Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1919 çул. Самар кĕпернин Вешкайма уесĕнчи Каркел ятлă чăваш ялĕ. Вун улттăри Н.-ăн ывăл çуралать. Мăшăрланмасăр тунă ача. Апла пулсан чун туртманни тата пысăк çемьере кирлĕ марри. Ашшĕсĕр ача вăл – ытлашши пыр. Пĕчĕк Кольăн шăпи мĕнлерех пулнă пулĕччĕ-ши ăнсăртлăх пулăшмасан?..
 
Каркелсем кӳршĕ ялсемпе туслă пурăннă. Чăвашсем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳренĕ. Пикесем тăванĕсем патĕнче эрнешер хĕр ларнă. Хĕллехи вăрăм каçсенче пĕрле пухăнса ал ĕç тунă, халăх юррисене шăрантарнă. Вĕсен хăтлăхне каччăсем илемлетнĕ. Кӳршĕ ял каччисем те ларма хĕрсене курма çӳренĕ. Паллашнă. Кĕр мăнтăрĕпе ялсенче туйсем кĕрленĕ.
Асьялта (Алинкино) пурăнакан çамрăках мар мăшăрăн нумайччен кĕтнĕ хыççăн çут тĕнчене килнĕ ывăл пепки вилет. Хĕр пĕрчине Турă вун пилĕк çул каяллах парнеленĕ пулнă. Ывăл ачи çеç ашшĕ-амăшне нумаях савăнтарайман. Çемьере тĕпчĕк пулмаллах вĕт-ха! Амăшĕ питĕ куляннă, лăпланмалли вырăн тупайман. Палланă çынсенчен пĕри Каркелте ашшĕ-амăшне кирлĕ мар пепке пурри çинчен пĕлтернĕ. Потаппа Фёкла нумай шухăшласа тăмаççĕ – кӳршĕ яла çул тытаççĕ. Çапла майпа пепке çĕнĕ çемьене çакланать. Унăн халĕ юратнă ашшĕ-амăшĕ, аппăшĕ пур. Каярахпа шăллĕпе йăмăкĕ çут тĕнчене килеççĕ.
Амăшĕ усрав ывăлне чунтан юратать. Сĕтел çинчи чи тутлă апат – Кольăшăн. Каярахпа çемье тата икĕ тăлăха усрава илет. Йышра – ултă ача! Ванёковсен пуянах мар килĕнче пурин валли те вырăн çитет. Амăшĕн ăшшипе ачашлăхĕ пурне те тивĕçтерет.
Çав çулсенче Асьялта хĕрĕхри купса – Павел Андреевич Беспалов – пурăннă.Унăн пысăк çурт, анлă кил картишĕ тата нумай укçа пулнă. Ял чиркĕвне хăпартнă чухне вăл пуянлăхне шеллемен – пулăшнă. Колхозсем йĕркеленнĕ вăхăтра вăл чутах кулаксен шутне çакланайман – Турă шелленĕ, çитмĕлти ватă вилсе кайнă. Мăшăрĕпе чĕрĕк ĕмĕр пурăннă, Турă вĕсене ача-пăча парнелемен. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн нумай хĕрарăм ун çумне çыпçăннă. Вăл вĕсенчен пĕрне – кӳршĕре пурăнакан çирĕмри Федора Ульменована - килĕштерет. Хĕрĕн хăйĕнчен çамрăкрах каччи те пулнă, анчах вăл ĕçчен те эрех-сăра юратман Павăла малашнехи пурнăçра шанчăклă хӳтлĕх пулĕ тесе суйласа илет. Ача-пăча парнелеме шантарать.
Федора пилĕк ача çуратать. Анчах вĕсем çулталăк та пурăнаймаççĕ – вилсе пыраççĕ. Улттăмĕш çеç чĕрĕ юлать: ăна телейлĕ амăшĕ ăшă кăмакара тытса чир-чĕртен сыватать.
Павел Андреевич Лена ятлă хĕр пĕрчишĕн савăнса тăранаймасть: хăйĕн юн тумламне ачашлать, çупăрлать, хаклă йышши хăлха çакки туянса парнелет. Ватă пурпĕрех кулянать – йăх тымарне аталантармалли тĕпчĕк çук. Василий Беспалов тенĕ тăванĕ пур, паллах, анчах унăн та ывăл ача пулман. Ну юрĕ, хĕр тĕк – хĕр пултăр, телейлĕ çемье нумаях савăнса пурăнаймасть – пĕтĕм кил-хуçалăхĕ çунса каять. Пиллĕкри ыйхăран вăранман Ленăна чӳречерен илсе тухма ĕлкĕреççĕ. Çурта Павел Андреевича вăрттăн юратакан пĕр хĕрарăм чĕртнĕ пулнă иккен, вăл мĕнле çуннине курса савăнса тăнă.
Хуралтăсенчен кирпĕчрен купаласа тунă (унта хăçан-тăр лавкка пулнă) Граждан вăрçи вăхăтĕнче Беспаловсемшĕн пульăсенчен пытанмалли вырăн – кĕлет çеç упранса юлнă.
- Пеме тытăнсан манăн ăçта тарса пытанмалла? – ыйтнă Павел Андреевич хĕрлĕ çар ушкăнĕн командирĕнчен.
- Нимĕнрен те ан хăра, асатте, кĕлете кĕр те лар, тавралăх шăплансан – тухăн, - тенĕ ватă çынна лăплантарса лешĕ.
Беспаловсен çемйи тĕрĕс-тĕкелех сыхланса юлать. Анчах çĕр çинче пушартан хăрушши нимĕнех те çук иккен.
Пысăк хуйхă ватă çынна хуçсах пăрахать: Павел Андреевич пĕр пĕчĕк çурт пекки тума çеç ĕлкĕрет – вилсе каять.
Федора çиччĕри хĕрĕпе тăлăха юлать. Пушар пĕтĕм пуянлăха тĕп тăвать. Иртнĕ пурнăçа аса илтермелли япаласенчен Вена тенкелĕпе çĕлемелли машина – «Зингер» - çеç упранса юлаççĕ. Ленан хăлха çаккине ашшĕпе пĕр тăван аппăшĕ туртса илет.
Колхозсем йĕркеленнĕ тапхăрта Федора Беспалова малтанхи кунсенчех ушкăнлă хуçалăха кĕрейменнипе çĕр лаптăкĕ килĕнчен çичĕ çухрăмра вырнаçнă çĕрте илет. Çитменнине, выçлăх çулĕсем пуçланаççĕ.
Вилĕмрен хăтăлас тĕллевпе хĕрарăм вунвиççĕри хĕрачипе Чăваш Енре вырнаçнă Упи ялне ыйткалама тухса каять. Çитĕнсе пыракан пикешĕн ку ĕç питĕ намăслă туйăннă. Пĕр çемьере ăна ача пăхма тата кил-çурта тирпейлесе тăма йышăнаççĕ. Ырă чунлă кил хуçин мăшăрĕ хĕрачана çĕлеме вĕрентет. Амăшĕ яла таврăнать. Çапла майпа Лена ют çĕрте вилĕмрен хăтăлса юлать. Çуркунне Федора хĕрне килне илсе таврăнать.
Федора Ивановна хут пĕлмен пулсан та чăваш халăх халапĕсене нумай пĕлнĕ, каласа пама маçтăр пулнă. Вăл мĕн виличчен (сакăр вунă сакăр çул пурăнчĕ) сакăр мăнукне çеç мар, пĕтĕм ял ачи-пăчине халап-юмах каласа парса тĕлĕнтернĕ. Вăл каласа панисене çырса илсе мăнукĕсем Мускавра тухса тăракан пĕр журнала ярса панă, анчах вĕсемпе кăсăкланакан пулман – çĕршыв социализм çулĕпе утнă.
Федора асанне вырăс халăх юррисене те нумай пĕлнĕ.
- Ку консерва çиместĕп, ерманецсем, тен, вĕсене наркăмăшлантарнă-тă р, - тесе мăкăртатнă Федора Ивановна нимĕçсене çĕнтернĕ хыççăн.
Ку асăнусем çитмĕлмĕш çулсемпе çыхăннă. Халĕ Федора Ивановна мăшăрне пытарнă хыççăн хĕрне ура çине тăратма ĕмĕтленет.
Çĕршывра хут пĕлменлĕхпе кĕрешме тытăнни çинчен пĕлтереççĕ. Лена хăйпе пĕр çултисемпе шкула çӳреме тытăнать. Унпа пĕрле пĕр класра Коля Ванёков вĕренет. Вăл Беспаловсенчен инçех пурăнмасть – пĕр урамра, пилĕк çурт урлă. Çӳллĕ, тĕреклĕ, кăвак куçлă çамрăк. Хĕрсем ун çинчен куçĕсене илмеççĕ. Тăхтав вăхăчĕсенче: «Ленăпа Коля – савнисем» - тесе пăшăлтатаççĕ. Çитменнине, вĕсене пĕр парта хушшине лартнă. Лена амăшĕ пек хыткан та пĕчĕк мар. Николай хĕр куçĕнчен пĕр хут пăхсах юратса пăрахать.
Пĕр вăхăт Асьял ачисем Чăваш Решеткинче вĕренеççĕ. Кӳршĕ яла çуранах çӳреççĕ. Çурхи вăхăтра атă-пушмак час-часах йĕпенни те пулнă. Николай кӳршĕ хĕрне кӳлленчĕксем урлă пĕр хут мар йăтса каçнă. Çапла майпа пĕр-пĕрне хăнăхса пынă, юрату туйăмĕ вăраннă.
Пĕрремĕш юрату хăш-пĕриншĕн упранса юлмасть. Вĕсен – ĕмĕрлĕхех. Туй çинчен калаçма иртерех-ха: каччăн - салтака каймала, хĕрĕн – вĕрентекен пулмалла. Çитменнине, иккĕш те чухăн, çурма тăлăх. Туй тума - тăхтамах тивет. Николай ашшĕ 1935 çулта вилсен амăшĕ ачисемпе тăлăха юлать.
Николай салтака кайиччен выльăх тухтăрĕсен курсĕнчен вĕренсе тухать. Кавалери полкĕнче хĕсметре пулать. Çутă ăслă, ăсра питĕ вăйлă шутлама пĕлекен çамрăка стрелок-радистсен курсне вĕренме яраççĕ.
Еленăн та ĕмĕчĕ пурнăçланать: Самарти вĕренекенсене хатĕрлесе кăларакан курссенче пĕлӳ илме тытăнать. Каярахпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика училищине куçать. Йывăр пулать: укçа-тенкĕ çитмест, выçăллă-тутăллă… Мĕнле тытăнса тăмалла?
Пĕррехинче Елена амăшĕнчен пилĕк тенкĕ чиксе янă çыру илет: «Каçар, хĕрĕм, нумайрах тупаймарăм…» - тенĕ унта. Хĕр намăсланса каять. Тулăх пурнăçпа тата ачасемсĕр пурăнакан Ваççа тетĕшĕ пур вĕт-ха. Унăн хĕре пулăшмаллах. Çук, Елена тетĕшĕн пулăшăвĕсĕрех яла вĕрентекен пулса таврăнать.
Николай хĕсметрен таврăнать. 1941 çулхи çу уйăхĕнче çамрăксем пĕрлешме килĕшсе татăлаççĕ. Туй пулмасть, савăнма – укçа-тенкĕ çук. Часах вăрçă пуçланать. Николай Ванёков истребительсен полкĕнче стрелок-радист пулса çапăçать. Пĕррехинче вĕсен самолётне нимĕçсем персе антараççĕ. Пĕр лётчикĕ вилет. Николайпа юлташĕ ăна тирпейлесе пытараççĕ те темиçе талăк хамăрăннисем патнелле утаççĕ.
Полкра вĕсене вилнĕ тесе шутлаççĕ. Яла та хăрушă хыпар килсе çитет – Николай паттăрла çапăçса вилнĕ. Кӳршĕ-аршă Николай амăшне лăплантарма пухăнать. Ытла пысăк хуйхăран Фёкла – амăшĕ – хуралсах каять. Венчете тăма ĕлкĕреймен Елена та минтере куççульпе çăвать. Пĕр уйăхран Николайран çыру килет: «Сывă… Сывлăхлă… Отпуска пыратăп… Кĕтĕр…»
Вăрçă пĕтиччен çамрăк Елена ачасене чăваш тата вырăс чĕлхине вĕрентет. Шкул ертӳçин ĕçĕсене пурнăçлать. Хут пĕлмен салтак арăмĕсем ыйтнипе фронта çĕршер çыру çырать. Пурнăç шăпи çак хĕрарăма пысăк парне тăвать – мăшăрĕ вăрçăран сывă та тĕрĕс-тĕкелех Отечественнăй вăрçă орденĕпе таврăнать.
Çамрăк мăшăр ял Советĕнче çырăнать. Пĕрремĕш ачи (хĕр пĕрчи) çураличчен темиçе кун маларах. Лена хĕр чухнехи хушаматне улăштармасть, мĕншĕн тесен Павел Андреевич хăй хушаматне яланлăхах упраса хăварма ыйтса хăварнă.
Елена нумай-нумай ача çуратма ĕмĕтленнĕ. Чăнах та, Турă вĕсене пилĕк арçын ача тата пилĕк хĕрача парнелет. Иккĕшĕ кăкăр ĕмнĕ вăхăтрах çут тĕнчерен уйрăлаççĕ. Мăшăр сакăр ачине ӳстерсе, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларать. Вĕсенчен пĕри, Валентина, ачисене Коля тата Лена ят хурать.
Е.П.Беспалова хĕрĕх ултă çул ачасене пĕлӳ парать. Вăл, пысăк саспаллипе пусланса çырăнакан Амăшĕ тата Вĕрентекен, çĕршыв наградисене тивĕçет. Барăш районĕн архивĕнче ун пурнăçĕпе кун-çулĕ çинчен çирĕплетсе паракан нумай-нумай документ упранать.
Елена Павловна хăй ĕмĕрне Валентина çемйинче, Ленăпа Коля мăнукĕсем патĕнче, вĕçлет.
 
Барăш районĕ.
 
Хушса çырни. Елена Павловна – манăн анне, эпĕ унăн умĕнче пуçăма таятăп.
 
: 767, Хаçат: 9 (1205), Категори: Астăвăм

Комментарисем:

Шанчак (2013-04-15 21:05:40):
Пите камалла кун пеккине вулама. Терес, аннесен уменче эпир емер-емерех парамра.

Валентина (2013-10-28 16:28:28):
Добрая память об этой дружной паре у меня осталась навсегда!
О Елене Павловне отдельно можно говорить и говорить. Мы все ее очень любили, уважали. Все, что можем и умеем в этой жизни, мы обязаны нашей первой учительнице! Уж ее то имя не перепутает и назовет в любое время суток любой ее ученик. Такими должны быть учителя. Сейчас вот анализирую и вспоминаю все то, чему нас учила. Я думаю, она была в душе верующий человек, но никогда нас не настраивала ни за, ни против бога. Она понимала, что каждый с годами подрастет, поймет и примет то, что ему ближе. Она УЧИТЕЛЬ. Все свое время отдавала школе, а дома ждала большая дружная семья, только в больших семьях вырастают такие прекрасные дети.
Вечная память Елена Павловна и Николай Потапович!
К сожалению, в наши годы мы не учили родной язык, что умеем, так это разговорная речь в семье и дворе, а в школе ставили 1,если в присутствии учителей переходили на родную речь. Но я с трепетом и немалым терпением прочла (в основном по – смыслу догадалась) весь рассказ Валентины Николаевны. Браво, Валентина! Жду продолжения.


С уважением, Валентина Ермошкина


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: