Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Шкул коллективĕ туслă, пысăк профессиллĕ пулнипе уйрăлса тăрать. Математика вĕрентекенĕпе пире мĕнлерех ăнăçрĕ, – терĕ Вăта Тимĕрçенти вăтам шкул директорĕ Лидия Сергеевна Авасева тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, вăтам пӳ-силлĕ, илемлĕ хĕрарăмпа паллаштарнă май. – Хăй вăл Çинкĕл районĕнчи Ялавăр ялĕнчен. Инçетри хулара пурăнаканскер яла курас шухăшпа çемйипе тăван тăрăха килнĕ. Шăп пирĕн яла суйласа илни пирĕншĕн çав тери ăнăçуллă пулчĕ».
Людмила Алекинова аслă классемпе урок ирттеретчĕ. Вĕренекенсем Людмила Николаевна куçĕнчен тимлĕн пахса лараççĕ. Умра – тĕрĕслев ĕçĕсем. Пĕтĕмлетӳ патшалăх аттестацийĕпе (9-мĕш классен) пĕр пĕтĕм патшалăх экзаменĕччен (11-мĕш классен) вăхăт нумай та юлман. Математика вара пĕтĕм ăслăлăхсен патши çеç мар, çыпăçулăха, тĕрĕслĕхе юратакан предмет.
Утмăл пĕр çулти халăх çут ĕçĕн отличникĕн шкулта сехечĕсем нумайран тиевĕ те йывăр. Математика урокĕсем эрнене 34 сехет.
- Аслă классем экзаменсене ăнăçлă, аван тытни мана савăнтарать,-терĕ Людмила Николаевна. - Ĕнер ак шкулта 9-11-мĕш классемпе ăслăлăх эрнин пĕтĕмлетĕвне ирттертĕмĕр. Кунĕ ырă пулчĕ. Уçă уроксем хăш вăхăтра иртсе кайнине те сисмерĕмĕр. Ачасем интереслĕ ăслăлăх доклачĕсемпе тухса калаçрĕç. Темисем кăмăла кайрĕç. Уйрăмах 11-мĕш класс хĕрачи Анна Емеськина тата 10-мĕш класс йĕкĕчĕ Евгений Королёв тухса калаçнисем килĕшрĕç. Илемлĕ хăтлавсем (презентацисем) йĕркелетпĕр. Математикăпа олимпиадăсене те хутшăнаççĕ. Анчах та предмечĕ кăткăс пулнăран кăçал область, Раççей шайнех кармашаймарăмăр. Тĕплĕн хатĕрленетпĕр. Анчах та математикăпа ăмăрту хĕрӳ пырать. Хуласенче профильлĕ классемпе, лицей-гимназисемпе тупăшма çăмăл мар. Пирĕн ачасен хатĕрленӳ шайĕ пĕчĕк теейместĕн. Пултаруллисем нумай. Мухтанмалли те пирĕн пурах. Пĕлтĕрхи патшалăх пĕтĕмлетӳ аттестацийĕнче Чăнлă районĕнчи пирĕн шкулта тата Кунтикав шкулĕнче «иккĕ» паллăсем пулман. Çакă мăнаçлантарать паллах. Выпускниксемпе паян та тăрăшса ĕçлетпĕр. Вĕренмелли, шутламалли нумай.
Людмила Николаевнана вĕрентекен пулма ĕмĕт хăçан çуралчĕ тесе ыйтсан кăмăллăн йăл кулчĕ.
- Çинкĕл районĕнчи Ялавăр шкулĕнче вĕреннĕ чухне хамăрăн пуçламăш класс вĕрентекенĕн Юлия Петровна Меркулован кашни хусканăвне евĕрлес килетчĕ, - терĕ вăл. - Аслă классенче - математика вĕрентӳçи Анастасия Григорьевна Кулебякина пек ăслă-тăнлă, пултаруллă пулас килетчĕ. Шкулта ачасем пурте умне лартнă тĕллевне пурнăçлас текеннисемччĕ, малалла ăнтăлаканнисемччĕ. Эпĕ те çавнашкалах хастар, харсăр пулнă. Манăн пурнăçри тĕп тĕллев – пур ĕçе те пысăк шайра пурнăçласси. Тирпейлĕхе, илеме, вăр-варлăха, каланă сăмаха тытма пĕлнине хаклатăп. Ăс-хакăлпа усă курма пĕлесси – хăй пысăк пултарулăх. Эпĕ ачасемсĕр пурнăçа курмастăп. Çынсене, ĕçтешсене юрататăп.
Людмила Алекинован чи çывăх çынни – ун мăшăрĕ Александр Григорьевич. Вĕсем пĕр ялта ӳснĕ. Пурнăçăн анлă çулĕпе пĕрле утса тухнă. Мăшăр ӳстернĕ «кайăксем» çунат хушса вĕçсе тухса кайнă ĕнтĕ. Икĕ ачи те шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ, аслă шкула хĕрлĕ дипломпа вĕçленĕ. Мухтанмалăх пур.Паян виçĕ мăнукне утьăкка сиктереççĕ. Кĕçĕнни нарăс уйăхĕнче анчах çуралнă-ха. Виçĕ хут телейлĕ. Кукамăшĕпе кукашшĕ те, асламăшĕпе аслашшĕ те Алекиновсем.
Чунри вăрттăнлăхсене каласа пама Людмила Николаевнан çывăх хĕр тантăшĕ пур. Инçетре пулин те час-часах калаçаççĕ вĕсем.
Пушă вăхăтра хĕлле пӳлĕмри чечексемпе, çулла сад пахчинчисемпе аппаланма кăмăллать, аван çыхать, классика вулама юратать. Пурнăçа юратать, хаклать.
 
: 997, Хаçат: 10 (1206), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: