Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ ĕçтăвкомăн 1-мĕш ларăвне çĕнĕ вырăнта ирттерчĕ.
Владимир Сваев председатель пухăннисемпе хăй савăнăçне пайласа çапла каларĕ:
-Чăваш хастарĕсем тăрăшнипе УОЧНКА, «Канаш» хаçат редакцийĕ, «Еткер» телекăларăм, Кĕрешӳ Федерацийĕ комитечĕ пĕр çурта чăмăртантăмăр. Хăвăр куртăр, кунта халĕ тухăçлă ĕçлеме майсем аван. Аякран килнĕ хăнасене чыслама та пултаратпăр. Халĕ пирĕн пĕр чăмăра пуçтарăнса умри тĕллевсене пурнăçламалла. Умри чи пĕлтерĕшлĕ тĕллев – И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул тултарнине чыслă паллă тăвасси.
Унтан вăл ĕç планĕпе паллаштарчĕ. Пухăннисем планăн кашни пунктне тишкерчĕç, улшăнусем кĕртрĕç, сĕнӳсем пачĕç. Унтан пĕр саслă пулса çирĕплетрĕç.
-Акан 25-мĕшчен облаçри районсенче Чăваш культура кунĕсем, наукăпа практика конференцийĕсем ирттермелле, «Канаш» хаçат страницисенче, «Еткер» телекăларăмра Иван Яковлевичăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа памалла. Акан 25-мĕшĕнче «Яковлев пирĕн чĕрере» ятпа ачасен Акатуйне ирттерес шухăш пур. Çав кунах «Губернаторский» Культура керменĕнче савăнăçлă лару ирттермелле, Шупашкарти патшалăх юрăпа ташă ушкăнне чĕнсе илмелле. Уяв тĕлне кăкăр палли, медаль тата Патриарх çырса хăварнă Халала тепĕр хут кăларасшăн,- терĕ Владимир Ильич планпа кĕскен паллаштарса.
Çаплах вăл И.Я. Яковлев ятне çветтуйсен йышне кĕртес ыйтăва çĕклерĕ. Ку ĕçе Ульяновск епархийĕпе килĕшсе Мускава ыйтса çырмалла терĕ. Сĕнĕве пурте ырларĕç.
Валентина Игнатьева (Тарават) çыравçă И.Я. Яковлева халалласа поэзи кунне ирттерме сĕнчĕ. «Еткер» телекăларăмăн редакторĕ Олег Мустаев облаçри Акатуя Çимĕк кунĕнче мар, урăх кун палăртма ыйтрĕ.
«Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов вырăнти паллă çыравçа, поэта, прозаика Анатолий Ермилова (Юмана) Халăх поэчĕ ятне парас ыйтăва хускатрĕ. Ĕçтăвком хисеплĕ шурсухалăмăрăн сулмаклă ĕçĕсене пысăк хак пачĕ, облаçри культура министерствине çырупа тухма йышăнчĕ.
 
: 1005, Хаçат: 10 (1206), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: