Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
В.Н.Таравата халалласа çырнă шӳтлĕ такмаксем
 
Эпир Чĕмпĕр хĕрĕсем,
УОЧНКА çыннисем -
Автономи ĕçĕсемшĕн
Ӳксе вилекеннисем.
Шупашкара Таравата
Саламлама килнисем!
Валентина пит маттур,
Телĕнтерет халăха.
Пур ĕçре те вăл сатур,
Ăшра упрать чăнлăха.
Халăха пит юратать,
Çавăнпа вăл – Тарават!
Тĕсĕ-пуçĕ пит хитре,
Кайăк пăхма вăтанать.
Пĕвĕ-сийĕ çирĕк пек,
Кулсан – хĕвел пытанать.
Халăх ăна юратать,
Ахаль мар вĕт – Тарават!
Ăс-тăн çивĕч пулнипе
Нумай кĕнеке çырать.
Çӳлтен Турă панипе
Юрăсем те шăрçалать.
Халăх ăна юратать
Ахаль мар вĕт – Тарават!
Обществăллă ĕçсенче
Нумай-нумай вăй хурать.
Хисеп хăмисем çинчен
Йăл та йăл кулса пăхать.
Халăх ăна юратать,
Вăл чăнах та тарават!
Тĕлĕнетпĕр Вальăран –
Вăй-хăват ăçтан тупать?
Пысăк талантлă пулма
Ăна Турă пулăшать.
Халăхшăн пит тăрăшать,
Ахаль мар вĕт – Тарават!
Çавăн чухлĕ ĕç çинче
Никама та вăл манмасть.
Ăçта йывăр – хăвăртрах
Пулăшма ялан васкать.
Çынсене сума сăвать,
Ахаль мар вĕт – Тарават.
Килĕнче те пит хастар:
Пĕçерет, çĕлет, çăвать…
Мăшăрĕпе ывăлне
Вăл куçран пăхса тăрать.
Çемйине пит юратать,
Ахаль мар вĕт – Тарават!
Пули-пулми умĕнче
Чун-чĕри шаках хытать.
Ырă çынсене курсан
Алăкне яри уçать.
Халăха пит юратать.
Ахаль мар вĕт – Тарават!
Чаплă ĕçĕ пит нумай -
Пĕтереймĕн шутласа,
Пурпĕрех хăй пит сăпай,
Çӳрес çук вăл мухтанса.
Ан имен эсĕ, Валюк!
Чăн сăмахăн суйи çук!
Юрра, ташша, калаçма
Атьсене вăл вĕрентет,
Тĕрлĕ-тĕрлĕ конкурсра
1-мĕш вырăн илет.
Пухура сăмах илет,
Хăрамасăрах питлет!
Лайăх пĕлет вырăсла,
Калаçать вăл тутарла,
Пĕтĕм Раççей шайĕнче
Ялан çĕклет чăваша.
Халăха вăл юратать,
Ахаль мар вĕт – Тарават!
Çак маттур хĕрарăма
Мĕн тесе пиллемелле?
Сывлăх, анăçу сунса
Юратса çӳремелле.
Валентина Таравата
Телей çеç пиллемелле!
26.10.2012.
 
: 910, Хаçат: 9 (1205), Категори: Халах пултарулахе

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: