Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Амăшлăх капиталĕпе саккун виçĕ енлĕ кăна усă курма ирĕк парать.
1) хваттер условийĕсене лайăхлатма;
2) ачана пĕлӳ пама;
3) амăшĕн ĕç пенсийĕн перекетлев пайне ӳстерме.
 
Амăшлăх капиталне пайлама пулать. Тĕслĕхрен, пĕр пайне ачана вĕрентме, теприне – пенси укçин перекетлев пайне ӳстерме. Çаплах пĕр пайĕпе усă курма, ыттине – кайран валли уйăрса хăварма юрать. Çапла майпа, амăш сертификатне илнĕ çемье виçĕ çул иртсен капиталпа мĕнле майпа та усă курма пултарать.
Саккунра тата çакăн пек пункт пур:
Банк кредитне парса татмалла е çурт-йĕр тума кивçен илмелле (ипотека) пулсан амăшлăх капиталĕпе ачан çул ӳсĕмне пăхмасăр та усă курма пулать.
Тата çакна ас тумалла: амăш капиталĕпе банк урлă çеç усă курма пулать.
 
: 935, Хаçат: 10 (1206), Категори: пeлсе тaма

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: