Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Швейцарири чи чаплă курортсенче çĕнĕлĕх йăлана кĕнĕ. Кĕркунне канакансем çиекен апачĕ çумне уйрăм савăтпа вĕтетнĕ ыхра лартса параççĕ. Вĕтĕ ыхрана пĕрерĕн-пĕрерĕн чăмламасăр çăтмалла. Çапла тусан çăвартан ыхра шăрши кĕмест. Вунă кун çинĕ хыççăн организмра иммун тытăмĕ çирĕпленет. Хĕллехи сивĕсенче сирĕншĕн шăнса пăсăлас, грипп е ытти инфекции ерес хăрушлăх пачах пулмасть. Эпĕ нумай çул çак меслетпе хамăн сывлăха çирĕплететĕп, тухтăрсем те çапла тума сĕнеççĕ.
Галина О.
Амăшĕ мĕнле хастартарах, ачи çапла ăслăрах пулатьАчан пуç мими аталанасси амăшĕ йывăр çын чух мĕнле хусканнинчен килет. Тăхăр уйăх ларса е выртса ирттерекенсен амăшĕсен ачисен хушшинче Альцгеймер тата Паркинсон чирĕсемлисем ытларах. Нимĕç ăсчахĕсем тĕпченĕ тăрăх, хастар хĕрарăмсен пысăках мар виçеллĕ ачасем çуралаççĕ. Малтанхи эрнере майĕпен аталанаççĕ, тепĕр виçĕ эрнерен йывăр виçеллисенчен иртсе каяççĕ. Çавăнпа тухтăрсем пулас амăшĕсене ытларах утма, хусканусем тума сĕнеççĕ.
 
: 890, Хаçат: 37 (1129), Категори: Салампи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: