Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ку статьяна Сывлăмпин (Зоя Полякова-Алексеева Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕрпӳкасси ялĕнчен) «Мĕнле-ши пурăнать анне?» сăввине вуласа тухса канлĕхе çухатнă хыççăн çырма лартăм. Питĕ йывăрпа иртекен чăваш хĕрарăмĕн пурнăçне çырса кăтартнипе-ши – аннен çăмăл мар кун-çулĕ куç умне тухса тăчĕ. Вăл пиртен, пилĕк ывăлĕнчен, виçĕ çул каялла ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.Аннемĕр мăшăрĕсĕр 50 çул ытла пурăнчĕ. Атте, вăрçă инваличĕ, çĕнĕ çурт туса пĕтерес умĕн вилсе кайрĕ. Анне урăх çынна качча каймасăр ывăлĕсене тĕрĕс-тĕкел çын çине кăларассишĕн нушаланнă. Сывлăмпин сăввинчи сăмахсемпе каланă пек: «Пире телейлĕ тăвассишĕн çуннă, анчах хăй пĕлнĕ-ши телей мĕнне?»
Анне ялта пурăнатчĕ. Пурнăçĕн юлашки тапхăрне вăтам ывăлĕ патĕнче ирттерчĕ. Икĕ хут авланса уйрăлнă, икĕ хĕр тĕпренчĕкне пăхма пултарайман, эрех ĕçме юратакан арçын амăшне мĕнле пăхни çырса кăтартмасăрах паллă. Ытти тăватă ывăлĕ хулара çемйисемпе пурăнаççĕ. Шел, аннепе нумай вăхăт хушши пĕрле пурăнма май пулмарĕ – канмалли кунсенче анчах. «Яла кайма та вăхăт тупаймастпăр, анне вара – кĕтет, кĕтет, кĕтет…»
Тепĕр тесен анне пурнăçĕ телейлĕ иртрĕ. Вăл пысăк та тĕреклĕ ратнерен тухнă çын. Унăн аслашшĕпе асламăшне (икĕ енчине те) кулак вырăнне хурса айăпланă. Пуçламăш шкултан питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Йăмăкĕсене пăхакан пулманнипе малалла вĕренме каяйман. Вăрçă вăхăтĕнче колхоз председателĕсене хатĕрлекен курсра пĕлӳ илнĕ. 1945 çулта вăрçă сусăрĕпе çемье çавăрса каярахпа пилĕк ывăл çуратнă. Çемьери телейлĕ пурнăç вун тăватă çултан татăлнă. Пĕчченех ачисене çын тунă. Ашшĕ, Мирон Прокопьевич, 1943 çулта Белоруç çĕрне тăшмансенчен тасатнă чухне пуçне хунă. Амăшĕ ывăлĕпе хĕрне пăхса пурăннă, пилĕк ывăлпа тăлăха юлнă тепĕр хĕрне пулăшман. Сталинграда кайса 41 михĕ паранкă (çĕр улми) сутнă. Çапла майпа пире те тумлантарнă, парăмĕсене те парса татнă. Вăрçă вăхăтĕнче «Коммунар» колхозра Гусаров председатель çумми пулса тар тăкнă. Çак хушăрах çĕрлехи вăхăтра килти ĕнипе колхоз хирне сухаласа икĕ центнер çурă тырă ĕçлесе илнĕ. Ăна сутса çĕлемелли «Зингер» машина туяннă. Аттепе тиртен, кĕрĕкрен алса тавраш,тумтир, кĕпе-йĕм çĕленине астăватăп. Атте вилсен те анне çĕлеме пăрахман. Колхоз ĕçне пăрахмасăр, килти пахчара ирхи хăярпа помидор калчисене парникра çитĕнтеретчĕ те сутатчĕ, çемье пурăнмалăх укçа-тенкĕ тăватчĕ. Астăватăп-ха, пĕррехинче аннерен 22 çын кивçен укçа илнĕччĕ. Вăл хут çине çырса хумасăрах кама мĕн чухлĕ панине веçех асра тытатчĕ. Пĕр пăтăрмаха пула çăмăллăхсемсĕр тăрса юлса 40 çул анне налук тӳленĕ тăнă. «Аçу вилсен райсобеса кайса сирĕншĕн пенси илсе тăма ыйту тăратрăм. Вăрçă инваличĕн статусĕсĕр пуçне, эпир урăх майпа çăмăллăхсем илсе тăма пултарнă – «Слава» (3-мĕш ст.) орден пулнă вĕт-ха. Райсобес ĕçченĕ кăшкăрса: «Женщина, он же не на фронте погиб!» - терĕ. Эпĕ вăл кӳрентернипе йĕрсе тухса кайрăм. Урăх йăлăнса çӳремен. Çавăнпа эсир 5-шер тенкĕ пенси («За потерю кормильца») илсе тăтăр. Çĕршĕн, çуртшăн, выльăх-чĕрлĕхшĕн налук тӳлесе пурăнтăм», - тесе каласа панăччĕ анне 1999 çулта.
Анне яланах: «Маншăн чи телейлĕ вăхăт – эсир пĕр сĕтел хушшинче апат çисе ларни», - тетчĕ. Эпир ачасемпе, мăнуксемпе яла пырсан аннепе масар çине каяттăмăр. Пĕррехинче анне: «Митюк, эпĕ мĕнле пурăннине мĕншĕн ыйтса пĕлместĕн? Манран телейсĕр çын çĕр çинче тата кам та пулин пур-ши тесе ыйтмастăн?» - тесе уласа йĕрсе янине аса илсен аннен питĕ йывăр пурнăçĕ куç умне тухса тăрать.
Хам тата хамăн çемье çинчен каласан аннерен каçару ыйтмашкăн сăлтав çук тенĕ пулăттăм. Юлашки сакăр çулта анне мана таврари ялсемпе вĕсенче пурăнакансем çинчен çырнă вăхăтра нумай пулăшрĕ. Пурнăçăн тĕрлĕ енĕсене сăнласа кăтартнă чухне анне каласа панисем питĕ усăллă та вырăнлă пулчĕç. Юлашки «Пирĕн юрăсемпе ташă кĕввисем аваллăха мантармаççĕ» кĕнекере те анне каласа панă тăрăх çырса илнĕ юрăсем нумай. Анне хăй пурнăçĕ çинчен каласа панине курма видеокамерăпа ӳкерсе илтĕм. Анне çинчен аса илмелли питĕ нумай. Эпĕ ун çинчен 2007 çулта «Канаш» хаçатра пичетленнĕ «Анне çăкăрĕ» статьяра çырса кăтартнăччĕ.
«Ун чĕрине хуплать пуль тунсăх хумĕ
Пире аса илсен, пĕччен чухне.
(Кун пек самант çынна
хаваслăх кӳмĕ)
Мĕнпе пусарать вăл хăй чунне?» -
тесе çырать Сывлăмпи хăйĕн сăввинче. Чуна витерекен сăмахсем! Чăнах та, тĕнчери чи çывăх çынпа – аннепе – тепĕр хут курса калаçнăн туйăнать.
 
Ульяновск хули.
 
: 997, Хаçат: 9 (1205), Категори: Пурнăçри чăнлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: