Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишек ял пикине Тамара Куракована (халĕ Кошкина) штукатур-маляра вĕренсе тухсан шăпа Чĕмпĕр çĕрĕ çине илсе килнĕ. Вăл Чартаклă районĕнчи ПМКра ĕçленĕ: йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбината, ача сачĕсене çĕкленĕ çĕрте вăй хунă. Унтан вăл Димитровград хулинчи строительство управленине куçса тивĕçлĕ канăва кайиччен – 38 çул ытла вăй хурать. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçет.
-Пире атте-анне ĕçпе пиçĕхтерсе ӳстернĕ. Алла муттик тытма вĕренсенех чĕкĕнтĕр çумлама илсе тухнă. Çава тытса аслисемпе пĕрле çаран çине утă, колхоз хирне пăрçа çулма çӳренĕ. Ĕç хыççăн килти выльăх валли ешĕл курăк çулса сĕтĕрнĕ. Пирĕн çемье пысăкчĕ. Çичĕ ачаран эпĕ – тăваттăмĕш. Килте ырă йăла пурччĕ: каçсерен кĕнеке вулаттăмăр. Аслăраххисем черетпе сасăпа вулаççĕ, ыттисем итлесе лараççĕ. Ун чухне те ĕçсĕр ларман. Анне алĕç тума ăстаччĕ. Пире те, хĕрсене, алса-чăлха çыхма, тĕрлеме вĕрентрĕ. Калав-юмах итлесе ларнă май тĕрлеттĕмĕр. çыхаттăмăр,- аса илет Тамара Ивановна.
Вăл паян та юратнă ĕçне пăрахмасть. Чĕнтĕр йĕппипе эрешлĕ кофтăсемпе юбкăсем ăсталать. Схемине журналсенчен илет. Юлашки çур çул хушшинче çак ӳркенмен хĕрарăм мĕнле тĕслĕ кофта çыхман пулĕ…
-Хăшне – хам валли, хăшне – палланă хĕрарăмсем ыйтнипе, хăшне – сутлăх çыхатăп, - тет вăл именерех.
Тамара Кивĕ Ахпӳрт ял каччипе Геннадий Порфирьевичпа çемье чăмăртанă. Вун тăххăрта кăна пулнă-ха вăл ун чух.
– Ачасене ӳстернĕ чух укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен питĕ йывăрччĕ,- аса илет Тамара Ивановна. - Кайран ПМК хваттер парсан пурнăç йĕркеленсе кайрĕ. Ывăлпа хĕр ӳсрĕç ĕнтĕ. Хĕр качча кайса мăнук парнелерĕ, иккĕмĕшне кĕтетпĕр. Ывăл авланма васкамасть-ха. Хамăрпа пĕрле пурăнать.
Эпĕ тивĕçлĕ канăва кайрăм ĕнтĕ. Куллен ĕçе çӳреме хăнăхнăскере килте ларма аван мар пек. Çавăнпах 2010 çулта «Савăнăç» юрă ушкăнне çӳреме тытăнтăм. Мана артистсем ăшă кĕтсе илчĕç. Тум тупăнчĕ. Юррисене юратсах вĕрентĕм.
Малтанах мăшăр ярасшăнах марччĕ. Камăн кăмăлне кайтăр арăмĕ каçсерен килтен тухса кайни? Кайран, эпир халăхшăн усăллă ĕç тунине курсан, вăл урăх хирĕçлемерĕ.
Эпир ӳснĕ вăхăтра ратнесемпе пуçтарăнса ĕçкĕ-çикĕ ирттеретчĕç. Эх, мĕнле илемлĕ юрăсем шăрантаратчĕç… Çавсенчен вĕренсе юлнă та ĕнтĕ эпĕ халăх юррисене. Хамăр та çамрăксемпе Çăварни юррисене аванах шăрантараттăмăр. Шкулта вĕреннĕ чухне те пултарулăх ушкăнĕнче юрланă. Çавăнпа та Димитровградра чăвашсен юрă ушкăнĕ пурри пуриншĕн те аван. Пирĕн тĕллев вара – ентешĕмĕрсене илемлĕ юрăсемпе савăнтарасси.
 
: 1178, Хаçат: 10 (1206), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: