Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашсем, тăвансем,
Сайралатпăр çулсерен.
Ютшăнаççĕ çамрăксем
Хамăр тăван чĕлхерен.
 
Чăваш сумсăр вăл тесе
Çаврăнатпăр вырăса.
Хамăра мĕскĕнлетсе
Ма юлатпăр намăса?
 
Ăнланаççĕ ваттисем :
Чăвашсен – пĕрлешмелле…
Аттесем, асаттесем
Ĕмĕр пурăннă пĕрле.
 
Çухатсан чĕлхемĕре
Ăçта тухăпăр пырса?
Хисеплемĕç те пире
Халăх вырăнне хурса.
 
Вырăса та тутара
Çаврăнаççĕ ентешсем…
Эпир пур! Тавах Турра!
Çук, пĕтмен-ха чăвашсем!
 
Салатайрĕ самана
Чăваша тĕрлĕ енне.
Çăмăл мар чăваш сана
Упрамашкăн чĕлхене.
 
Çапах пур чăн-чăн çынсем
Çĕклеме чăваш ятне.
Хĕн пулсан та тăвансем
Пичетлеççĕ хаçатне.
 
Хусанта – тухать «Сувар»,
Чĕмпĕрте – пирĕн «Канаш»…
Чăвашсем, пĕрле пулар,
Пĕрле чух – пĕтмест чăваш!
 
Ульяновск хули.
 
: 759, Хаçат: 10 (1206), Категори: Поэзи хумe cинче

Комментарисем:

Roshan (2014-05-08 12:44:28):
Whoever wrote thisĔ you know how to make a good arlciteĕ

Marlee (2016-06-30 23:31:01):
I told my kids we'd play after I found what I needdeĕ Damnitĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: