Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче Çĕнĕ хулари адвокат Герман Мадюков 50 çул тултарчĕ. Паян вăл – редакци хăни.
 
— Герман Дмитриевич, мĕнле сĕткенлĕ чăваш çĕрĕ çакăн пек пултаруллă арçынна çитĕнтернĕ-ши?
— Эп Чăваш Çĕпрелĕнче йышлă çемьере çуралнă. Шучĕпе сакăр ачаран – пиллĕкмĕш. Аттепе, Дмитрий Николаевичпа, анне, Александра Ивановна, питĕ пултаруллă çынсем, пире юратупа ачашлăхра ӳстернĕ, ачаран ĕçе хăнăхтарнă, тӳрĕ кăмăллă пулма вĕрентнĕ. Астăватăп-ха, 6-7 çулта чухнех кĕтӳ кĕтеттĕм. Кил хуçалăхĕнче 2-3 ĕне, сурăхсем нумай пулнă. Таврари çырма-çатрара вĕсене курăк çитереттĕм, çăлран шыв ĕçеттĕм. Атте механизатор пулнă. 5-мĕш класранах унпа пĕрле уй-хире ĕçлеме çӳреттĕм. Комбайн штурвалне тытса 7-мĕш класран хам тĕллĕн тырă çапма пуçланă. Аттепе автомашинăпа кӳршĕллĕ ял-хуласене кайса çӳреттĕм. Саккăрмĕш класс хыççăн Çĕрпӳ хулине (Чăваш Республики) совхоз-техникума механика вĕренме кайрăм. Атте савăнчĕ. «Кĕçех калхусра инженер пулса вăй хума пуçлатăн»,-терĕ.
— Аçăрăн ырă ĕмĕтне пурнăçлама май килчĕ-и? Е хуларан яла килес килмерĕ урăх?
— Салтака кайиччен пĕр çул тăван хуçалăхра ĕçлерĕм. Атте 1996 çулта çĕре кĕчĕ. Анне паян та пире хапăл кĕтсе илет.
— Юрист пулас ĕмĕт хăçан çуралчĕ сирĕн?
— Çарта Свердловск облаçĕнче тăнă чух. Кĕçĕн сержанта вĕренсе тухрăм. Ун чухне чаçри туссем малалла аслă шкула вĕренме каясси пирки калаçатчĕç. Манăн та çак шухăш пуçа кĕрсе çирĕпленчĕ. Хĕсмет хыççăн Свердловскри юридици университетне документсене патăм. Анчах конкурс ытла та пысăкчĕ.
— Юрист пулма Турă хушнах Сире… Кăшт каярах пулсан та.
— Тĕлĕнмелле, анчах чăнах та çапла. Шăпаран иртме çук теççĕ. 1984 çулта раштавра çартан таврăнсанах хутсене шалти ĕçсен министерствине тăратрăм. Уйăхран пушар хуралĕнче ĕçлеме пуçларăм. Çичĕ çул Çĕнĕ хулара тăрăшрăм. Вут сӳнтерекенсен уйрăмĕн командирĕ те пулнă, инспекторĕ те, пысăк пушарсене сӳнтерме вĕрентнĕ. Спортсмен пулнă май ăмăртусене чылай хутшăннă. Кĕрешӳпе тата çăмăл атлетикăпа эп яланах малтисен шутĕнчеччĕ. 1986 çулта юридици факультетне вĕренме кĕтĕм. Ульяновск облаçĕнчи пушарпа кĕрешекенсен управленийĕн пуçлăхĕ Рассадин мана ĕмĕтленнĕ çĕре кайма чармарĕ. 1991 çулта институт пĕтерсен Заволжски районĕнчи следстви управленийĕн следстви пайĕнче ĕçлеме пуçларăм. Малтан следователь, кайран аслă следователь тивĕçне пурнăçларăм. Шалти ĕçсен тытăмĕнче – вунă çул. Пенсие юстици майорĕ пулса кайнă.
— Паян эсир область чăвашĕсем хисеплекен паллă адвокат. Кану илĕртмест сире?
— 2002 çултанпа харпăр адвокат кабинетне тытса тăратăп. Адвокат практикинче темле тĕслĕхпе те тĕл пулатăн. Хваттер уйăрни, мăшăрланăва пăрахăçлани, харпăрлăха пайлани, çын вĕлерни… — кашнин хăйĕн историйĕ. Питĕ йывăр чăкăлтăш ĕçсем те пур вĕсен хушшинче.
— Юлашки вăхăтра татса панисем пирки каласа парăр-ха.
— Мускава ĕçлеме кайнă Чĕмпĕр чăвашне çынсем каçса çӳрекен ятарлă вырăнта машина вилмеллех çапса хăварнă. Кунта ун çемйи пурăнать. Малтанласа водитель айăплине ГИБДД инспекторĕ палăртнă-ха, халь вара ентеш хăй айăплă пулнă тесе хут ярса панă. Эпĕ Мускава кайса свидетельсем тупрăм, вăл ĕçленĕ завода çыру çыртăм, прокуратурăна çăхав (жалоба) хатĕрлерĕм. Пăр тапранчĕ.
Иртнинче Тула хулине кайса тĕрĕс мар туртса илнĕ хваттере тĕпчĕкне (наследник) тавăрса пама май килчĕ. Унашкал сутлашса çиеле тухма пулăшнă тĕслĕхсем ман практикăра нумай.
— Эсир чăвашсене укçасăрах пулăшнă тенине те илтмен мар.
— Обществăра тĕрлĕ çынсем пур. Хăшĕсем ывăлне е хĕрне пулăшас тесе тем тума та хатĕр, теприсен тупри пĕчĕкрех. Айăпĕ те çук пек. Кам-тăр юри ура хунă. Эпир çак ĕçсене татса пама пулăшатпăр. Эп хам çынсене шанма пăрахман. Тӳрре тухасси нумай чухне адвокатран килнине те пĕлетĕп. Адвокат ĕçĕ нумай «хысаклă». Чăвашсене хаваспах пулăшма хăтланса пăхма хатĕр эп.
— Герман Дмитриевич, Сирĕн çине пăхсан пĕрре те 50 çул тултарнă тесе калас килмест.
— Чунпа питĕ çамрăк туятăп эп хама. 25 çулти пекрех пулас. (Кулать,) кĕлеткепе çамрăк пулма вара кашни кун ĕçлеме тивет. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнатăп. Эрнере сахалтан та виçĕ хутчен тренажёр залне, кёкусинкай каратэ мелĕпе тренировкăсене çӳретĕп. Унсăр пуçне кашни çĕнĕ куна зарядкăран пуçлатăп.
— Сирĕн шанчăклă юлташсем пур-и? Вĕсенчен кама разведкăна илетĕр?
— Эпĕ чунтан парăннă сунарçă. Унта чи çывăх туссемпе — Алексей Козловпа, Дмитрий Кузьминпа, Владимир Мешковпа, Владимир Кудряшовпа тата Сергей Столяровпа кайма хатĕр. Эпĕ çак çынсене хам ту çинчен анакан вĕрене те тыттарма пултаратăп. Вĕсем сан çурăмна сыхлаççĕ пулсан, пĕлетĕп, пурнăçăм – шанчăклă алăсенче.
— «Уй варринче лаштра юман» юрра Эсир Çĕнĕ хулара йĕркелеме тĕв тунă арçынсен хорĕпе юрланăччĕ. Ун чухне чылай çыннăн куçĕнче куççуль йăлтăртатнине асăрхарăм…
— Эп хам пирки чăвашла юрлама, ташлама ăста тесе калаймастăп. Анчах та чăваш юрри-кĕввисĕр пурнăç çук.
— Сирĕн ĕмĕт-тĕллев пур-и?
— Мăнуксене курасчĕ. Тăван ялăмри шкул ачисене кĕрешӳ мелне вĕрентме пуçласшăн.Тĕрлĕ халăх юмахĕсене чăвашла, тутарла, вырăсла куçарас килет. Эп çак чĕлхесемпе хам питĕ аван калаçатăп.
— Ăнăçусем сунатпăр Сире!
 
: 871, Хаçат: 11 (1207), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: