Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Нагаткинта пурăнакан Енилинсем пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса калаçаççĕ. Мăшăр хушшинчи çепĕç туйăм вăхăт иртнĕçемĕн пушшех те çирĕпленни куçкĕрет.
Паян вĕсем иккĕшĕ те пенсире. Кану вăхăтне пушă ирттермеççĕ. Елена Петровна алĕç тăвать, çăм арлать, чăлха-нуски çыхать. Валерий Дмитриевич аллине мăлатук тытса ăна-кăна юсакалать, кĕреçепе юр хырать. Çанталăкĕ аван пулсан час йĕлтĕр сырса ярăнма тухса каяççĕ. Культура çуртĕнче иртекен концертсене курма çӳреççĕ, пултарулăх каçĕсемпе литература уявĕсене хутшăнаççĕ.
Арăмĕ «Память Ильича» ( паян «Большенагаткинское») хуçалăхра бухгалтерта ĕçленĕ хушăра Валерий Дмитриевич «Ульяновскэнерго» обществăн Чăнлă участокĕнче вăй хунă. Ĕç стажĕсем иккĕшĕн те пысăк: 30 тата 33 çул. Ывăлĕ, Сергей Енилин, ашшĕ çулĕпе кайнă. Маçтăрта вăй хурать. Ульяновскра пурăнакан хĕрĕ хальлĕхе ачипе ларать. Пурĕ вара виçĕ мăнук.
Еленăпа Валерий Енилинсем 40 çул пĕрле кун кунлаççĕ. Рубин туйне вĕсем пĕлтĕр çĕртмен 20-мĕшĕнче паллă тунă. Юратуллă, туслă пурăнать çемье, малашне валли ĕçсем палăртать.
 
: 961, Хаçат: 11 (1207), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: