Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Павловка посёлокĕнче пурăнакан Николай Петрович Шипков мĕн ачаранпах техникăпа туслă. Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашра çуралса ӳснĕ вăл. Сакăр класс хыççăн Ульяновскри 5-мĕш профтехучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен трампаркра вăй хунă.
Салтака кайса килнĕ хыççăн 1978 çулта шăпа ăна Павловкăна илсе çитернĕ. Унтанпа вăл çакăнта тĕпленсе пурăнать. Малтанхи çулсенче «Сельхозхимире» тракторпа ĕçлет. Хастар ĕçĕшĕн пултаруллă ара предприяти пуçлăхĕсем нумай хутчен Грамотăсемпе, Тав хучĕсемпе наградăлаççĕ.
Самана улшăнсан предприяти саланать, тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тивет. Анчах та чăваш арĕ çухалса каймасть. Çемьене тăрантармалла. Икĕ ывăлĕшĕн пурнăçра ырă тĕслĕх те пулмалла. Мускава кайса ĕçлеме тивет.
Халĕ ывăлĕсем ӳснĕ, ури çинче çирĕп тăраççĕ.
Николай Петровичăн пĕчĕк кирпĕч цехĕ пур Павловкăра. Хĕлле ĕçлемест. Çулла бетонран блоксем кăларса сутать.
Мăшăрĕ вырăс пулсан та Николай Шипков «Канаш» хаçат çырăнать. Мĕн ачаран калаçса ӳснĕ тăван чĕлхепе хаçат вуласан яла кайса килнĕ пекех туять хăйне. Çуралса ӳснĕ районĕпе ялĕ çинчен те хаçат вуласа пĕлет.
 
Павловка районĕ.
 
: 864, Хаçат: 10 (1206), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: