Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри вĕренӳ ĕçченĕсен пĕлĕвне ӳстерекен институтпа Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ «Хальхи вĕренӳре И.Я.Яковлевăн педаго-гикăри еткерлĕхне ĕçе кĕртесси» Пĕтĕм Раççейри ăслăлăхпа практика конференцине йыхравлаççĕ. Ăна Ульяновск хулинче 2013 çулхи акан 23-мĕшĕнче ирттерме палăртаççĕ.
Чăваш халăхне çутта кăларнă Патриархăмăр И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул тултарнине халалланă регионсем хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ Ульяновскри вĕренӳ ĕçченĕсен пĕлĕвне ӳстерекен институтра иртет.
Конференци вăхăтĕнче çак ыйтусене пăхса тухма палăртаççĕ:
— наци вĕренĕвĕ пĕр пĕтĕм Раççей нацине çирĕплетмелли йĕрке тата пĕрлĕхлĕ аталану хутлăхĕ евĕр;
— хальхи вĕренӳри йывăрлăхсем тата И.Я.Яковлевăн педагогикăри еткерлĕхĕ;
— Чĕмпĕр чăваш шкулĕ тата хальхи ăспару ыйтăвĕсем;
— И.Я.Яковлев – чăваш халăхĕн вĕрентӳçи тата çутта кăлараканĕ;
— ĕçĕ-хĕлне общество пурнăçĕпе çыхăнтарнă И.Я.Яковлев Вĕрентекенĕмĕрĕн тивĕçĕ – паянхи ăслайсен тĕпчевĕсенче.
Конференци ĕçне хутшăнма регионти тата вырăнти вĕренӳ тытăмĕн ĕçченĕсене, аслă вĕренӳ заведенийĕсенче вăй хуракан ăсчахсене, шкул ертӳçисене тата вĕрентӳçĕсене, таврапĕлӳçĕсене, культура ĕçченĕсене чĕнетпĕр.
Конференци 10 сехетре пуçланать.
Регистраци – Сентябрĕн 12-мĕшĕ урамри 81-мĕш çуртра 9 сехетре тытăнать.
Ыйтса пĕлмелли телефонсем:
8(8422) 32-19-21 (Сергей Вячеславович Данилов, наципе методика ĕçĕн проректорĕ);
8(8422) 32-39-01 (Татьяна Валентиновна Николаева, наци вĕрентĕвĕн ыйтăвĕсен кабинечĕн пуçлăхĕ).
Конференцие хутшăнас тесен йĕркелӳ комитечĕн ячĕпе заявка памалла тата доклад текстне тăратмалла.
Конференци пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ăслăлăх статйисен пуххи кун çути курĕ. Ĕçсем тӳлевсĕрех пичетленĕç.
Заякăсене хутлă тата электронлă майсемпе 2013 çулхи пушăн 25-мĕшчен çак адреспа ярса памалла: 432017, Ульяновск хули, Сентябрĕн 12-мĕшĕ урамĕ, 81-мĕш çурт. Электрон почти: nасkаbinеt@mаil.ru («Конференцие» тесе паллă тумалла). Кĕтетпĕр.
 
: 864, Хаçат: 11 (1207), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: