Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Питĕ аван вĕреннĕ пулсан та тăван мар ашшĕ, перекет кассинче инспекторта ĕçленĕскер, Валентина Викторовна Малова (Ермолаева) ентешĕмĕрĕн малашлăх çулне ура хурса пынă: вĕрентмен, професси суйласа илме пулăшман… Çавăнпа вăл пилĕк класс кăна пĕтерме пултарнă. Апла пулин те 1935 çулхи чӳкĕн 15-мĕшĕнче Тутарстан Республикин Çĕпрел районне кĕрекен Чăваш Паснапуçĕнче çут тĕнчене килнĕскер пурнăçĕнче хĕрарăм телейне тупнах.
 
- Ĕмĕрĕмри талисманăмсем (телей кăтартма çул уçса пыракансем) – тăван аттепе анне, вĕсен пурнăçĕн тĕслĕхĕ, - çакăнтан пуçларĕ Валентина Викторовна хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарма. – Аттеçĕм, Виктор Николаевич Ермолаев, финн вăрçин ветеранĕ, офицер, Аслă вăрçă пуçланиччен çар комиссариачĕн ĕçченĕ пулнăскер, Пăвана призывниксене леçме каять. Çул çинче шăнса пăсăлса кĕске хушăрах çут тĕнчерен уйрăлать. Аннеçĕм – Степанида Тимофеевна – колхоз аталанăвĕн пулăмне хастар хутшăннă. Ăна темиçе хутчен ял Совечĕн депутатне суйланă. Вĕсем пĕрле нумаях пурăнайман пулсан та ял çыннисемшĕн тĕслĕхлĕ мăшăр шутланнă. Мăшăр кăвакарчăн тенĕ вĕсене çынсем. Пирĕн çемье пысăках пулман: асли – Нина, вăтамми – Евруç, кĕçĕнни – эпĕ. Аслă аппа вилнĕ ĕнтĕ, Евруç Аксура пурăнать. Вăл çичĕ ача амăшĕ.
Валентина Викторовна Патăрьелĕнче – 1-3, Аксура – 4-5 класс пĕтерет. Малашнехи шăпи тăван мар ашшĕпе çыхăнать. Хăй пысăк та сумлă, укçаллă вырăнта ĕçленĕ пулсан та çĕнĕ арăмĕпе тăван мар хĕрĕсене колхозра ĕçлеттерсе нушалантарать. Хĕр пĕрчисене малалла вĕрентессишĕн тăрăшмасть.
Валентина çак пурнăçран «хăтăлас» тесе вун саккăртах, 1954 çулта, качча каять. Мăшăрĕ – Николай Константинович Малов – шкулта икĕ çул çеç вĕреннĕскер, колхозра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хурать. Çамрăк мăшăрăн пурăнмалли кĕтес те çук: пĕр çĕрте пурăнаççĕ те – хăваласа кăлараççĕ, тепĕр çĕре куçаççĕ – унтан та тухма тӳр килет. Мунчасенче те пурăнса пăхаççĕ. Юратнă çынпа хӳшĕре те çăтмах тенĕ пек пурăнать çамрăк мăшăр.
- Тăван мар атте вилсен Паснапуçне таврăнтăмăр. Çĕнĕ çурт лартрăмăр. 1956 çулта çемье пысăкланма тытăнчĕ: ачасем пĕрин хыççăн тепри – Нина, Анатолий, Валерий, Геннадий, Любовь, Елена – çут тĕнчене килчĕç.
Маловсем малтан колхозра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хураççĕ. 1970 çулта Тереньга районĕнчи Молвинăна куçаççĕ. Валентина Викторовна тăхăр çула яхăн арçынсем çумне тăрса вăрман касаканра тертленет. Кунти шкула хупсан ачисен шăпине шута илсе çемье Чукун çул районĕнчи Луговой ялне куçса килсе тĕпленет. Валентина Викторовна аллăра тивĕçлĕ канăва кайнă пулсан та 1962 çулччен колхоз ĕнисене сăвать, Раççей Федерацин Ĕç ветеранĕ пулса тăрать. Кил хуçи тĕрлĕ ĕçсенче вăй хурать.
Валентина Викторовнапа Николай Константинович Маловсем ултă ача çуратса ӳстереççĕ.
Вĕсен сакăр мăнук тата çичĕ кĕçĕн мăнук. Шел, Николай Константинович пилĕк çул ĕнтĕ вырăн çинчен тăраймасть. Ăна мăшăрĕ пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхса пурăнать.
- Чирĕ йывăррипе ăна юрама та йывăртарах. Çитменнине, ман çинче çирĕм виçĕ сотăй çĕр лаптăкĕ, ăна та ĕçе кĕртмелле. Веçех пĕччен ĕлкĕретĕп: кил хуçалăхне тытса тăма та, пахча çимĕç туса илме те. Пурнăçăмра çапла тертленнĕшĕн патшалăх пенси укçине те çителĕклĕ памасть. 2012 çулта «Вăрçă ачисем» кăкăр палли тата удостоверени валли сăн ӳкерчĕк ӳкерсе кайрĕç. Укçине – 500 тенкĕ – çулталăкне пĕр хутчен 2013 çулхи Çĕнтерӳ кунĕнчен пама тытăнаççĕ. Кулăшла пулса тухать – эпир чăтнă нушасемшĕн çулталăкне пĕр хутчен 500 тенкĕ! Илместĕп вăл укçана, патшалăха хăйне парнелетĕп. Часах Луговойра ял вулавăшне, почта уйрăмне хупмалла теççĕ. Çамрăксем ăçтан ялта тĕпленсе пурăнччăр?! Пĕтсе пыратпăр вĕт! Совет Союзĕнче пурăннă чухне, калăпăр, паян выçă ларнă пулсан та – юрлаттăмăр та, ташлаттăмăр та, пĕр-пĕрне те пулăшаттăмăр. Мĕншĕн тесен пурнăç ыран авантарах пуласса шанса пурăннă. Паян - никама шанма та çук: улталаççĕ, шантараççĕ, пĕр алăпа параççĕ те тепринпе панинчен нумайтарах туртса илеççĕ.
2012 çулхи кĕркунне Валерий ятлă ывăлăма вĕлерчĕç. Çур ĕмĕр те пурăнаймарĕ мĕскĕн. Çакăн пек хуйха тăшманăм та ан куртăр. Ачисем амăшĕсенчен маларах вилмелле мар. Кунĕн-çĕрĕн йĕретĕп, çавăнпа та, каçарăр та, хаçат валли те сăн ӳкерĕнейместĕп, - тесех ăсатса ячĕ мана Валентина Викторовна.
 
Чукун çул районĕ,
Луговой ялĕ.
 
: 714, Хаçат: 10 (1206), Категори: Вăрçă ачисем

Комментарисем:

Foge (2016-06-30 17:24:48):
If you want to get readĔ this is how you shulod writeĕ

Jannika (2016-07-02 02:33:57):
Wham bam thank youĔ ma'amĔ my qusnoites<Ӳa> are answered!

Margaretta (2016-07-02 08:51:07):
At last some raitonality in our little debateĕ http,ӲӲpukretmĕcom [urlçhttp,ӲӲcozvrsĕc om]cozvrs[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲdhpmbte jldhĕcom]dhpmbtejldh[Ӳlink]

Allie (2016-07-02 14:42:24):
I actually found this more
enntetainirg<Ӳa> than James Joyceĕ

Kaeden (2016-07-04 20:54:05):
Thanks for shgarniĕ Always good to find a real expertĕ http,ӲӲosbumzĕcom [urlçhttp,ӲӲzlobhdmr vkĕcom]zlobhdmrvk[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲtrwloai xĕcom]trwloaix[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: