Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пурнăçра тĕрлĕрен çынпа хутшăнма тӳрĕ килет. Килĕшет-и вăл сана, килĕшмест-и хăш-пĕр чух – ирĕксĕрех калаçăва кĕме тивет. Тĕнчере пĕр пек çын çук. Кашнин хăйĕн кăмăлĕ, хăтланăвĕ, хăйне тыткалас йăли. Паян эпир калаçура начар енĕпе палăракан çынсене асăнăпăр. Вĕсем çакăн пек ушкăнсене пайланаççĕ: ЙĂЛĂХТАРАКАН (зануда). Вăл хăйне кăсăклантаракан темăпа çеç калаçать. Интереслĕ-и сана, çук-и – вăл хăйĕннех перет. Сана вăл сăмах хушма памасть. Хĕрсе кайсах кашни вак-тĕвек çинче тĕплĕ чарăнса тăрать, «çăвара кĕрсех» ăнлантарать.
НĂЙКĂШАКАН (нытик). Вăл пĕрех май хăй шăпине ӳпкелет: телей çук, укçа-тенкĕ çитмест, сывлăхĕ хавшак, йăлтах начар... Унăн калаçма урăх тема та çук. Унпа питĕ кичем, пăрăнса каяс килет.
«ХУШСА ХУРАКАН» (досказатель). Пĕри калаçнă чух вăл ун шухăшне малалла тăсма, уншăн каласа пĕтерме юратать. Калаçакана кирек хăш самантра та пӳлсе çивĕчрех сăмах хушса хурать. Анчах унпа калаçу тăсма йывăр, мĕншĕн тесен калаçакан пĕр саманта чарăнсан вăл уншăн калаçма тытăнать.
«ПӲЛЕКЕН» (перебиватель). Ку та ун умĕнхине аса илтерет. Вăл тепри калаçнине лăпкăн итлесе тăрас вырăнне ăна пӳлсе ыйту парать е тӳрлетет, е мĕн те пулин хушса хурать. Çакăн пек картинăна пĕр-пĕр çемьере мăшăрсем хушшинче курма пулать. Упăшки кампа та пулин калаçнă чух арăмĕ хушша кĕретех. Мăшăрĕ чи кирлине каламасăр хăварасран хăрать ахăр.
«ХИРĔÇЛЕКЕН» (оппонент). Вăл калаçаканăн шухăшĕпе сайра килĕшет. Мĕншĕн кăмăлсăр пулнине хăй ăнлантармасть. «Çук! Апла мар!» е «Ку ахаль сӳпĕлтетни кăна! Эпĕ тĕрĕссине пĕлетĕп!» тесе пӳлме юратать. Хăй вĕçне çити сирĕн шухăшăра итлесе, ăнланса та илмен-ха… Эсир унпа тавлашăва кĕтĕр пулсан – калаçу пулмастех.
КУÇА ТАРТАКАН. Çак этем калаçакана куçран пăхмасть. Яланах аяккинелле тинкерет. Унпа калаçма питĕ йывăр. Ытлашши сăпайлă пулнипе-и е сӳрĕк пулнипе-и – вăл хăйне çапла тыткалать? Тен, эсĕ каласа пани ăна интереслĕ мар, кӳрентерес мар тесе кăна сан умăнта тăрать? Хăй калаçнă чух кăна куçĕ сана «шăтаркаласа» илет. Çакăн пеккипе калаçăва малалла тăсас кăмăл çухалать.
ВĂРТТĂНЛĂХА ЮРАТАКАН. Вăл ушкăнри калаçăва хутшăнсах каймасть. Кайран тин пĕрин патне пырса (ку енĕпе ытларах хĕрарăмсем палăраççĕ) темĕн пăшăлтатма тытăнать. Ыттисен пуçĕнче ирĕксĕрех «Ман çинчен пăшăлтатмаççĕ-ши?» текен шухăш çуралать. Тата тепĕр начар енĕ – ыттисем ăнланмасса пĕлсех ушкăнри йăхташĕпе урăх чĕлхепе калаçни.
МĔНПУРНЕ ПĔЛСЕ ТĂРАКАН (находка для шпиона). Вăл яланах ăслă çын пек курăнма тăрăшать. Кирек мĕнле темăпа та тавлашăва кĕрет. Калаçакан ку енĕпе специалист пулни те шутлаттарать. Ун шучĕпе, вăл калани яланах тĕрĕс. «Çăвара уçса хăвăн ухмахна кăтартиччен шăп кăна ларни усăллăрах» текен каларăша пĕлменнине пĕлтерет çакă.
 
Астăвăр! Эсир çӳлте асăннă çынсен йышне кĕместĕр-и? Кĕместĕр пулсан ун пеккисенчен пăрăнма тăрăшăр.
 
: 830, Хаçат: 37 (1129), Категори: Салампи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: