Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулта «Формирование основ российской гражданской идентичности учащихся» темăпа регионсем хушшинчи наукăпа практика конференицийĕ иртрĕ. Йĕркелекенсем – Ульяновск хулин вĕрентӳ управленийĕ, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен, мордвасен, тутарсен наципе культура автономийĕсем, УлППУ тата 64-мĕш шкул вĕрентӳçисем.
Конференцие Хусантан, Саранскран хăнасем килсе çитнĕччĕ. Шупашкарти вĕрентӳ министерствинчен çеç пĕр çын та пулмарĕ. Аякри йăхташĕсене килсе чыс тума вăхăт тупаймарĕç ахăр ентешĕмĕрсем.
Хаклă хăнасене халăхсен тумĕ тăхăннă шкул ачисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Кашни нацин хăйĕн сĕтелĕ, кукăль-пӳремечĕ, сăвви-такмакĕ. Тутлă апат-çимĕç хатĕрлес ĕçе вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ те хастар хутшăннă.
Конференци
Ăна шкул директорĕ Л.Ф. Мустафина уçрĕ. Шкулăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, ӳсĕмĕсем çинчен каларĕ, экран çинче курмафильмсемпе çирĕплетрĕ.
-Пирĕн шкулăн хăйĕн программи. Унăн тĕп тĕллевĕ — пĕрле вĕренсе, ĕçлесе пурăнакан тĕрлĕ халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетесси, пĕр-пĕрин культурине хисеплеме вĕрентесси. Çав тĕллевпе эпир конференцисемпе семинарсем, наци уявĕсем ирттеретпĕр. Пирĕн патăмăра кӳршĕ регионсенчен кăна мар, ют çĕршывсенчен те килсе çӳреççĕ. Çакă ачасенче наци туйăмне çуратать, - терĕ вăл. Ун хыççăн унăн çумĕсем доклад турĕç.
Унтан шкулти «Радуга дружбы» клуб хăй ĕçĕпе паллаштарчĕ. Аслă класс ачисем «По родному краю» темăпа ăс-хакăл конкурсне ирттерчĕç. Унта пурте хутшăнчĕç. Вĕçĕнче хăйсем ӳкернĕ курмафильм кăтартрĕç. Ачасем тĕрлĕ нацисен йăли-йĕркине, юрри- ташшисене, уявĕсене ӳкернĕ.
Секцисене пайланиччен тĕрлĕ халăхсен тумĕсене тăхăннă пĕчĕк артистсем анлă концерт кăтартрĕç. 63-мĕш шкулта вĕренекен Анастасия Прокопьева тата 64-мĕш шкулти "Родничок" фольклор ушкăнĕн ертӳçи Екатерина Лашманова чăваш юррисемпе савăнтарчĕç.
Секци ĕçĕ
Мария Карпова вĕрентӳçĕ чăваш чĕлхи класĕнче «Чăваш çемйин йăли-йĕрки» ятпа уçă урок ирттерчĕ. Урока 3-11-мĕш классем хутшăнчĕç. Хĕрĕсем – чăваш тумĕпе. Мария Макаровна чăвашсен çемйинче ача мĕнлерех пĕлтерĕшлĕ пулнине ваттисен каларăшĕсемпе çирĕплетсе каласа кăтартрĕ. Ача çуралнипе çыхăннă йăласем çинчен, ят суйланине, ĕçе хăнăхтарнине ачасем каласа пачĕç. Вĕсем чĕлхемĕре лайăх ăнланаççĕ, хăшĕ-пĕри çăмăллăнах калаçать.
Екатерина Лашманова вĕрентӳçĕ, Анастасия Прокопьева, Анастасия Муленкова тата Снежана Ухварова вĕренекенсем сăпка юрри юрларĕç, пепкипе калаçрĕç. Урок чăвашсен çичĕ пилĕпе вĕçленчĕ: сывлăхлă пул, аслине хисепле, çемье çавăр, ача ӳстер, вĕрент, ĕçе тата çĕршыва юрат.
Секци ĕçне тепĕр класра тăсрĕç. 2-мĕш класс ачисемпе Ксения Васенева вĕрентӳçĕ «Чăвашсем хăна пăхни» темăпа уçă урок ирттерчĕ. Кĕçĕн классем хăнасене чăваш йăлипе кĕтсе илчĕç, чăваш апат-çимĕçĕпе сăйларĕç. «Аван-и?», «тархасшăн», «тавтапуç», «тепре куриччен» сăмахсене кĕçĕн класс ачисенчен илтме питĕ кăмăллă пулчĕ. Хуçа килĕнче чăваш юрри — ташшисĕр пулмарĕ: ачасем чăваш ташшине кăтартса пачĕç.
Çавра сĕтел
Конференци ĕçне хутшăнакансем çавра сĕтелре уçă уроксене тата конференци ĕçне тишкерчĕç. Облаçри вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ Федосия Улендеева чăваш секцин ĕçне пысăк хак пачĕ. Уçă уроксен темисене анлăн уçса панăшăн Мария Карпова тата Ксения Васенева вĕрентӳçĕсем, чăвашсен культурине кирлĕ шайра кăтартма пулăшакансем: вĕрентӳ управленийĕн аслă инспекторĕ Лариса Васильева тата Екатерина Лашманова ырă сăмахсене тивĕçрĕç.
Учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн наци кабинечĕн тĕп методисчĕ Вера Архипова конференци ĕçне хатĕрлесе ирттерекенсене чĕререн тав турĕ.
- Çак шкулта пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени куçкĕретех: хăйне шанса панă ĕçе кашни лайăх пахалăхпа пурнăçларĕ. Чăваш секцишĕн яваплисене уйрăм тав,- терĕ Вера Александровна.
 
: 927, Хаçат: 11 (1207), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: