Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чартаклă
2013 çулхи çĕртмен 29-мĕшĕнче Чартаклă районĕ 85 çул, Чартаклă посёлокĕ 325 çул тултарнине паллă тăвать.
Барăш
Жадовкăра «Малиновый звон» ятпа фестиваль-конкурс уçăлнă. Унта область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов хутшăннă. Фестивале культура ĕçĕнче 35 çул вăй хунă РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсене Иванпа Таисия Крыловсене халалланă.
Павловка
Район прокуратури çулталăк тытăннăранпа полици ĕçченĕсем тунă 1 преступлени тупса палăртнă (пĕлтĕр çак тапхăр тĕлне 1 пулнă). Полици ĕçченĕсем саккуна пăсакана хӳтĕлесе яваплăхран хăтарасшăн пулнă.
Николаевка
Нарăсăн 15-мĕшĕнче Совет çарĕсене хĕрӳ точкăсенчен илсе тухнăранпа 24 çул çитрĕ. Районăн тĕп вулавăшĕнче «Гордость и боль» ятпа Афган тата Чечня вăрçисенче пуçĕсене хунисене асăннă.
Çинкĕл районĕ
Пушăн 11-мĕшĕнче православи тĕнĕпе пурăнакансен пысăк уявĕн – Çăварни – эрни пуçланчĕ. Çак чыслă уява уйрăмах çинкĕлсем хаваслă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Ахальтен мар вĕсем пурăнакан вырăна «Раççей икерчин тĕп хули» тесе ят паман пуль.
Кивĕ Майна
Прибрежное ял тăрăхĕнче усламçăсене интереслентерме семинар ирттернĕ. Теми: «2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ налуксем, страховани тӳлевĕсем хывас законодательствăна улшăнусем кĕртни. Ăнлантарусем, ĕçе кĕртесси».
Тӳлевсем пысăк пулнипе 2012 çулта Ульяновск облаçĕнче 3000 усламçă харпăр ĕçне пăрахнă.
Вешкайма
Берёзовка ялĕнчи Сергейпа Елена Карасёвсен çемйинче йĕкĕреш хĕрачасем çуралнă. Вĕсен тăваттăри ывăлĕ пулнă, халь икĕ хĕрача – Полина тата Карина – «туяннă» вĕсем. ЗАГС уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, районта 2010 çултанпах йĕкĕрешсем çуралман.
Тереньга
Шкул ачисем, ял çамрăкĕсем «Ульяновск облаçĕ – пултаруллă çынсен тăван çĕршывĕ» фотокурава хутшăнма кăмăл тăваççĕ. Регионта ку конкурс 45-мĕш хут иртет. Пушăн 5-мĕшĕнче тапраннă. Кăçал ăна Ульяновск облаçĕ йĕркеленнĕренпе 70 çул çитнине халалланă.
 
: 869, Хаçат: 10 (1206), Категори: облаcри районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: