Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Ульяновскмебель» производство пĕрлешĕвĕн директорсен канашĕн председателĕ, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ, «Единая Россия» регионти партин Чукун çул районĕн-чи уйрăмĕн ертӳçи А.Г.Еленкин пуçарăвĕпе 2005 çулта Ульяновскри Хрустальная урамра халăха пулăшу паракан «Согласие» центр уçăлнă. Ăна В.Е.Панова ертсе пырать. Эпир унпа тĕл пулса калаçрăмăр.
 
– Анатолий Георгиевич Еленкин ку юхăннă предприятие 2002 çулта килчĕ. Чи малтан производствăна ура çине тăратрĕ, хута ячĕ. Унтан çынсен пурнăçне çăмăллатас, вĕсене пулăшу парас пирки шутлама тытăнчĕ. Центрăн тĕп тĕллевĕ – халăхăн социаллă ыйтăвĕсене татса парасси, – тет Валентина Евгеньевна. – Эпир тĕрлĕ сулăмпа ĕçлетпĕр. Анатолий Георгиевич тӳрех предприяти ветеранĕсене тимлĕх уйăрма пуçларĕ, вĕсене пĕр чăмăра пĕрлештерчĕ. Ун пеккисем 300 ытла тупăнчĕç. Предприятире 18 çултан кая мар вăй хунисене тата çакăнтанах тивĕçлĕ канăва кайнисене виçĕ уйăхра пĕрре 750 тенкĕ укçан преми паратпăр. Халĕ ку списока Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă ветеранĕсене те кĕртнĕ. Ку мероприяти уявах çаврăнать. Ачасем концерт кăтартаççĕ, ватăсене Тав хучĕсем паратпăр. Апатлантаратпăр. Кайран вара вĕсем баян кĕввипе юрлаççĕ. Эпир ăна кашни хутĕнче тĕрлĕ çĕрте ирттеретпĕр. Хăйсем тĕллĕн çӳрейменнисене килĕсене çитсе паратпăр. Тĕлпулусем те ирттеретпĕр ветерансем валли. Унта Чукун çул районĕн пуçлăхĕ В.И. Трофимов, облаçри ветерансен канашĕн пуçлăхĕ С.Н.Ермаков пулкалаççĕ. Ульяновск хулин пуçлăхĕ М.Беспалова та килнĕ кунта. Пенси фончĕн çыннисем, районти ветерансен канашĕн пуçлăхĕ – пирĕн яланхи хăнасем. Çаплах юбилейсем ирттересси те йăлана кĕнĕ. Вĕсем те анлăн иртеççĕ. Ветерансем хушшинче шашка-шахмат турнирĕсем йĕркелетпĕр. Эх, савăнаççĕ вĕсем пĕрле пуçтарăнсан, каçса кайса калаçаççĕ, пĕрле ĕçленине аса илеççĕ! «Дети войны» кăкăр паллине пама та ятарласа пухрăмăр вĕсене. Кĕçнерникун вара центрта – ветерансен кунĕ.
«Согласие» центрта эрнере пĕр кун – эрнекун – халăха тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕ параççĕ, юрист çынсен ыйтăвĕсене хуравлать. «Знай свои права» проект тăрăх вăхăтран вăхăта Чукун çул районне кĕрекен ялсене – Анникав, Белый Ключ, Луговой тата ыттисене – тухса çӳреççĕ. Унта тĕрлĕ енĕпе ĕçлекен специалистсем каяççĕ, халăхпа тĕл пулса пулăшу параççĕ. Компьютер илсе каяççĕ, унпа усă курса çынсене Ульяновскри тĕрлĕ министерствăсене, поликлиникăсене кайма малтанах черете çырса хураççĕ. Çаплах ялсенче тĕрлĕ темăпа çавра сĕтелсем ирттереççĕ. Сăмахран, Пенси фончĕн специалисчĕ çак тытăмри çĕнĕлĕхсем çинчен каласа парать, кирлĕ пулсан облаçри Пенси фончĕн пуçлăхĕ патне каймашкăн çырăнма пулăшать. А.Г.Еленкин Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ пулнă май график тăрăх хăй те суйлавçăсемпе çакăнтах тĕл пулать. Центрта Патшалăх Думин депутачĕсем те çынсене тĕрлĕ ыйтупа йышăнаççĕ. Юлашкинчен кунта Патшалăх Думинчи «Единая Россия» фракци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Н.И.Булаев пулнă, шкул директорĕсене вĕрентӳ ĕçĕнчи улшăнусем çинчен каласа панă. Ульяновск хули Думин депутачĕ Г.В.Павленков та çынсене çакăнтах йышăнать.
«Живи, родник» проект тăрăх центр специалисчĕсем шкул ачисемпе пĕрле ялсене тухса çӳресе çăлсене тасатас, вĕсен йĕри-тавра тирпейлĕх кĕртес, çырмасенче çуран çӳремелли каçăсем тăвас ĕçсене йĕркелеççĕ, çак ĕçе вырăнти халăха явăçтараççĕ. Кунта уйрăмах 31,46, 48-мĕш шкулсенчи экологи отрячĕсем хастарлăх кăтартаççĕ. Хулари Винновка ращинче ĕçлеме вара 30, 47, 58-мĕш шкулсене çирĕплетнĕ. Пĕлтĕр «Живи родник» проектпа центр область грандне – 30 пин тенкĕ – тивĕçнĕ. Ку укçапа принтер, фотоаппарат, кĕреçе-кĕрепле туяннă. Чи хастар ачасене вара «За заботу о красоте г. Ульяновска» паллă панă.
«Милосердие» проект та вырăн тупнă кунта. Салтаксем, Раççейри тĕрлĕ инкек тӳсекен çынсем (сăмахран, шыв илсен, пушар пулсан) валли кирлĕ япаласем пуçтарса посылкăсем, бандерольсем ярса параççĕ.
Майăн 9-мĕшне вара кунта ятарласа хатĕрленеççĕ. Волонтёрсем утса çӳреймен ветерансем патне килĕсене кайса саламлаççĕ: открыткăсем, çырусем, апат-çимĕç параççĕ. Чĕннĕ çĕре пынисем валли тĕлпулусем йĕркелеççĕ, концерт лартаççĕ. «Ульяновскмебель» кашни ветерана 1000 тенкĕ парса чыслать.
Çамрăксем çинчен те манса кайман кунта. Çамрăксене пухса савăнăçлă лару-тăрура паспорт параççĕ, çак кун вĕсен асĕнче ĕмĕрлĕхех асра юлтăр тесе тăрăшаççĕ. Регионти «Единая Россия» парти ертсе пынипе «Выбери дело по душе» проект ĕçлет. Ăна Л.Д.Гордейко илсе пырать. Районти 13 шкулта та «Производство кунĕ» пур. Специалистсем халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕсемпе пĕрле шкулсене тухса çӳреççĕ, ачасемпе тĕл пулаççĕ. 8-9-мĕш классенче вĕренекенсене предприяти историйĕ, сĕтел-пукан тăвас ĕç çинчен каласа параççĕ. 10-11-мĕш классене вара предприятие илсе килеççĕ, экскурси ирттереççĕ, производствăпа тата ĕç условийĕсемпе паллаштараççĕ.
Сусăрсене пулăшас шутпа «Клуб молодых инвалидов» та йĕркеленĕ кунта, ăна А.Шипунов ертсе пырать. Унăн ĕç вырăнĕ урăх çĕрте, çапах та вăл «Согласие» центрпах çыхăннă.
Калаçăва пĕтĕмлетсе В.Е. Панова çапла каларĕ: «Анатолий Георгиевич Еленкин «Согласие» вырнаçнă пӳлĕмсене тара илнĕ. Вăл вĕсемпе хăй пĕлнĕ пек усă курма, çав шутра укçа-тенкĕ ĕçлесе илме те пултарать. Анчах вăл ку çулпа кайман. А.Г.Еленкин çынсене социаллă пулăшу парассине чи мала хурать, урăхла каласан укçи-тенкине халăхшăн тăкаклать. Вăл паянхи пурнăçра çакă тĕрĕс тесе шутлать».
Халĕ вара кунта Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн Чукун çул районĕнчи уйрăмĕ ĕçлеме пуçларĕ, ăна та А.Г.Еленкин ертсе пырать. Малашне ку центр чăваш культурине аталантаракан тепĕр вырăн пулĕ.
 
: 1000, Хаçат: 10 (1206), Категори: ceнeлeх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: