Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аркади Казановăн çутă сăнарне асăнса
 
Шупашкарти хăна çуртĕнчи номер.
Юлташсемпе вырнаçнă эп унта.
Кĕçĕр кунта каç выртмалла ман. Чимĕр!..
Кама куратăп юнашар? Тăхта!..
 
Аркади тантăшăм, ку эсĕ мар-и?
Тăратăн чĕррĕн ман çине пăхса.
Ĕнер кăна-ха “Хыпарта» вуларăм –
Унта некролог тухнă çапăнса.
 
Пулма пултараймасть! Кур, эсĕ – сывă!
Тен, йăнăшнă, хастар хаçатçăсем?
Тин çеç вуланăччĕ калав та сăвă,
Çаплах куç умĕнче çав сăнарсем.
 
- Çырас пулать халех опровержени, –
Тесе каларăм, тусăм, эп сана.
Ăçтаччĕ-ха хаçачĕ? Хам ĕшеннĕ,
Кунта çул килнĕ майăн хăнана.
 
Шыратăп хаçатне. Çук, тупаймарăм.
Ăçта чиксе хурайнă-ши ăна?
Çав каç опровержени çыраймарăм
Эп, сан тусу, Шупашкарти хăна.
 
Ара, эс сывă-çке, Аркади тусăм,
Яланхиллех тăратăн юнашар…
Сасартăк тарăн ыйхăран вăрантăм.
«Хыпар» çырни чăнах иккен, каçар!..
 
Епле пулсассăн та эс ырă-сывă,
Эпир, сан тусусем, халь пинĕпе.
Эссе-и, повеç-и, калав е сăвă –
Ху хыççăн та пурнаççĕ пирĕнпе.
 
Çавăнпала сана хисеплекенĕ,
Пичет ĕçченĕ ырă çын тесе,
Çыратăп сăвăлла опровержени,
Сĕм-суккăр вилĕме хирĕçлесе.
01.03.2013.
 
Аслă Нагаткин.
 
: 779, Хаçат: 10 (1206), Категори: Астăвăм

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: