туни хавхалантарать. Пăшăрханмалли пирĕн ĕçре куллен пулать. Уйрăмах преступленисенче айăпсăр чун вилни, ачасем тĕрĕс мар çул çине тăни.
-Çемьере Эсир мĕнлерех анне?
-Пирĕн икĕ ывăл. Дима 10-мĕш класра, Алёша 8-мĕшĕнче вĕренеççĕ. Амăшĕпе ашшĕ килте çуккине тахçанах хăнăхнă ĕнтĕ вĕсем. Ашшĕ ир пуçласа каçчен услам ĕçĕпе аппаланать. Килти мĕнпур ĕçе ывăлсем тăваççĕ: пĕçереççĕ, тирпейлеççĕ. Хам хăçан урай çунине те астумастăп. Манăн патăмра тата чирлĕ аннем пурăнать. Вăл çӳреймест. Ăна кулленхи тимлĕх кирлĕ.
-Ывăлăрсем профессийĕре ăмсанмаççĕ-и? Халĕ кинора следовательсен ĕçне сахал мар кăтартаççĕ…
-Çук. Пачах тепĕр майлă. Вĕренсе тухсан пĕри те шалти ĕçсен тытăмне каясшăн мар. Кураççĕ эпĕ çĕр варринче васкаса тухса кайнине, çемье тата кану валли вăхăт юлманнине. Эпĕ тăраниччен çывăрайманшăн пăшăрханаççĕ. Ачасем спортпа туслă. Ирĕклĕ кĕрешессипе ăмăртусене çӳреççĕ. Асли область сборнăйĕнче. Вун виççĕрех спорт маçтăрĕн кандидачĕн ятне çĕнсе илчĕ. Тин кăна Дима Екатеринбургра иртнĕ Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕнчен 3-мĕш вырăн йышăнса таврăнчĕ. Вăл виçĕ çул – малтисем хушшинче. Ачасемшĕн савăнатăп. Вĕсен çапкаланса çӳреме вăхăт çук.
-Сире çак ĕçре ăнăçусем сунатпăр. Çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Калаçушăн пысăк тав.
 
: 1116, Хаçат: 9 (1205), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: