Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçри ачасен сывлăхпа вĕренӳ центрĕнче регионти «Çулталăк вĕренекенĕ – 2013» конкурс иртнĕ.
Муниципаллă тапхăрсен 23 çĕнтерӳçи, аслă классенче вĕренекенсем, виçĕ кун хушши хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă. Программăпа килĕшӳллĕн виçĕ тапхăрпа «Широка страна моя родная» таврапĕлӳ конкурсĕ иртнĕ. Çĕнтерӳçĕ ятне тата укçан премие (50 пин тенкĕ) Çинкĕл районĕнчи Хĕрлĕ Гуляй шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Евгений Медведев тивĕçнĕ. Вăл Ульяновск облаçĕн чысне регионсем хушшинчи ăмăртура хӳтĕлĕ.
Ял тухтăрĕсене – укçан пулăшу
Ульяновск облаçĕнчи 48 медицина ĕçченĕ 2013 çулта пĕрер миллион тенкĕ укçа илĕ. «Земский доктор» программа Раççейре 2011 çултанпа Владимир Путин Президент пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрет. Ăна ялта ĕçлеме кăмăл тунă 35 çул тултарман медиксене регионти тата федераллă бюджетсенчен уйăрĕç. Специалистсен сиплев учрежденийĕнче 5 çултан сахал мар ĕçлемелле.
Кăçал çак программăна 21 муниципаллă пĕрлĕхрен 30 сиплев учрежденийĕ хутшăнать. 2013 çулта тухтăрсем Майна, Чартаклă, Кăлаткăпуç, Çĕнĕ Малăкла, Радищево, Вешкайма тата Николаевка тĕп пульницисенче çитменни паллă. Унсăр пуçне регионти тӳресем муниципаллă пĕрлĕхсен ертӳçисемпе пĕрле çамрăк специалистсене тӳлевсĕр хваттерпе тивĕçтерес ыйтăва та тимлеççĕ.
Чирлесрен асăрхаса тăрĕç
Ульяновск облаçĕнче ачасен сывлăхне тĕрĕслес тапхăр пуçланнă.
Кун пирки регионăн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова Ульяновск облаçĕн правительствин председателĕн çумне Тамара Девяткинана демографи политикин канашĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ.
-Пирĕн регионта ачасен сывлăхне тĕрĕслеме пушăн 11-мĕшĕнче тытăнчĕç,-тенĕ Валентина Караулова.
Ачасене пăхнă чух фельдшерăн е тухтăрăн вĕсен чир-чĕрне тупса мĕнпе сипленмеллине каламалла çеç мар, вĕсен ăс-тăнĕпе çири кăлтăкĕсене асăрхама, нервпа психика аталанăвĕ еплерех шайрине пĕлме тăрăшмалла, ашшĕ-амăшне тĕпренчĕкĕсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнччăр тесе тĕрĕс сĕнӳсем памалла, еплерех сывлăх ушкăнне кĕнине палăртмалла.
Ĕçсĕр çынсен шучĕ чакать
Ульяновск облаçĕнче Атăлçи федераллă округра чи пĕчĕк ĕçсĕрлĕх шайĕ сыхланать.
Çак кăтарту 0,66 процентпа танлашать.Ульяновск облаçĕн ĕçпе социаллă аталану министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, регионта официаллă майпа 4504 ĕçсĕр çын регистрациленнĕ. Ĕç паракансем 7674 ваканси тăратнă. «Çулталăк пуçламăшĕнчен вара Ульяновск облаçĕнче 3721 ĕç вырăнĕ йĕркеленнĕ, - тенĕ ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев.- Кăрлач-пуш уйăхĕсен планне 111 процент пурнăçланă. Рабочи профессийĕсемпе 2720 вырăн тупăннă, 887 – инженерпа техника ĕçченĕсемпе служащисем, 114 – бюджет тытăмĕнче вăй хуракансем валли».
2013 çулхи кăрлач уйăхĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх облаçри предприятисенче тӳлекен ĕç укçи вăтамран 16 833 тенкĕпе танлашать.
17 çула план хатĕрленĕ
Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов патшалăх политикин никĕсĕсене регионти экологи аталанăвĕпе çыхăнтарса 2030 çулччен пурнăçа кĕртес ĕç планне йышăннă.
Документа 100 ытла мероприяти кĕртнĕ. Ульяновск облаçĕнчи вăрман хуçалăхĕн, çут çанталăкпа усă курассипе экологи министерстви те регион планне чылай ĕç-пуç кĕртнĕ. Çав шутра — уйрăмах хӳтĕленекен çут çанталăк вырăнĕсене аталантарассипе çыхăннисем, Хĕрлĕ кĕнекене кĕртесси енĕпе ятарлă комиссипе тивĕçтересси, экологи сиенне пĕтересси, пестицидсене ĕçе яни, экологи мониторингĕн тытăмне аталантарасси, Радищево районĕнче кăна тĕл пулакан ăмăрт кайăксене сыхласа хăварассипе çыхăннă программăна пурнăçа кĕртесси тата ыттисем те. «Плана çулсерен тӳрлетӳсем кӳртĕç. Çав вăхăтрах эпир обществăлла экологи пĕрлешĕвĕсенчен тата облаçри экологи лару-тăрăвне аванлатассишĕ ăшталанакан граждансенчен хаваспах сĕнӳсем, канашсем йышăнатпăр», - палăртнă регионăн çут çанталăк ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Дмитрий Фёдоров министр.
 
: 942, Хаçат: 11 (1207), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: