Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Каçарсам тăвана, ял-йыша,
Каçарсам тусăма, тантăша,
Пар пурне те чипер самана –
Каçарсам, ырă Турă, мана…
 
Çак тĕп никĕспе иртрĕ Винновка ращинче православи тĕнчинче йăлана кĕнĕ тĕн уявĕсенчен пĕри – Çăварни. Вăл Мункун праçникĕ умĕн çичĕ эрне маларах иртсе Аслă типпе кĕме çул уçать. Пуçланиччен пĕр эрне икерчĕ эрни хуçаланать. Юлашки тапхăрĕ – тĕп пулăмĕ – Каçару вырсарникунĕ. Çынсем тăванĕсенчен, пĕлĕшĕсенчен, юлташĕсенчен, тăшманĕсенчен те (!) каçару ыйтаççĕ, пĕр-пĕрне Çăварнин тĕп çимĕçĕпе – икерчĕпе – хăналаççĕ. Чăнах та çапла пулнине çирĕплетсе пачĕ çак пысăк уяв. Вăл "Ульяновскмебель" производство пĕрлешĕвĕн директорсен канашĕн председателĕ, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ, Чукун çул районĕнчи «Единая Россия» партин ертӳçи Анатолий Георгиевич Еленкин пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ УОЧНКА вырăнти уйрăмĕ хатĕрленĕ пĕрремĕш уяв пулса тăчĕ. Уйрăм ертӳçи – Винновка рашчин директорĕн çумми Вячеслав Буяндуков.
Çăварние уçма ятарласа Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ Анатолий Еленкин, Чукун çул районĕн администраци пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан В.Трофимов, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ĕçтăвкомĕн председателĕ Владимир Сваев килсе çитнĕ. Вĕсене çăкăр-тăварпа тата сăрапа чăваш пикисем кĕтсе илчĕç. Анатолий Георгиевича – чи пысăк хăнана – çемçе минтер çине лартрĕç, минтерне хăйнех парнелерĕç. Уяв саламĕсем каллех Турăрăн ыйтнă каçару сăмахĕсемпе çыхăнчĕç:
Çурăлтар çеçкӳне çуркунне,
Тулăх пар тыр-пула кĕркунне,
Сывлăх пар ваттине-вĕттине,
Çын ан систĕр çулсем шунине.
Пехилле пĕр-пĕрне юратма,
Ачине-пăчине çуратма,
Акнине ӳстерсе пуçтарма,
Çĕршыва инкекрен сыхлама.
Чăвашсене уйăрса панă рашчан пĕр кĕтесĕнче уявăн тĕп пайĕ – канупа савăнăç тапхăрĕ – пуçланчĕ. Галина Никитина ертӳçĕ сцена çине тухса Çăварнин программипе паллаштарчĕ. Анлă концерт Александр Чурбанов ертсе пыракан «Илем» юрă ушкăнĕн юрринчен пуçланчĕ. Юрă-ташă, такмак, лотерея вăййи вылясси, парнесем çĕнсе илесси, вĕри икерчĕпе сăйласси, лаша çине утланса сăн ӳкерĕнесси, аттракционсем çинче «алхасасси Çăварнин тĕп саманчĕсем пулса тăчĕç. Мĕн уяв пуçланиччен тытăнса вĕçленичченех çумăр алласа тăчĕ пулин те уявран çынсем саланмарĕç. Аслă типпе кĕрес умĕн пĕр-пĕрне каçарса, пĕр-пĕрне хăналаса, пĕр-пĕринпе савăнса хĕлпе сывпуллашрĕç. Çакна та палăртса хăвармалла – уява пухăннă çынсен шучĕ Акатуйрипе танлаштарсан самай нумайрах. Уйрăмах çамрăк ăрури çынсем тата ача-пăча нумаййи савăнтарчĕ. Апла пулсан халăх уявĕсен пĕлтерĕшĕ ӳссе пыни – куçкĕрет. А.Г.Еленкин депутат сĕнĕвĕпе уявра чăвашсемшĕн ятарлă "утрав" уйăрса укçа-тенкĕпе пулăшу пани ентешсене савăнтарчĕ.
 
: 1112, Хаçат: 11 (1207), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: