Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Наталья Анатольевна Сидорова (Еленкина) мĕн ачаранпах вĕрентӳçĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа Кунтикав шкулĕнчен вĕренсе тухсан Ульяновскри патшалăх педагогика университетне çул тытнă. Чăваш ачи чăвашах пулмалла тенипе пурăнакан хĕр филологи факультечĕн наци уйрăмне суйласа илет. Аллине диплом илсен Наталья Еленкина тăван шкулнех таврăнать.
Анчах çамрăк специалист валли тӳрех чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн вырăнĕ пулмасть. Виçĕ çул вăл директорăн воспитанипе ĕçлекен çумĕ пулать. Тăватă çул каялла тăван чĕлхене вĕрентме пуçлать. Çак вăхăтра Наталья Анатольевна çемьеллĕ пулать, икĕ ача çут тĕнчене парнелет.
Пĕрремĕш ачипе декретра çулталăк çурă ларать. Иккĕмĕш ачи çур çул тултарсанах шкул коллективĕпе директор ăна ĕçе тухма ыйтаççĕ. Ачасене ӳстерме аслашшĕпе асламăшĕ пулăшать-çке-ха. Хăйĕн ашшĕпе амăшĕ те ялан пулăшма хатĕр. Вĕсене шанса ĕçе тухать те çамрăк хĕрарăм.
-Пирĕн ял вырăсланса пырать, сăлтавĕ куштанланнинче кăна тесе шутлатăп. Кăçал ав ача садĕнчи 15 ачаран виççĕшĕ кăна чăвашла калаçать. Пирĕн тӳрех икĕ чĕлхене ăса хывма май пур вĕт! Унпа усă курмалла! Эпир хамăрăн ачасемпе чăвашла калаçатпăр. Пĕрремĕш класра вĕренекен аслă ывăл питĕ таса калаçать çепĕç чăваш чĕлхипе. Анчах ялти нумай ача вырăсланать, ашшĕ-амăшĕ вĕсене тăван чĕлхене вĕрентесшĕн мар, икĕ чĕлхе икĕ ăс пулнине ăнланасшăн мар. Кун пек лару-тăрура мана декретра ларма та йывăр. Чĕлхене пĕтме парас килмест манăн. Хам ĕçсĕр юласран хăрамастăп эпĕ. Хăш-пĕри эп чăвашла вĕрентессишĕн тăрăшнине çапла хаклать. Тăван чĕлхене сыхласа хăвармалла пирĕн. Çакна ăнлантарас тесе ачасемпе темле калаçусем те ирттеретĕп. Кӳршĕллĕ тутар халăхĕпе те танлаштарса тĕслĕхсем илсе кăтартатăп. Эп чăваш тесе калама вăтанмалла мар, вăл аçăр-аннĕртен вăтанни пулать, вĕсем чăваш çыннисем, эсир куштанланатăр тетĕп. Кун пек сăмахсем хыççăн кĕçĕн классем (5, 6, 7-мĕшсем) пысăк çын пек шутлама тытăнаççĕ. Кĕçĕннисем ахаль те произведенисене юратса вулаççĕ, вĕсен çумне ӳкерчĕксем тăваççĕ, сăвă пăхмасăр вĕренесси те вĕсемшĕн çăмăл. Анчах аслă классен тавракурăмĕ урăхла. Вĕсене нимĕн те кирлĕ мар тесен те йăнăш пулмасть. Хăшĕсем уççăнах пире чăваш чĕлхи кирлĕ мар теççĕ. Кĕçĕннисене вара ӳкĕте кĕртме пулать. Тăхăр класс хыççăн пурин те тăван чĕлхе предмечĕпе экзамен памалли те хăшне-пĕрне тăван чĕлхе çине урăхларах пăхма хистет, - ĕçри йывăрлăхсем пирки каласа парать вĕрентӳçĕ.
Кунтикав шкулĕнче кăçал тăван чĕлхене пĕрремĕш класран тытăнса вунпĕрмĕшченех вĕрентеççĕ, пуçламăш класра виçĕ сехет уйăрнă. Ку питĕ лайăх тесе шутлать Наталья Анатольевна, мĕншĕн тесен ачасем тĕрĕс вулама та, çырма та хăнăхаççĕ. Пиллĕкмĕш класран вара пĕлĕвĕсене ӳстерме май пур. Унсăрăн тĕрĕс вулама вĕрентсе те нумай вăхăт иртет. Пиллĕкмĕш класран тытăнса тăван чĕлхе предметне вĕрентме эрнене 21 сехет уйăрнă. Вĕрентӳçĕ ку çителĕклĕ тесе шутлать. Ачасен кăна кăмăлĕсем пулччăр.
Наталья Анатольевна юлашки çулсенче чăваш ачисем валли облаçра иртекен пысăк мероприятисене хутшăнайманшăн кулянать. Пултаруллă ачасем шкулта чылай, анчах вĕсене область шайне кăларма музыкант çукки чăрмантарать.
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 955, Хаçат: 11 (1207), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: