Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Тутлă» салат
Ăна хатĕрлеме 200 г чăхă ашĕ, пĕçернĕ 2 кишĕр, 100-150 г сыр, ыхра, майонез тата аçтăрхан мăйăрĕ кирлĕ.
Малтанах чăхă ашне тăваткалласа турамалла. Ун хыççăн пĕçернĕ кишĕрпе сыра шултра тёркăпа хырса вĕтетмелле. Нимĕрленĕ ыхрана майонезпа хутăштармалла. Аçтăрхан мăйăрне те пĕр пек тураса вĕтетмелле.
Тарăн тирĕке сийпе хурса пымалла, çиелтен майонезпа сĕрсе аçтăрхан мăйăрĕ сапмалла. Пĕрремĕш сий – чăхă ашĕ, унтан – ыхрапа майонез хутăшĕ, хыççăн – кишĕр, кайран – ыхрапа майонез хутăшĕ, пиллĕкмĕш сий – сыр.
«Каприз» салат
Ку салат валли 250 г купăста, пĕр савăт консервланă ананас, 200 г краб ашĕ, пĕр савăт консервланă куккурус, 2 помидор, тутă кĕртмелĕх укроппа петрушка, лимон сĕткенĕ, майонез, тăвар кирлĕ.
Хатĕр купăстана тăрăхла турамалла та кăштах тăвар сапса çемçетмелле. Ун хыççăн ананаспа краб ашне тата помидора пĕр пек татăксем çине вакламалла. Сĕтел çине лартиччен майонезпа пăтратмалла.
Сухан кукăлĕ
Чуста валли 1 стакан çăнăх, 50 г услам çу е маргарин, 3 апат кашăкĕ хăйма кирлĕ.
Ăшне хума – 500 г сухан, 2 çăмарта, 2 апат кашăкĕ хăйма, 50 г сыр.
Çак çимĕçсенчен чуста çăрмалла. Ăна алăпа çатма тĕпне сармалла, айккинелле хăпартмалла. Чустана çатмапа пĕрлех 30 минута холодильника лартмалла.
Çурма çаврашкан каснă сухана ылтăн тĕс çапиччен ăшаламалла.
Тăварпа пăрăç сапнă çăмартапа хăймана пăтратмалла.
Чуста çине сухан хумалла, çиелтен çăмартапа хăйма хутăшне ямалла, тёркăпа хырнă сыр сапмалла. Кукăле духовкăра 30-40 минут пĕçермелле.
Бананран – сырник
500 г тăпăрчă, 2 çăмарта, 50 г курага, 1 банан, 5 апат кашăкĕ çăнăх, 2 апат кашăкĕ сахăр, тип çу, тăвар кирлĕ.
Банана çаврашкасем çине, курагана вĕттĕн турамалла. Пурне те пĕрле хутăштармалла. Сырниксене хĕртнĕ çатма çинче тип çупа ăшаламалла. Хăймапа е варенипе çимелле.
 
: 652, Хаçат: 9 (1205), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: