Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Сергей Морозов официаллă майпа кĕпĕрнаттăр вырăнне йышăнчĕ. Ульяновскри Мемцентра çак ятпа хăнасем туллиех пуçтарăнчĕç.
Астутаратпăр, пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Анатолий Медведев Сергей Морозова Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ пулма сĕннĕччĕ, каярах Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пуху ун кандидатурине çирĕплетрĕ.
Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче регион пуçлăхĕн полномочийĕ тухрĕ, çавăнпа çак кун инаугураци пулчĕ.
Сергей Морозов хĕрлĕ кавир тăрăх сцена çине хăпарчĕ те область халăхĕшĕн пĕтĕм вăйне парса ĕçлеме тупа турĕ, Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Борис Зотов ăна кĕпĕрнаттăр паллине пачĕ.
– Пирĕн плансене пурнăçа кĕртес тесен пурин те тăрăшса ĕçлеме тӳрĕ килет. Хамăрти çитменлĕхсене пĕтерсе пĕр тĕллев патне талпăнмалла пулать. Эпир хамăр облаçа пĕрлехи вăйпа çĕнĕ шая çĕклессе шанатăп, - терĕ Сергей Иванович.
Çĕнĕ кĕпĕрнаттăра чи малтан Раççей Президенчĕн Атăлçи федераллă округри полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота саламларĕ.
– Юлашки çулсенче Ульяновск облаçĕнче палăрмалла хусканусем пулчĕç, пурнăç чĕрĕлме тытăнчĕ. Кунта С.Морозов витĕмĕ пĕчĕк мар.Тен, çавăнпах Раççей Президенчĕ ăна тепĕр тапхăра кĕпĕрнаттăр пулма хăварчĕ. Анчах та ĕçлемелли питĕ нумай-ха. Сергей Морозовăн хастарлăхне шута илсен ума лартнă тĕллевсене пурнăçламалла пек туйăнать.- терĕ вăл.
Сцена çинчен С.Морозова Чĕмпĕр тата Мелекесс архиепископĕ Прокл та саламларĕ, пил пачĕ.
Официаллă пай пĕтсен хăнасем фуршет залне куçрĕç. Унта çĕнĕ кĕпĕрнаттăра кӳршĕ регионсенчен килнĕ пуçлăхсем тата ыттисем саламларĕç, парнесем пачĕç.
Чăваш Республикинчен Президент аппарачĕн управлени пуçлăхĕ А.С.Иванов килнĕччĕ, вăл Чăваш Республики Президенчĕн М.В.Игнатьевăн саламне çитерчĕ, парне пачĕ.
 
: 1048, Хаçат: 15 (1107), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: