Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пенза облаçĕнчи Наровчат районĕнче Сканово текен ял пур. Кунта XVII ĕмĕрте хĕрарăмсен Троица-Сканов мăнастирĕ пулнă. Унччен ăна Сканово-çĕр хăвăл (пещера) мăнастирĕ тенĕ. Хăвăла манахсем чавса тунă. Ăсчахсемпе археологсем каланă тăрăх, çак мăнастир Киев-Печёра мăнастирĕнчен те маларах никĕсленнĕ.
1667 çулта пушарта архивра упранакан хутсем çунса кайнă, çавăнпа тĕрлĕ сăмах-юмах çӳрет. Пĕрин тăрăх, кунта Нарчатка ятлă княгинина пуçне хунă. 1237 çулта ку тăрăхра пысăк, хаяр çапăçусем пулса иртеççĕ. Буртассемпе пăлхарсем тутар-монголсене хирĕç çапăçаççĕ. Вăйсем тан пулман. Нарчатка ертсе пыракан çар темле хирĕç тăрсан та тăшмансен çарĕсем вĕсене хĕссе, тĕп туса пыраççĕ. Нарчатка вара кӳлле сиксе вилет. Çакăн хыççăн тытăннă та манахсем пысăк шăтăк чавма, княгининăшăн кĕл тума.
Çĕр айĕнчи мăнастир ту çинче вырнаçнă. Унта 236 картлашкапа улăхмалла. Ту пуçламăшĕнче çăлкуç тапса тăрать, çакăнтах шыва кĕмелли вырăн пур. Эпĕ малтан çавăнта чăмса тухрăм. Кайран ту çине улăхрăм.
1976 çулта ăсчахсем çĕр хăвăлне тĕпчеççĕ. Унта ялан 12 градус ăшă тăрать. Тăршшĕ – 670, çӳллĕшĕ – 2 метр. Вăл вунă хутлă пулнă, халĕ виççĕшне çеç курма пулать. Аялтисем çĕрпе хупланнă.
Тата тепĕр сăмах-юмах çӳрет. Çĕр айĕнче кӳлĕ пур. Унта ĕлĕкхи шурсухалсем пурăнаççĕ имĕш. Манахсен çĕр айĕнче аптека та пулнă. Унта — тĕрлĕ йышши курăк. Çĕр айĕнче те мул нумай пулнă. Шыв тата çимеллисем пăсăлмаççĕ, çара çерçисен, шăшисен виллисем те çĕрмеççĕ теççĕ. Çĕр хăвăлĕнче сасă тĕлĕнмелле янăрать. Шăппăн калаçнине те уççăнах илтме пулать. Çакăн пек асамлă вырăнта пулса куртăм эпĕ иртнĕ çулла.
 
: 765, Хаçат: 10 (1206), Категори: Çулçӳрев

Комментарисем:

л (2013-04-06 18:23:17):
Кăсăклă...

prodăwĕzzz (2013-09-22 01:05:51):
Демoвеpсия kлиĕнтçkой бăзы бĕсплăтнo вçем посĕтителям http://prodăwĕz.blogspot.r u/

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: