Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Повесть
 
1941 çулхи çĕртме пуçламăшĕ. Кăçалхи çуркунне ытла ир килчĕ. Пуш уйăхĕн вĕçĕнчех юр ирĕлсе пĕтсе тавралăх ешĕл тумне тăхăнчĕ. Ăшă. Çумăрĕ çусах тăрать.
Хурăнвар çумĕпе юхса выртакан Çăланта шыв пайтах пуçтарăнса юлчĕ. Ăна кашни çулах колхоз вăйĕпе пĕвелеççĕ. Ытлашши шывĕ сарлака валакран юхса тăрать. Çӳллĕ вырăнтан аялалла валакран пĕтĕрĕнсе юхакан шыв сикки хĕвел урисен çутинче асамат кĕперĕ хывать. Питĕ илемлĕн курăнса юмахлăх тĕнчи парнелет.
Çăлан енчен сăнасан хĕвел тухăç енче сарăлса выртакан улăхра пилĕк таран курăк çитĕнет. Çуркунне ир килнĕ çулсенче ăна колозниксем икĕ хут çулаççĕ. Типĕтнĕ утă колхоз тата хуçалăхсен выльăх-чĕрлĕхĕшĕн – тутăллă çиме. Ăна колхоз ĕç кунĕ тăрăх уйăрса парать. Ял çыннисене килĕсене турттарма пулăшать.
Колхозăн икшер лаша, ĕне, сысна, сурăх вити пур. Чăхсен – уйрăм çĕрте, тыр-пула ĕçе кĕртекен вырăнта. Ял çыннисем: «Ток çинче», «Ток çине ĕçе кайрăмăр-ха», - теççĕ.
«Карл Маркс» хуçалăх - районти пуян колхозсен шутĕнче. Ăна пуçламăш пĕлӳллĕ, пурте хисеплекен Владимир Ильич Симунов пĕлсе те çирĕппĕн ертсе пырать. Ăна пулăшаканĕ те тăватă класс анчах пĕтернĕ – çителĕклĕ пурнăçпа пурăнакан Сидор Александрович Прокопьев ывăлĕ – Сантăр. Çемьере тепĕр ывăл, аслинчен пилĕк çул кĕçĕн Иван пур. Вăл авланман-ха.
Сидор Александрович аслă ывăлне вунсаккăртах авлантарчĕ. Хурăнвартан çичĕ çухрăмра вăрман ăшĕнче вырнаçнă Тарăнçăлăн чи илемлĕ хĕрне тупса пачĕ. Натали пулас мăшăрĕпе çураçма пыриччен курнăçман пулсан та пĕрремĕш тĕлпулуранах килĕштерчĕ. Вăл амăшĕпе пĕртăван аппăшĕн çемйинче ӳссе çитĕннĕ. Тăлăх. Ашшĕ-амăшне астумасть. Вĕсем ытла çамрăкла синкерлĕ вилĕмпе çут тĕнчерен уйрăлнă. Пуян пурăнакан Натали аппăшĕпе йыснăшĕ хăйсем пекех çителĕклĕ пурнăçпа ĕмĕрĕсене ирттерекен Прокопьевсемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупнă. Хăта-тăхлачăллă пулнă.
Сантăрпа Натали пĕр-пĕриншĕнех çуралнă тейĕн. Килĕшӳллĕ мăшăр. Сантăр – тĕреклĕ, çӳллĕ, кăвак куçлă, сарă çӳçлĕ арçын. Натали те юмахри пике: хăва туни пек илĕртӳллĕ кӳлепи, мăшăрĕннинчен те сенкертерех куçлă, куç харши – вĕçен чĕкеç, çивиттийĕ – вăрăм та хулăн тулă кĕлти пек, тути – сĕтеклĕ çӳхе икерчĕ.
Вула-çыра çеç пĕлмест. Вĕренме вăхăчĕ пулман. Çемьере ĕç çынни пулса çитĕннĕ. Ăна аппăшĕпе йыснăшĕ кил хĕрарăмĕ, арçыннăн сулахай алли, шанчăклă мăшăрĕ пулма хатĕрлесе ӳстернĕ.
Кĕçĕн Прокопьевсене Турă кашни çулах – вунă çул хушши – пĕрер ача парнелесе тăнă: Зоя, Нина, Антон, Михаил, Сергей, Зинаида, Ольга, Никандр, Семён, Валентин. Кĕçĕнни 1941 çул пуçламăшĕнче çут тĕнчене килчĕ. Кăткă йăвине аса илтерекн кил-çурт телейлĕ те çителĕклĕ пурнăçпа пурăнчĕ…
Çитăр тете паян пуринчен малтан вăранчĕ. Мăшăрне – Агриппина аппана – пилĕкĕнчен ăшшăн тĕртрĕ.
- Тăр, карчăк, утă çулма кайиччен апат-çимĕç хатĕрле. Выльăх-чĕрлĕхне хамах кĕтĕве хăвалăп. Кил картишне тирпейлĕп. Сантăрпа Ивана та çывăрса çитĕ. Кĕçĕнни каллех çĕрĕпех ăçта-тăр çӳрерĕ пулĕ-ха. Авлантармалла. Кĕрт йытти пек сĕтĕренсе çӳресе çитет пулĕ. Кине те хăвах вăрат. Шел, канаймасть. Вунă ача, çемье, килти ĕçсем… Мĕнле кăна чăтать-ши, мĕскĕн? Куçĕ курсан татахчĕ. Суккăр вĕт-ха. Улттăмĕш ачине çуратнă хыççăн суккăрланчĕ те… Пилĕк хутчен Хусана илсе кайса куçне кастартăмăр. Усси çук. Парăнмастпăрах. Ылтăн кинĕмĕре чĕртмеллех. Пĕтĕм пуянлăха панă пулăттăм. Тата илсе каймалла пулать. Профессорне ытларах хăналасан, тен, тăрăшарах парĕ… Эпир пурте Турă аллинче. Анчах мĕнле пулсан та кинĕмĕре чĕртмеллех…
Мăшăрĕ унпа килĕшсе:
- Çапла, Çитăр, çапла… - текелерĕ пуçне сĕлте-сĕлте.
Ял çыннисем колхоз лашисене кӳлнĕ ăртивансем* çине тиенсе юрла-юрла утă çулма тухса кайрĕç. Вунă ытла ăртиван çинчи ял халăхĕ аякран сăнаса пăхсан çĕрлехи тӳпери хур-кайăксен çулне аса илтерет. Малти лав çинче хĕрлĕ ялав вĕлкĕшет. Çӳлелле тăраттарса алăсемпе тытса пыракан ĕç хатĕрĕ – çава, сенĕк, кĕрепле – çар çыннисен хĕç-пăшалне аса итерет. Ĕç уявне пуçтарăннă шурă тумлă халăх ярмăрккана каять тейĕн. Кашни ăртиван çинче уйрăм чăваш юрри шăранать. Хыçалтан пыракан ятарлă урапа çине шыв пички лартнă. Лăнкăрт-ланкăрт силленсе пырса çиелтен витсе хунă тăла татăкне сире-сире шыв тумламĕсем аяккинелле сирпĕнеççĕ…
Çарана çитсен бригадир – Сантăр – çынсене ушкăнсене уйăрчĕ. Ĕç калăпăшĕпе паллаштарчĕ. Пĕтĕм улăх утă çулакансемпе тулчĕ. Ушкăнсенчи çынсем пĕрин хыççăн тепри тăрса тухнă хыççăн тинĕсри хумсен юххине çаврăнчĕç. Килĕшӳллĕн çавасене сулса ĕç вĕресе тăчĕ. Чаш-чаш, чаш-чаш! янăрарĕ çаранра. Çав юхăма çава туптакансен, хăйракансен сасси хутшăнса ĕç симфонийĕ евĕр кĕрлесе тăчĕ. Янкăр тӳпери хĕртсе пăхакан хĕвел ĕçлекенсене вăй парса тăчĕ тейĕн: пăчă, шăрăх пулин те утă çаранĕнчи юрă-кулă шавĕ пĕр симфони тытăмĕ пулса янăрарĕ…
Таврана каç чаршавĕ карса илчĕ. Хĕвел анăçри тӳпене хĕрлĕ тĕспе сăрланă тейĕн – хĕп-хĕрлĕ!
Утă çулакансем – хуçалăхсенче мăшăрланса пурăнакансем – килĕсене таврăнчĕç. Каччăсемпе хĕрсем çарантах çĕр каçма тĕв турĕç. Тин çеç çулса пăрахнă курăкран сехет хушшинче хӳшĕсем çĕкленсе ларчĕç. Çак вăхăтра çамрăксем пĕр-пĕрне килĕштереççĕ те ĕнтĕ. Кĕр мăнтăрĕпе ялта туйсем пуçланаççĕ.
Сантăрпа Иван хӳшшине ыттисенчен уйрăмрах вырăна, Çăлан хĕрринерех, купаларĕç. Кунта, шыв хĕрринче, ыйăх çухалсан пулă тытма пулать.
Ыйăх çухалсан тенĕрен, Прокопьевсемшĕн ăна çухатмалли сăлтав тупăнчех.
Хӳшше кĕрсе вырнаçсан пиччĕшĕпе шăллĕ нумайччен чĕнмесĕр выртрĕç. Шапасем кваклатнине, çамрăксем алхаснине итлерĕç.
- Иван, чун пăшăрханать, ут çине утланса ларса ялах вĕçтерсе килес пулĕ. Тен, килтисене ман пулăшу кирлĕ.
- Каях, Сантăр тете, каях. Эпĕ пĕччен те хăрамастăп. Пĕчĕк ача мар…
Иван пиччĕш тухса кайсан çур сехете яхăн пек выртрĕ. Пуçĕнче тĕрлĕ шухăш çаврăнчĕ. Чĕри мĕне-тĕр сиссе сиксе тухаслах тапăртатрĕ.
Хӳшĕрен тухса аллине çĕклесе карăнчĕ те кăкăр тулли сывласа илчĕ. Ерипен, пĕр васкамасăр шыв хĕрринелле утрĕ.
Сасартăк чарăнса тăчĕ. Хăмăшлăхран илтĕнекен арçынпа хĕрарăм пăшăлтатнине тăнларĕ.
- Чим-ха, тете сасси вĕт ку, хĕрарăмĕ – Санька.
Пулма пултараймасть. Лавккана хупнă çĕре самай каç пулать. Çичĕ çухрăм çуран утмалла. Çук, вăл мар-тăр. Эпир унпа утă çийĕ вĕçленнĕ хыççăн тĕл пулма калаçса татăлнăччĕ. Кĕрхи вăйпа пĕрлешме сăмах панăччĕ. Сантăр пичче те яла кайса килетĕп терĕ.
Санька сассине тĕплĕнрех тавçăрса илсен Иван чĕтреме тытăнчĕ.
Вăл савнийĕпе пĕр çулта çуралнă. Санька – ялти хĕрсенчен илемлĕреххи те шухăраххи. Прокопьевсен урамĕнче пурăнать. Çемьере пĕртен-пĕр хĕр пулса ӳссе çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ икĕ çул каялла çĕре кĕнĕ. Ӳпке чирĕпе аптраса. Çакăн пиркиех ял каччисем Санькаран аяккарах пулма тăрăшаççĕ. Тухтăрсем унăн чирне тупса палăртман, ахальтен ăна сутуçăра ĕçлеттермен пулĕччĕç. Хĕр килĕнче пĕчченех пурăнать. Çичĕ çухрăмра вырнаçнă кӳршĕ яла куллен ĕçе çӳрет. Пиçсе çитнĕ пике пуçĕнчен арçын шухăшĕ тухмасть: вăл пĕр харăсах Прокопьевсене юратать. Вăл тĕллевĕсене пурнăçлама темĕн тума хатĕр. Сантăрпа Иван çеç чунĕсенчи вăрттăнлăхĕсене пĕр-пĕрне уçса пама васкамаççĕ.
Иван пăшăлтатса калаçнă вырăна кушак пек асăрхануллăн пырса çитрĕ. Хăмăшсене сирчĕ те курăк купи çинче Сантăрпа Санька ыталашса выртнине курчĕ.
- Сантăр, хăçанччен икĕ пурнăçпа пурăнатпăр-ха? – терĕ хĕр ун ытамĕнче киленсе.
- Чăтмах тӳр килет, Санька. Хăçанчченне Турă кăна пĕлет. Часах Иванăн салтак ячĕ тухĕ. Унччен эпĕ нимĕн те тăваймастăп. Вăл манăн шăллăм-çке. Салтака кайсан куç курĕ унта.
- Наталие те пирĕн çинчен пĕлсен çăмăл пулмĕ. Мĕскĕн, суккăрлансан пилĕк ача çуратрĕ вĕт-ха. Çук, вăл мĕскĕн мар, манран телейлĕ хĕрарăм. Эпĕ ав çын телейне вăрласа пурăнатăп, - терĕ хĕр Сантăра чарăнмасăр чуптуса.
- Виçĕмкун Наталие аттепе Хусана леçсе килтĕмĕр. Профессор валли кучченеç тесе сысна чикрĕмĕр. Ăнлан, Санька, эпĕ ăна санран ытларах юрататăп. Анчах хама аллăма илейместĕп. Санра мĕнле-тĕр асамлăх пур. Вăл мана тыткăна илнĕ.
- Сантăр, Турă каçартăр та-ха, тен, Натали куçне каснă хыççăн çут тĕнчерен уйрăлĕ. Унăн чĕри те çирĕпех мар вĕт-ха. Иван салтака кайĕ. Пирĕншĕн çул уçăлĕ…
- Хуп çăварна, Санька, - терĕ Сантăр хĕрарăма хăй ытамĕнчен кăларса, - эпĕ сана чăн юратупа савманнине манса ан кай. Наталипе çывăрсан тепĕр пепке çут тĕнчене килесрен шикленетĕп. Ăна урăх çуратма юрамасть. Сипленейми суккăрланасран хăратăп. Халĕ мĕнле пулсан та шанчăк пур. Вăл ман ачасен амăшĕ. Çакă мĕне тăрать!
 
(Малалли пулать.)
 
: 915, Хаçат: 10 (1206), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: