Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче çуралса ӳснĕ Вера Владимировна Варганова (хĕр чухнехи хушамачĕ Быкова) мĕн ачаранпах пăрчăкан пек пулнă.
1969 çулта тăван ял шкулĕнче тăхăр класс пĕтерсен юлташĕпе Ульяновскри 9-мĕш профтехучилищĕне вĕренме кĕрет, штукатур-маляр профессине алла илет. Анчах илнĕ пĕлĕвĕ пурнăçшăн сахал тесе 1972 çултан вĕренĕве Хусанти строительство техникумĕнче тăсать. Производство мастерĕ пулса тăрать. 1975 çулта Ульяновска куçса килет, 11-мĕш строительствăпа монтаж управленийĕнче ĕçлеме тытăнать. Хастар та ятарлă пĕлӳ илнĕ çамрăка штукатур-малярсен бригадирне лартаççĕ. Çирĕм икĕ çулхи çамрăк хĕрарăм (вăл 1974 çулта качча каять) самай пуян опытлă 25 специалистăн пуçлăхĕ пулса тăрать. Çăмăл пулман ку çулсем, Вера килтисенчен вăрттăн йĕрсе те илнĕ, анчах йывăрлăха парăнман.
Хастар чăваш хĕрарăмĕ 30 çул «Главульяновскстройр а» вăй хурать. Пуçлăхсем унăн ĕçне пĕрре кăна мар Грамотăсем, Тав çырăвĕсем, хаклă парнесем парса чысланă. 25 çул ĕçлесен Вера Варганована «Тава тивĕçлĕ строитель» хисеплĕ ят панă.
Вера Владимировна пилĕк çул ĕнтĕ тивĕçлĕ канура. Анчах пурĕпĕр килĕнче аллине усса лармасть, вăл хăнăхнă ĕçне те пăрахаймасть. Хулара çурт-йĕр нумай купалаççĕ, вĕсенче вара штукатур-малярсем валли ĕç туллиех. Хĕр чухнехи юлташĕпе Вера Арабалеевапа вĕсем харпăр çынсемпе е организацисемпе килĕшӳсем туса ĕçлеççĕ. Чăваш хĕрарăмĕсем аван ĕçленине курса хуçасем вĕсене чĕнсех тăраççĕ.
-Мăшăрăмпа эпир икĕ ача çуратса ӳстертĕмĕр. Хĕр 1974 çулхи, хăй те çемьеллĕ, 10 çулхи мăнукăм пур. Ывăлăм сĕтел-пукан кăларнă çĕрте вăй хурать, вăтăртан иртнĕ пулин те авланман-ха, пирĕнпе пĕрле пурăнать. Ачасемшĕн тăрăшатпăр, çавăнпа ĕçлетпĕр, - тет Вера Владимировна.
Вăхăчĕ çитмесен те Варгановсем пахча тытаççĕ. Çĕр çинче ĕçлемесĕр пурăнаймасть чăваш хĕрарăмĕ. Помидор-хăяр, сухан-ыхра лартнисĕр пуçне вăл тата чечексемпе аппаланма кăмăллать. Мĕнле кăна чечек ӳсмест унăн пахчинче!
Çуллахи канмалли кунсенче тăван Каша ялне шăллĕ патне те çитсе килет вăл. Тăванĕсене те чунтан курса киленет, çуралнă ялĕ те илемĕпе хăйĕн патне туртать.
 
 
Ульяновск хули.
 
: 942, Хаçат: 9 (1205), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: