Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Нагаткинри Культура çурчĕ çумĕнче вăй хуракан Мария Шадрикова «Çăлкуç» ансамбле йĕркелесе ертсе пырать.
Вăл Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Алёшкин-Саплăк ялĕнче çуралнă. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Канашри педучилищĕре пуçламăш класс вĕрентӳçин специальноçне алла илнĕ. Яла ĕçлеме таврăннă. Качча кайсан Аслă Нагаткина ĕçлеме килнĕ. Ĕç пулманнипе малтан ача садне вырнаçнă. Шкулта вырăн пушансан унта куçнă. Тăватă çултан ăна районти Культура çуртне йышăнаççĕ. Вăл методика кабинечĕн заведующин тивĕçне пурнăçлама тытăнать. Унтанпа тăххăрмĕш çула кайнă ĕнтĕ. 2007 çулта Мария Николаевна ачасене пуçтарса «Çăлкуç» ушкăн йĕркелесе янă.
- Ушкăна 8-9 çул тултарнă 6-7 ача çӳрет. Дисксем тăрăх ача-пăча юррисене вĕренетпĕр. Районти, облаçри ача-пăча конкурсĕсемпе фестивалĕсене, ытти уявсене хутшăнатпăр. Çимĕк эрнинче Культура çурчĕ умĕнче «Юх, юх, чăваш юрри» ятпа уяв ирттертĕмĕр. Унта ман хĕрсем ташларĕç. Килĕшӳпе çураçу, Аннемĕр, полици ĕçченĕн кунĕсене те пирĕн ушкăна явăçтарчĕç. Пĕлтĕр те, кăçал та «Путене» фестиваль-конкурсра пирĕн Кристина Никитина пĕччен юрлассипе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ, - каласа парать Мария Николаевна. - Ачасем уроксем хыççăн репетицисене хаваспах чупса килеççĕ. Эрнере икĕ хутчен пуçтарăнатпăр. Ашшĕ-амăшĕ те ачасен туртăмне ăнланать, ырлать. Ачасем сцена çине тухма юратаççĕ. Çакă савăнтарать. Пирĕн репертуарта вунпилĕк юрра яхăн. Костюмсем хальлĕхе пурин те çук-ха, виçĕ костюм ашшĕ-амăшĕ çĕлесе пачĕ. Пурне те тăхăнтарсан илемлĕрех пулĕччĕ те… Ушкăн çĕнелсех пырать: аслисем ӳссе тухса каяççĕ, вĕсен вырăнне кĕçĕнреххисем килеççĕ.
Мария Николаевна хăй те юрра ăста. Вăл пĕр вăхăт Аслă Нагаткинра чăмăртаннă «Шанăç» ушкăна (ертӳçи В.Н. Игнатьева-Тарават) çӳренĕ. Чирленĕ хыççăн пырпа аптăранă. Унсăр пуçне вăл нумаях пулмасть ача садне воспитателе вырнаçнă. Халĕ репетицисене çӳреме вăхăчĕ çителĕксĕртерех. Апла пулин те унра юрлас кăмăл иксĕлмест. «Чун киленĕçĕ— ачасене халăхăмăрăн юрри-ташшине вĕрентнинче»,- тет вăл ăшшăн кулса.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 1001, Хаçат: 10 (1206), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: