Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн обществăн тĕп чирĕ – ĕ ç к ĕ л ĕ х.
 
Этемĕн хăрушă тăшманĕсен-чен пĕри – ĕçкĕлĕх (алкоголизм).
Тĕнчере эрехе пула çулсерен 6 млн çын çут тĕнчерен уйрăлать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, сиенлĕ шĕвекпе наркăмăшланса вилесси виççĕмĕш вырăнта тăрать (чĕре тата рак чирĕсем хыççăн).
Сăра-эрех виçесĕр ĕçекенĕн пурнăçĕ ĕçменнинчен вăтамран 15 çул кĕскерех. Пĕр ĕçекен çынна пула çемье бюджечĕн 40-70 проценчĕ усăсăр пĕтет. Ĕçкĕçе пулах çемьесен 50 проценчĕ арканать, тăлăх ачасен 50 проценчĕ те эрехе пулах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă. Преступленисен 40 проценчĕ тата çул çинчи аварисем ӳсĕрсен айăпĕпе сиксе тухаççĕ.
Пирĕн область Раççейре чи малтан «симĕс çĕлене» хирĕç вăрçă пуçларĕ. 2008 çулта область правительстви хаяр эрех сутассине «хĕстерчĕ». Каçхи саккăртан пуçласа ирхи саккăрччен тата канмалли кунсемпе уяв кунĕсенче (Пĕлӳ, Никама пăхăнманлăх, Юлашки шăнкăрав, Çемье кунĕсенче) лавккара хаяр эрех сутассине чарчĕ. Паллах, нумайăшĕ çак йĕркене паян та йышăнасшăн мар. «Кирлех пулсан ĕçкĕç эрехе кирек ăçта та тупса чунне кантарма пултарать. Аван эрех лавкка сентрисем çинчен çухални те суя эрех (суррогат) шутне ӳстерме пулăшни кăна»,- теççĕ теприсем. Кунпа килĕшме пулать. Апла пулин те облаçри кăтартусем лайăх енне улшăнни куçкĕретех.
2012 çулта облаçра эрехпе (ку шутра сăра та) наркăмăшланса вилнисен шучĕ виçĕ хут, çутă эрех сутасси — 5 процент чакнă, виноградран туни — 4,8 процент. Коньяк 3,5 процент ытларах сутăннă, шампань эрехĕ — 14,9 процент, хаяр маррисем (вино) — 22,1 процент. Сăра — пĕлтĕрхи шайрах. Наркăмăшланнисен шучĕ 16 процент чакнă, вилнисен шучĕ — 30 (418 çынран 292). Çак цифрăсем халăх пăртак «урăлма» пуçланине пĕлтереççĕ. Хаклăраххине туянать, çĕрле лавкка хыçĕнче мар. Юлашки вăхăтра пач эрех ĕçмен çынсен шучĕ ӳсни савăнтарать. Унччен ĕçсе-супса çӳрекенсем хăйсене алла илсе çĕнĕ пурнăç пуçланисем сахал мар. Чăнлă районĕнчи Кашапа Кунтикав ялĕсенех илер. Пĕр хисеплĕ çын ялта хăй юбилейне паллă турĕ. 45-50 çынран (çуррине яхăн арçын пултăр) 5-6 çын çеç эрех сыпса пачĕ. Ыттисем алла черкке тытмарĕç те: улма-çырла сĕткенĕпе, чейпе çырлахрĕç. Пĕри те кичем лармарĕ: ыттисемпе тан юрларĕ, ташларĕ, савăнчĕ. Апла тăк пуçа эрехпе минкретмесĕрех савăнма пулать… Çак ырă йăлана кунта пурнăç йĕркине кĕртнĕ. Эрех ĕçмелле марри çаксемшĕн — тĕп саккун. Унччен ĕçкĕпе аппаланнисем те çук мар вĕсен хушшинче. Çав шĕвеке пулах чылайăшĕ сывлăхне çухатнă, çуртне майлас, сад лартас, ачасене воспитани парас вырăнне ĕçсе çапкаланса çӳренĕ, мухмăр сĕрĕмĕнче пурăннă. Телее, йăнăш пурăннине вăхăтра ăнланса илнĕ. Малтан – ăслăраххи, тепри –ун хыççăн. Халĕ ялта намăса пĕлменнисем çеç ӳсĕр çӳреççĕ.
Шупашкарти ентешсем те чăваш çынни ĕçкĕ сĕрĕмĕпе чире кайнипе чан çапма тытăннă. Унти хастарсем урă çынсен обществине йĕркеленĕ (Чăваш Ен правительствин те ку тĕлĕшпе программа ĕçлет). Вĕсем эрех чăвашшăн уйрăмах сиенлĕ пулнине тĕрлĕ мелсемпе ăнлантараççĕ. Чи кирли — обществăна кĕрекенсен йышĕ ӳснĕçем ӳссе пырать. Кун пирки мана урă çынсен обществине нумаях пулмасть кĕнĕ Чăваш Ен хастарĕ Улатимĕр Корсаков каласа пачĕ. Унччен те эрех-сăрапа туслă пулманскер халĕ пач сыпмасть.
Мĕнле ĕçме пăрахтармалла-ха халăха? Лавккара эрех сутма чарни çителĕклĕ-ши? Этеме эрехрен пистермелли тĕрлĕ рецептсем тупма пулать: черккене е апат çине тĕрлĕ эмел е курăк шывĕ хушса пама, тухатмăшсен пулăшăвĕпе усă курма тата ытти те. Анчах этем хăй ĕçме пăрахма шут тытмарĕ пулсан ытти мелсен усси пурах-ши? Этемĕн çак хаяр шĕвекрен пăрăнма хăйĕн «пиçсе çитмелле». Çавăнпа та чăвашсен те: «Çапла пултăр!» тесе черкке çĕклес вырăнне наци пуласлăхĕ пирки шухăшласа пăхас пулать.
 
: 844, Хаçат: 11 (1207), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: