Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Донорсен «Юн пар та – пурнăç çăл!» марафонне Ульяновск облаçĕнче пурăнакан 1721 çын хутшăннă.
Вĕсен шутĕнче 387-шĕ – вырăнти правительство, мэри, Ульяновск хула администрацийĕн, ГИБДД, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн регионти уйрăмĕн, Ульяновск облаçĕпе ĕçлекен Росздравнадзор управленийĕн, Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвĕн, сиплевпе вĕренӳ учрежденийĕсен çыннисем. «Акципе килĕшӳллĕн 774 литр юн пухнă. Апла пулин те сиплев çурчĕсене юн куллен кирлине шута илмеллех. Пĕрремĕш хут юн панисем ятарлă станцисене тепĕр хут пыраççех тетпĕр», - палăртнă Ульяновск облаçĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова.
«Марафон вĕçленчĕ. Анчах та юн илессипе йĕркелекен акцисем куллен пулĕç. Пушăн 23-мĕшĕнче – «Донорсен шăматкунĕ» ятпа ĕçленипе ытти кунсенче юн парайман çынсем валли ирттерĕç. Ака уйăхĕнче Уçă алăксен кунне студентсене йыхăрĕç. Юн пама пултарассипе пултараймассине пĕлес тесен кашниех пирĕн станцине пырса сывлăхне тӳлевсĕр тĕпчеме пултарать»,- тенĕ станци пуçлăхĕ Виктория Маликова.
Юн пама кăмăл тăвакансен Ульяновск хулинчи Виççĕмĕш Интернационал урамĕнчи 13/96 çурта тунтикун-эрнекунсен че 8–13 сехетсенче пымалла.
 
Юхан шыв тасалăхĕшĕн
Пушăн 14-мĕшĕнче облаçра Пĕтĕм тĕнчери юхан шывсен кунне халалласа экологи кунĕ иртет.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хушăвĕпе вăл регионта уйăхсерен иртет. Çак кун юхан шывсемпе кӳлĕсен тасалăхĕшĕн кĕрешмелли тăвăмсем, уçă уроксем, ачасен экологи конкурсĕсем иртĕç. Меропиятие облаçри экологи палатин членĕсем, обществăлла организацисем, метеорологи тата мониторинг центрĕн, тĕпчев лаборатори центрĕн çыннисем хутшăнĕç. Çут çанталăк министерствин специалисчĕсем Ульяновск тата Мелекесс районĕсенчи шывсен пахалăхне тĕрĕслĕç.
Мероприятин тĕп вырăнĕ Çарăмсан шывĕ пулать. Экологи кунĕн тĕп тĕллевĕ – регионта пурăнакансене çут çанталăка тата юхан шывсене упрама хăнăхтарасси.
Кĕске справка: Пĕтĕм тĕнчери юхан шывсен кунне 1998 çулта паллă тума тытăннă. Пушăн 14-мĕшĕнче 20 ытла çĕршывра 50 тăвăм иртнĕ.
 
Çурхи шыв-шуртан сыхланатпăр
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пушар хăрушлăхĕнчен тата çурхи шыв-шуртан сыхланас ыйтупа комисси ларăвне ирттернĕ.
Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, çуркунне шывсем сарăлса çывăхри ял-хулана шыв илес хăрушлăх пысăк мар. Апла пулин те Ульяновск, Сăр, Çĕнĕ Спасск районĕсенчи юхан шывсен çывăхĕнчи çуртсене шыв илесрен сыхă пулмалла. Атăл пăртан ака уйăхĕн вĕçĕнче тасалмалла Хăрушă зонăна 272 çурт (803 çын) лекме пултарать. Регионта инкекрен хăтарассипе ятарлă ушкăн чăмăртанă. Вĕсен 1473 техника, 91 кимĕ (вăл шутра 1515 МЧС çынни, 188 техника, 33 кимĕ). Транспорт министерстви çулсене çĕмĕресрен акан 1-мĕшĕнчен тытăнса акан 30-мĕшĕччен машинасене йывăр тиев (груз) турттарма чарать.
 
: 1066, Хаçат: 10 (1206), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: