Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпир упăшкапа пĕр-пĕрне хытă юратса пĕрлешмен. Костьăн авланма вăхăт çитнĕ, манăн — качча кайма. Çавăнпа эпир урăх юрату шыраса вăхăта ирттермерĕмĕр, çемье чăмăртарăмăр. Аван пурăнтăмăр: хирĕçмен, çапăçман. Телей мĕнне туймасăрах кунсем ирттернĕ. Икĕ ача çуратса ӳстертĕмĕр. Вĕсем ӳссе килтен тухса кайсан пирĕн кил пушансах юлчĕ. Иксĕмĕре урăх нимĕн те çыхăнтармарĕ. Çакна вăл та, эпĕ те лайăх ăнлантăмăр. Пĕррехинче эпĕ хăю çитерсе шӳтленĕ евĕр мăшăра çапла каларăм: «Атя, пĕр-пĕрне мĕнпур ырришĕн тав тăвар та уйрăлар. Пирĕн хушăмăрта юрату çуккине эсĕ те аван пĕлетĕн… Туятăп… Тен, эпир ăна урăххисемпе тупăпăр…». Манăн упăшкан пичĕ çуталсах кайрĕ: « Эпĕ те тахçанах çакăн пирки шутланă»,- терĕ.
Эпир уйрăм пурăнма тытăнтăмăр. Эпĕ Сергей ятлă арçынна тĕл пултăм. Унпа хут уйăрттарма васкамарăм – вăл çырăнасси пирки каласах тăчĕ пулин те.
Костьăн пурнăçĕ ăнсах каймарĕ курăнать. Вăл мана пĕрех шăнкăравласа тăчĕ. Унăн та хĕрарăм пур. Анчах вăл пĕçернĕ апат-çимĕçĕ Костьăн кăмăлне каймасть. Эпĕ ăна лăплантарма тăрăшрăм. «Пурнăçра чи кирли апатпа килти йĕрке мар, юрату туртăмĕ пулни. Пирĕн хушăмăрта чи кирли çукчĕ»,- терĕм. Вăл кĕтмен çĕртен çапла хушса хучĕ: «Пирĕн хушăмăрта юрату пулманни пирки халĕ иккĕленме тытăнтăм. Эпир уйрăлни виçĕ çул, анчах ют хĕрарăма ниепле те хăнăхаймастăп. Унпа йăлтах урăхла. Санпа пурăннă чух санăн лайăх енĕсене эпĕ асăрхаман, санран лайăххи çуккине ăнланман». Çак сăмахсем мана тĕлĕнтерчĕç, савăнтарчĕç… Тепĕр уйăхран вăл ман патăма тортпа тата чечек çыххипе килчĕ. Иккĕн ларса чей ĕçрĕмĕр, пĕрле пурăннă çулсене аса илтĕмĕр. 25 çул пĕрле пурăнса та пирĕн хушăмăрта мĕн чухлĕ пĕрпеклĕх пулнине, пирĕн чĕресем мĕнле çывăх пулнине чухламан!
Антон (иккĕмĕш арçын) çуралнă кунĕ тĕлне эпĕ парне туянма кайрăм. Ăшăмра вара Костя çинчен шутларăм, ăна килĕшекен парне шырарăм. Ăна савăнтарас килчĕ. Шăпам нумаях кĕттермерĕ. Костя шăнкăравларĕ. Хăнана чĕнтĕм. Эпĕ ăна парне тыттартăм, çитертĕм, ĕçтертĕм. Костя аванмарланчĕ.
Темиçе кунран Антонăн çуралнă кунĕ çитрĕ. Сĕтел хушшинче ларнă чух радиопа хамăн ятпа хушаматăма илтрĕм. «Хамăн чи юратнă хĕрарăма, пурăннă чух тивĕçлĕ хак пама пĕлмен арçынран…»,- тесе Костя мана эфир урлă юрă парнелерĕ. Хама темле чарсан та куçăм шывланчĕ. Антон умĕнче йĕрсе ярас мар тесе начар туйни çине йăвантарса каçару ыйтрăм та тепĕр пӳлĕме кайрăм.
Çав каçах упăшка патне таврăнтăм. Эпир унпа нумайччен калаçрăмăр. Пирĕн хушăмăрта юрату пурăннине, унăн хĕлхемĕ вĕри пулнине чĕрепех туйса илтĕмĕр. Çакна ăнланма пире уйрăлу пулăшрĕ.
Мелекесс районĕ.
 
: 759, Хаçат: 37 (1129), Категори: Салампи

Комментарисем:

Michael (2015-06-12 11:22:56):
There's a terrific amount of knwldeoge in this article!

Aryan (2015-06-13 23:23:13):
If only there were more cleevr<Ӳa> people like you!

Nwafor (2015-06-14 05:07:11):
People normllay pay me for this and you are giving it away! http,ӲӲlifuobzypjeĕ com [urlçhttp,ӲӲhriuuhĕc om]hriuuh[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲolwdizĕ com]olwdiz[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: