Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пуш уйăхĕн 14-17-мĕшĕсенче Ульяновскра «Волга в сердце впадает моё!» ятпа ачасемпе çамрăксен Пĕтĕм Раççей конкурс-фестивалĕ иртнĕ.
Уява йĕркелекенсем – «Планета талантов» фонд. Вăл тăрăшнипе çак конкурс-фестивальсе м çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче улттăмĕш хут иртеççĕ. Юлашки çулталăк хушшинче вăл Чулхулара, Шупашкарта, Самарта, Саратовра, Волгоградра иртнĕ. Ульяновскра – пĕрремĕш хут. Конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕ çу уйăхĕнче Аçтăрханта пулĕ.
Димитровградри 1-мĕш ӳнер шкулĕ 70 çул тултарнине паллă тăвас умĕн Светлана Кочнева ертсе пыракан чăвашсен «Шăпчăксем» тата тутарсен «Сандугачлар» юрă ушкăнĕсем хутшăнса çĕнтерӳçĕ ятне çĕнсе илнĕ.
Конкурсăн тĕп тĕллевĕ — нацисен культурине анлăрах сарасси, ачасен пултарулăх шайне ӳстересси.
Сакăр çул хушшинче икĕ ушкăн регион, Пĕтĕм Раççей, Пĕтĕм тĕнче шайĕнче палăрса «Халăх ансамблĕ» ята тивĕçнĕ. Иккĕшĕ те 1-мĕш степеньлĕ лауреат ячĕллĕ. Анастасия Федотова, Анна Абрамова (ертӳçи – Анастасия Кулакова) — 3-мĕш степеньлĕ, Илюзя Валиуллова –1-мĕш, Алина Загидуллина (ертӳçи Светлана Кочнева) – 3-мĕш степеньлĕ лауреатсем.
«Планета талантов» фонд ертӳçĕсене тав тăвать. Светлана Кочнева «Лучший преподаватель» диплома, Артём Ситкин «Чи лайăх концертмейстер» ята, Анастасия Кулакова тата Наталья Галискакова хореографсем Тав хучĕсене тивĕçнĕ.
Ушкăнсенче юрлакан артистсем пултарулăх тĕлĕшĕнчен аталанаççĕ, тăван чĕлхене, халăха, çĕршыва юратма вĕренеççĕ.
 
: 958, Хаçат: 11 (1207), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: