Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çуркуннехи илемлĕ кун – Пĕтĕм Тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ – çывхарса пынă май чăваш чиперккисемпе ăраскал, телей, савăнăç çинчен калаçрăм. Темле шăпаллисем те пур вĕсем хушшинче, пĕчченнисем те, мăшăрлисем те, çамрăкраххисем те, аслă çул ӳсĕмрисем те, йăл-кулăпа туслисем те, сăн-питĕнче тунсăх палăраканнисем те, ĕçе васкакансем те, тивĕçлĕ канăва кайнисем те. Анчах хӳхĕмскерсене пурне те пĕр япала çыхăнтарса тăрать – пурнăçа, ачисемпе мăшăрĕсене юратни.
Валентина Белкова, Тереньга районĕ, Подкуровка ялĕ:
– Телей вăл маншăн – юратнă çемье. Мăшăрпа нумаях пулмасть мерчен туя паллă турăмăр. 30 çул хушшинче аванни çеç пулнă пирĕн. Пĕр-пĕрне каçарма, ĕççинче е йывăрлăхра хавхалантарма пĕлни те – телеех. Çирĕм çул ытла фермăра пăру пăхнă. Кавир тĕртме, ал шăлли тĕрлеме юрататăп. Икĕ хĕр хамăр район шкулĕсенчех – Скугареевкăпа Салтак Ташлинче – вĕрентӳçĕре вăй хурать. Физикăна тата акăлчан чĕлхине вĕрентеççĕ. Пĕри çемьеленсе мăнук парнелерĕ. Унăн йăлтăркка куçĕнчен пăхатăп та – юрлас килет. Акă вăл телей тесе çын илтмелле калас килет. Кĕрӳпе тăхлач пит аван çынсем. Пĕтĕм ял-йыш ăмсанать пирĕн туслăха.
Надежда Сабирова, Майна районĕ, Чӳрекел:
– Манăн питĕ ĕçчен те чаплă упăшка. Ялта Иван Ивановича ăста механизатор, патвар чăваш пулнишĕн хисеплеççĕ. Эпĕ унăн çумĕнче хама лаштра юман хӳтлĕхĕнчи пилеш йывăççи евĕр туятăп. Чӳк уйăхĕнче Майна рабочи посёлокĕн Культура керменĕнче илемлĕ мăшăрсене чысларĕç. Пире те, 20 çул пĕрле пурăннăскерсене, уява чĕнчĕç. Ванюшпа унта пулса савăнтăмăр. Аслă хĕр Ульяновскри патшалăх педагогика университетĕнчи наци уйрăмĕнче вĕренет, кĕçĕнни — Кивĕ Мăклавăш шкулĕнче 11 класра. Анне, Мария Ивановна, пурăнать-ха. Тавах Турра. Эпĕ лавккаçăра ĕçлетĕп. Хама питĕ телейлĕ хĕрарăм тесе шутлатăп. Аван çемье, ырлăх-тивлет – веçех пур. Укçа, ман шутпа, пурнăçра иккĕмĕш вырăнта тăрать. Кашни хĕрарăмах ăраскаллă пулма сунатăп.
Люция Нюркина, Мелекесс районĕ, Тури Мелекесс:
– Ĕмĕр тăршшĕне Тури Мелекесс шкулĕнче вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕнче ĕçлерĕм. 2005 çулта шкула хупса ачасене Çĕнĕ Майнăна куçарсан пĕр хушă Моисеевка шкулĕнче вăй хума тӳр килчĕ. Халь – пенсире. Анчах та кулянса ларас темерĕм. Тури Мелекесри «Асамат кĕперĕ» ăс-хакăлпа кăмăл-сипет центрне юрлама çӳретĕп. «Çеçпĕл» юрă ушкăнĕн солисчĕсемпе тĕн, эстрада, халăх юррисене юрлатпăр. Çакăнта эп хам савăнăçа тупрăм темелле. Турра шанатăп, пускилсене хаклатăп. Ĕненӳ мана телей парнелет.
Марина Попова, Çĕнĕ Малăла районĕ, Упамсар:
– Шкулта эп биологи-хими урокĕсене юратса илсе пынисĕр пуçне тата экологи кружокне ертсе пыратăп. Унта 5-9-мĕш класс ачисем кăмăлпах çӳреççĕ. Иртнĕ çул Çарăмсан юхан шывĕ хĕрринче эрне пурăнтăмăр, ӳсен-тăранпа чĕр чунсене тĕпчерĕмĕр, çут çанталăк илемĕпе килентĕмĕр. Еплерех телейлĕ кăмăл-туйăмпа таврăнтăмăр ачасемпе! Каласа пĕтерме те çук. Нумаях пулмасть Саранскра регионсем хушшинче иртнĕ «Эп пурăнакан Çĕр йывăççи» конференци ĕçне хутшăнма тивĕçрĕмĕр. Упамсар шкул ачисем дипломсем çĕнсе илчĕç. Куçăм тулли савăнăç!
Мария Мресова, Ульяновск хули:
– Ĕнер ман çуралнă кунччĕ. Ирпе юратнă мăшăрăм чуптунипе вăранса кайрăм. Чунтан юратакан тюльпан тата гладиолус чечекĕсен пуххине тыттарчĕ те хăй çĕр çинче чи телейлĕ çын пулни пирки каларĕ. Эпĕ те 36 çул манпа юнашар шанчăклă, ырă çын — Алексей Ильич — пулнипе пит ăраскаллă. Икĕ ывăл куç тулли, виçĕ мăнук – куллен савăнтараççĕ. Пурнăçра мĕн çинчен ĕмĕтленнĕ – веçех пур. Паян сывлăх çеç пултăр.
Галина Садюхина, Марина Борисова, Светлана Ендиярова, Чăнлă районĕ, Чăвашкасси:
– Эпир, «Шуçăм» ансамбль юрăçисем, чăваш юррине ытараймастпăр, клуба куллен репетицисене, уявсенче концертсене çӳретпĕр. Пултарулăх ертӳçи Родион Кириллов тĕлĕнмелле пултаруллă музыкант. Пирĕн шăпăрлансем ача садĕнчи «Илемпи» ушкăнра юрлаççĕ. Тавах Чăнлă районĕн пуçлăхĕн çумне Анатолий Узикова пирĕн валли Шупашкарта чăваш кĕписем çĕлетсе панăшăн. Çакăншăн епле савăнмăн!
Елена Краснова, Çинкĕл районĕ, Уличе:
– Тăван шкулта 27 çул пуçламăш класс ачисене, юлашки çулсенче тата Атăлçи халăхĕсен культурине вĕрентетĕп. Эпир Чĕмпĕрте иртекен пур мероприятисене те хутшăнма тăрăшатпăр. Кăçал та Уличе шкулĕн вĕренекенĕсем чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ регион олимпиадинче аван пĕлӳ кăтартни мана çунатлантарчĕ. Шкулта 67 ача вĕренет, ача пахчине 20 ача çӳрет. Шел, ялта пултарулăх ертӳçи, купăсçă çук. Пултаруллă ачасем нумай. Вырăнти «Возрождение» хуçалăхăн çĕнĕ директорĕ Михаил Самаркин чăваш костюмĕсем çĕлетме 10 пин тенкĕ уйăрса пысăк парне турĕ. Ачасем телейлĕ.
Эпĕ хамăрăн йăх-ăру тымарĕсемпе кăсăкланатăп. Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнче çуралнă. Пирĕн несĕлтен чаплă чăвашсем тухни паллă. Юратнă хаçат урлă Арбузовкăра пурăнакан пĕртăвана Анастасия Нестерована (вăл «Канаш» çырăнать) салам яратăп.
Раиса Волкова, Ульяновск районĕ, Симĕс Раща:
– Телей вăл, ман шутпа, пурнăçра хам вырăна тупни, юнашар çирĕп тыл пулни, чуна çывăх ĕçре вăй хуни. Эпĕ шкулта ертсе пыракан «Хĕвел шевли» факультатива (эрнере пĕр сехет) тата «Чăваш культурине вĕрентни» кружока (тăватă сехет) 15-20 ача çӳрет. 1-8-мĕш класс ачисем хушшинче чăвашсем ытларах та, анчах та ашшĕ-амăшĕ тӳрккесленет. Чăваш ачисем шкулта, районта, облаçра иртекен пур мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ, парнесене тивĕçеççĕ. «Çулталăк вĕренекенĕ-2012» Снежанна Чернова, сăвă-юрă çыракан, илемлĕ ӳкерекен Дарья Мулеевапа Евгения Фролова тата ытти «Çеçпĕл çеçкисем» чăваш чĕлхине çӳле çĕклеççĕ çеç мар, ашшĕ-амăшне, мана телей кӳреççĕ.
 
: 1041, Хаçат: 9 (1205), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: