Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(О ч е р к)
 
2011 çулта Аслă Нагаткин ялĕнче Александра Леонтьевна Синдюкова хĕрарăмсен фольклор ушкăнне йĕркеленĕччĕ.
 
- Пирĕн тĕллев – тăван чĕлхене, чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркине, аслă ăру çыннисем юрланă юрăсене упраса хăварасси, тăван халăхăн калама çук пуян туприне ку чухнехи çамрăксене тавăрса парасси, - тет вăл сцена çине халăх умне тухнă чух ушкăнăн сăваплă та пархатарлă ĕмĕт-шухăш-кăмăлне палăртса.
Сцена çине чăваш хĕрарăмĕсен авалхи тумĕ-юмĕсемпе тухса уçă саслăн шăрантаракан кĕвĕ-юрра итленĕ чух тăван халăхăн асран кайми иртнĕ кун-çулĕ куç умне уйрăмах чĕррĕн тухса тăрать.
Камсем-ха вĕсем, çав пенси çулне çитсе те лара-тăра пĕлмен, пурнăçа юратакан çамрăк чунлă юрă-ташă ăстисем?
Чи малтанах ушкăн пуçаруçипе ертӳçи çинчен. Александра Леонтьевна Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Шăхаль ялĕнче çуралса ӳснĕ. Хурăнварти вăтам шкул хыççăн Тюменьри медицина училищине пĕтерсе тухнă. Çĕпрел тăрăхне таврăнса 12 çул район пульницинче медицина сестринче ĕçленĕ. 1970 çулта çемье çавăрнă, Валерий Васильевич мăшăрĕпе хĕр, ывăл пăхса ӳстернĕ. Халĕ хĕрĕ – Елена Валерьяновна – музыка вĕрентекенĕнче ĕçлет. Çитĕннĕ ывăлĕ – Сергей – усламçă.
Синдюковсем Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткин ялне 1990 çулта куçса килнĕ. Александра Леонтьевна паян кунта пĕчченех пурăнать. Çамрăкран ĕçе хăнăхнăскер тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн та ахаль ларма юратмасть. Килти кулленхи ĕç-пуçсăр пуçне халăх хушшинчи хастар ĕçе кăмăллать. Уйрăмах юрă тĕнчине çывăха хурать. Ятарлă пĕлӳ илме тӳр килмен пулсан та унăн çак чун туртăмĕ яланах хăйпе юнашар пынă. Ку та ăнсăртран мар. Йăхра пурри темелле. Аппăшĕн хĕрĕ Валентина Николаевна Двойнова, тĕслĕхрен, Мускав консерваторине пĕтернĕ. Паян Шупашкарта пысăк сцена çинче юрлать. Тепĕр çывăх тăванĕ (амăшĕсем пĕр тăван) Валерий Николаевич Яковлев – СССР халăх артисчĕ, унăн театр тĕнчинчи сумлă ячĕ-шывĕ вĕçсĕр-хĕрсĕр. Паян вăл К.В.Иванов ячĕллĕ чăваш академи драма театрĕн тĕп режиссёрĕ.
- Пирĕн аттепе анне, çывăх тăвансем пурте юрлама юратнă. Эпĕ те ачаранпах вĕсемпе пĕрле хăна юррисене юрланă, çав халăх юррисене паян кунчченех лайăх астуса юлнă. Халĕ манăн вĕсене çĕнĕ ăрури çамрăксене вĕрентсе хăварас килет. Çак туртăм мана фольклор ушкăнĕ йĕркелеме хистерĕ, - тет Александра Леонтьевна.
Вăл йĕркеленĕ «Уй сас» ушкăнра çичĕ хĕрарăм юрлать. Вĕсем – Антонина Александровна Стратонова, Валентина Николаевна Кольцова, Елизавета Васильевна Семёнова, Клавдия Александровна Мещанинова, Зинаида Алексеевна Соснова, Лидия Терентьевна Сибирякова. Чи асли çитмĕл çичĕ çулта, чи кĕçĕнни – аллă саккăрта. Пурăнасса Аслă Нагаткин ялĕнче пурăнаççĕ. Хăй вăхăтĕнче пурте таврари чăваш ялĕсенче çуралса ӳснĕскерсем авалхи вырăс ялне куçнă хыççăн та ирĕлсе кайман, хăй евĕрлĕ чăваш культурине – çĕр пин юрăллă, çĕр пин кĕвĕллĕ, çĕр пин тĕрĕллĕ чăваш халăхĕн сăмахлăхне, илемне чун çӳпçинче çаплах ырă-сывă упраса хăварма пултарнă. Хăйсем юрлакан такмакри сăмахсемпе каласан «артистсенчен те кая мар» темелле вĕсене.
«Бурановăри асаннесенчен мĕнрен кая эпир?» - теççĕ тепĕр чух пĕр-пĕринпе шӳтлесе. Мĕнле шӳтре те чăнлăх пурах – çулталăк çурă хушшинчех А.Л. Синдюкова ертсе пыракан фольклор ушкăнĕ 20 хутчен сцена çине тухнă, Тимĕрçен-Улхаш тăрăхĕнчи ялсенче халăх умне тухса юрланă, Ульяновскри тата вырăнти Акатуйсене, Чăвашкассинчи И.Я.Яковлев кунне, ытти йăла-йĕрке уявĕсене илем кӳнĕ.
Нумаях пулмасть вĕсем кӳршĕри Солнце ялĕнче пулса унта тунсăхласа пурăнакан чăвашсене юрă-ташăпа савăнтарнă. Кăçалхи нарăсăн 6-мĕшĕнче, шăпах малтанхи çурхи уяв – Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ умĕн райцентр çумĕнчех вырнаçнă Садки ялĕнче черетлĕ концертне кăтартрĕç.
Садки сали те, Аслă Нагаткин хăй те таса вырăс ялĕсемччĕ. Эпĕ астăвасса, çирĕммĕш ĕмĕрти аллăмĕш çулсенче кăна-ха район центрĕнче чăвашсем темиçе килĕрен ытла шутланман. Никита Хрущёв Пухтел районне Ульяновск районĕпе пĕрлештерсен (хăш-пĕр учрежденисене çитме Ишевке рабочи посёлокне çити кайса çӳремеллеччĕ), вырăнти пуçлăхсем хулари хăтлă хваттерсене куçса кайнă хыççăн вĕсен çурчĕсене чăвашсемпе тутарсем йышлăн килсе тĕпленчĕç. Шăпах çавăн чух эпĕ те хваттерлĕ пулса юлнăччĕ.
Район халăхĕ Хрущёвăн ăссăрла çĕнĕлĕхне йышăнмарĕ, ăна хирĕçлесе аслă вырăнта ларакан тӳре-шара патне евĕтлӳ хыççăн евĕтлӳ çырма пуçларĕ, пăртакран вара пĕрлештернĕ районсене уйăрмах тиврĕ.
Садкие илес пулсан халĕ унта 58 килĕ. Ял çыннисенчен ытларах чăвашсем, вырăссем темиçе килĕ çех сыхланса юлнă, тутарсем те пур. Ку вăл – унчченхи «Память Ильича» колхозăн пĕр бригади. Ĕлĕк унта хĕрарăмсем ытларах дояркăра ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕх усранă, арçынсем тыр-пул çитĕнтернĕ, техникăпа ĕçленĕ. Колхоз саланнă хыççăн 103 арçын, 110 хĕрарăм юлнă. Вĕсем 48 ача çитĕнтереççĕ, çав шутра шкул çулĕнчисем 29 ача. Техникумсемпе аслă шкулсенче ултă çамрăк вĕренет. Пенсионерсем 29 çын, ултă сусăр. Ĕлĕкрех кунта пуçламăш шкул та пурччĕ. Пĕр вăхăт унта Надя ятлă аслă хĕрĕм вĕрентекенре ĕçлерĕ. Халĕ шкул ачисене Хирти Репьевкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкула автобуспа илсе çӳреççĕ. Ĕлĕкхи шкулăн пĕр пӳлĕмĕнче – медпункт («Медработница Мускава куçса кайнă хыççăн çĕннине тупаймарăмăр-ха, вырăнĕ – пушă», - терĕ Садкипе Солнце ялĕсен пуçлăхĕ Илья Николаевич Митрофанов), тепринче çамрăксен пушă вăхăтне ирттермелли центр. Унăн пуçлăхĕ – Светлана Сергеевна Едриванова.
Çапах та ялĕ ку малашлăхсăр шутланмасть. Халăх йышĕ чакмасть (çуллен 3-4 ача хушăнса пырать), ăрусен çыхăнăвĕ татăлман. Ял çыннисем килĕрен газпа усă кураççĕ. Çĕрле урамра çутă çунать. Ĕлĕк ял халăхĕ шыв çителĕксĕррипе аптранă. Ахальтен мар ялăн малтанхи ячĕ Безводовка пулнă. Халĕ кунта килĕрен шыв пăрăхĕпе усă кураççĕ. Ку е вăл пăтăрмах сиксе тухсан ял çыннисем такам килсе пулăшасса кĕтсе лармаççĕ, Асхат Еремеев хăй пек хастар арçынсене пухать те çийĕнчех юсав ĕçĕсене пурнăçлать. Мăшăрĕ унăн (Алсу) ялти лавккара сутуçă, кунта хăçан та кирлĕ таварсене е апат-çимĕç таврашне туянма пулать. Вăйпитти çамрăксем ĕçсĕр лармаççĕ, килте хушма хуçалăхсăр пуçне район центрĕнче тĕрлĕ ĕçсенче вăй хураççĕ, çывăхри хуласене те кайса килеççĕ.
Ял пĕлтерĕшĕ улшăннă темелле. Халĕ вăл тĕпрен илсен усрав çурчĕ шутланать. Унта темиçе çемье тăлăх ачасене усрава илнĕ. Вĕсем – Елена Николаевна Лянкина, Нина Николаевна Галкина, Людмила Владимировна Павлова, Мария Николаевна Кадебина (Телешовка ялĕнче пурăнать) çемйисем. Чи пысăкки Елена Николаевна Лянкина кил-йышĕ. Кил хуçи Владимир Ильич 35 çул çул-йĕр маçтăрĕнче ĕçленĕ, «Раççей çул-йĕр маçтăрĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Ĕç стажĕ унăн 43 çул. Халĕ тивĕçлĕ канура. Мăшăрĕпе ывăл, хĕр çуратса ӳстернĕ. Вун виçĕ ача усрава илнĕ. Вĕсем мăшăра атте-анне тесе чĕнеççĕ. Асли, Настя, Ульяновскри ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ, экономика факультетĕнче пĕлӳ илет, кăçал пĕрремĕш курс пĕтерет. Анжелăпа Катя Аслă Нагаткинри ял хуçалăх техникумĕнче вĕренеççĕ. Ыттисем – шкул çулĕнчисем – Вальăпа Ирина -7, Машăпа Саша, Зидинцăпа Хакким – 5, Даша – 1-мĕш классенче вĕренеççĕ. Тата Влад Буров пур, вун виççĕри ача, улттăмĕшне каять, программист пулма ĕмĕтленет. Коля шкул çулне çитеймен-ха, пиллĕкре çех.
Пăрчăкан пек Дима Менделеев…
Концерт умĕн эпĕ тепĕр мăшăрпа паллашрăм. Вĕсем – Нина Николаевна Галкинапа Владимир Фёдорович Стариков. Малтан иккĕшĕ ывăлпа хĕр пăхса ӳстернĕ. Андрей ывăлĕ çитĕнсе çитсен Чечня вăрçине хутшăннă, таврăнсан 21 çулта сарăмсăр çĕре кĕнĕ. Хĕрĕ, Мария, тухтăр, çичĕ çул ĕнтĕ Великобританире ĕçлет. Мăшăр тăватă ача усрава илнĕ. Аслисене пăхса çынна кăларнă, кĕçĕннисем – шкул çулхисем.
Концерта артистсемпе мана Владимир Ильич Лянкин илсе çитерчĕ. Вăл пире хăйĕн тăхăр вырăнлă УАЗикĕпе лартса килчĕ.
- Пирĕн тепĕр çăмăл автомашина пур. Пысăк çемьере транспорт хатĕрĕсемсĕр юрамасть, - терĕ Владимир Ильич пире клуб умне çитерсе (хăнăхнă йăлапа ялти çамрăксен пушă вăхăтне ирттермелли центра пурте «клуб» теççĕ).
Палăртнă вăхăта ял халăхĕ пухăнса çитрĕ. Вĕсем пысăках мар пӳлĕмĕн пĕр енчи вăрăм сакăсем çине вырнаçрĕç.
Пухăннисене çурхи уяв ячĕпе Аслă Нагаткин ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕн çумĕ Владимир Андреевич Новиков саламларĕ. Кун хыççăн пӳлĕмĕн тепĕр енне хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем тухрĕç. Вĕсем С.Толстов композитор А.Чебанов сăвви тăрăх çырнă «Юратнă аннем» юрра шăрантарчĕç. Ушкăн репертуарĕнче эпир Ю.Кудаков композиторпа çырнă «Ульяновск» тата «Менелник юрри» те пур-мĕн. «Менелник юррине» А.Синдюкова çак тĕлĕнмелле çемьесен усрав çуртне пуçарса янă ырми-канми хĕрарăма Елена Николаевна Лянкинана халалласа юрлани çинчен пĕлтерчĕ. Баянпа Николай Мускин (Пухтел ялĕ) каларĕ.
Фольклор ушкăнĕн программинче ача-пăча ушкăнĕ юрлакан юрăсемпе ташăсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсемпе Лянкинсен аслă хĕрĕ Людмила ĕçлет. Вăл Ульяновскри ял хуçалăх академине пĕтерсе çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ. Ку çеç те мар, амăшĕн тĕслĕхĕпе Саша ятлă тăлăх ачана усрава илнĕ. Хăйĕн те ачисем иккĕ. Асли, Настя, саккăрта, кĕçĕнни Данил çулталăк çурăра. Килĕнче ачапа ларать. Пушă вăхăтра пĕчĕккисене юрлама, сăвă калама вĕрентет. Сцена çинче: Маша, Саша, Настя, Даша – вырăс ачисем. Вĕсем вырăсла çех мар, чăвашла та, тутарла та ирĕклĕн юрлаççĕ. Ташлама та ăста. Куннехинче чи пĕчĕккисем «Улми лайăх-и, çеçки лайăх-и» чăваш халăх юррине, «Тăван ен» ятлă тутар халăх юррине шăрантарчĕç, сăвăсем каларĕç. Улттăри Дима Менделеев – сцена çинче хăйне питĕ çыпăçуллăн тытма пĕлни уйрăмах тĕлĕнтерчĕ. Вăл артист пулмах çуралнă пек туйăнать.
- Эпир ăна хамăр та «артист» тетпĕр. Тепĕр чух «профессор» тесе те калатпăр, - пĕлтерчĕ Владимир Ильич Лянкин ăшшăн кулса.
«Çав тери телейлĕ ачасем кăна çакнашкал хавхаланса юрлама тата ташлама пултараççĕ», - тесе шухăшларăм пĕчĕк ачасен юрри-ташшине итлесе-курса ларнă май. Епле пултăр-ха тата?
Халăх умне каллех çитĕннисем тухаççĕ. Куннехинче вĕсем «Улах» ятлă театрализациленĕ курăнăш кăтартрĕç. «Улах ларнă» май «Шурă шуркут йĕрет», «Юхать юхан шывĕ», «Кĕтрĕм сире, тăвансем» авалхи чăваш халăх юррисене шăрантарчĕç.
Курса ларакансем ушкăнри юрă ăстисене алă çупса хавхалантарсах тăчĕç, пĕлнĕ юрăсене вĕсемпе пĕрле хăйсем те юрларĕç.
С.Толстов композиторпа А.Чебанов сăвăç çырнă тата темиçе юрă шăрантарнă хыççăн халăх юррисемпе ташшисем ылмашăнсах тăчĕç. Ташă картине курса ларакансем хăйсем те тухмасăр тӳсеймерĕç. Пысăк çемье амăшĕ Елена Николаевна хăй те хитре кĕрĕкне хывса хурса ташă варрине тухрĕ, кĕвĕ майăн такмакла-такмакла юхса пычĕ. Питĕ савăнăçлăн вĕçленчĕ «Уй сас» ушкăн концерчĕ.
- Тепре куриччен! – тесе сывпуллашрĕç вĕсем тараватлă ял-йышпа.
Юлашкинчен райцентртан килнĕ юрă ăстисене Лянкинсен кил-йышĕнчи хĕрсем хăйсем çыхнă перчеткесем парнелерĕç, ял хутлăхĕн адмистраци ĕçченĕсем В.А.Новиковапа И.Н Митрофанов хаклă парнесем парса чысларĕç.
 
: 1289, Хаçат: 11 (1207), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: