Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Повесть
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 10-мĕш номерте.)
 
- Эпĕ çуратса парсан мĕн тăватăн?
- Иксĕре те Çăлана путарса вĕлеретĕп. Ачуна çуратичченех…
- Каçар, Сантăр, эпĕ сана мĕн виличчен еркĕн хĕрарăм юратăвĕпе савăп. Уншăн нимĕн те ыйтмăп. Тен, Иванпах телейлĕ пулăпăр. Турă каçартăр.
Сантăр чăтаймарĕ, хĕрарăма хăй ытамне илчĕ. Санька арçын айне юлсан тин Иван чăтса тăраймарĕ, хӳшши еннелле пуçне усса утрĕ. Вăл пиччĕшне хирĕç тăраймарĕ. Прокопьевсен çемйинче аслисене хисеплесси – тĕп вырăнта. Çитменнине, Иван пиччĕшне ашшĕнчен ытларах юратать.
1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ. Хурăнвар ыйхăран вăранса çур акипе утă çийĕ вĕçленнĕ ятпа халалланă уява – Акатуйне – пуçтарăнать.
Икĕ ял хушшинче сарăлса выртакан айлăмра ялсенчен пухăннă халăх вĕлле утарĕ пек сĕрлет. Лавккаçăсем таварĕсене туянма йыхравлаççĕ. Хăмасемпе пĕренесенчен хăпартнă ятарлă сцена çинче вырăнти артистсем юрă-кĕвĕ шăрантараççĕ, ĕç паттăрĕсене чыслаççĕ. Кĕрешсе вăй виçекенсем пĕр ушкăна пуçтарăннă. Сценăран инçех те мар тăватă-пилĕк çаврашкана тăрса вăйă калаççĕ. Параппан çапа-çапа карусель ярăнаççĕ. Акатуй вăй илсе пырать.
Сантăр колхоз председателĕпе районтан килнĕ пуçлăхсем ял ĕçченĕсене чысласа парнесем парса пĕтернĕ хыççăн Иванпа Санька хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчесе тăнă вырăна пырса çитрĕ.
- Çамрăксене уяв ячĕпе саламлатăп, - терĕ виçĕ чун хушшинче нимĕн пулман пекех.
- Сана та уяв ячĕпе! – терĕç каччăпа хĕр пĕр харăссăн.
- Савăнăр, манăн киле таврăнас пулать. Наталие пульницана леçнĕренпе аттепе аннешĕн ĕç тата ытларах нумайланчĕ. Ачасене урапа çине лартатăп та…
Сантăр та, Иван та, Санька та чĕрисене вут хыпса илнĕ çулăма алхасма памарĕç. Виçĕ чун чăтăмлăх çитерсе пурнăç йĕркинчен тухса ӳкмерĕç. Çынлăх тени вĕсене тăшмана çавăраймарĕ.
Сантăр кайса ĕлкĕреймерĕ – радиопа нимĕç фашисчĕсем Совет Союзĕ çине пĕр систермесĕр тапăннине пĕлтерчĕç…
Хурăнвар арçыннисем пĕрин хыççăн тепри çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайма тытăнчĕç. Кашни килтен – иккĕн, виççĕн…
Прокопьевсем – Çитăр пиччепе Агриппина аппа – вунă мăнукĕпе тăрса юлчĕç. Ним тума та çук: икĕ ачи фронта кайрĕ, кинĕ – пульницара. Унăн куçне çиччĕмĕш хут касмалла.
1941 çул вĕçленичченех яла вăрçăра çухалнине, паттăрла вилĕмпе пуçĕсене хунине çирĕплетекен «хура çырусем» килме тытăнчĕç. Ял çыннисем почтальонкăпа тĕл пулма хăрама тытăнчĕç. Çакăн пек çыру Прокопьевсен çемйине те килсе çитрĕ: Иван Мускава хӳтĕленĕ çапăçусенче паттăрла вилĕмпе çут тĕнчерен уйрăлнă. Ăна ыттисемпе пĕрле паттăрсен масарĕнче пытарнă.
Сантăр çинчен хыпар çук-ха…
Хусанти республикăн тĕп пульницин куç чирĕсен хирурги уйрăмĕн операцисем тăвакан сĕтелĕ çинче çамрăк хĕрарăм выртать. Сĕтел йĕри-тавра çамрăках мар профессор тата ăна пулăшаканĕсем васкамасăр та тĕплĕн хăйсен ĕçне пурнăçлаççĕ.
- Юн пусăмĕ миçе? – ыйтрĕ тухтăр.
-Тăхăрвуннă та утмăл…
- Чĕре тапăмĕ...
- Хĕрĕх пиллĕк…
- Малтанхи укола тепĕр хут тăвăр! – кăшкăрсах хушрĕ профессор.
- Тухтăр, юн пусăмĕпе чĕре таппи чаксах пыраççĕ! Мĕн тумалла?
- Мĕн тусан та пулăшаймастпăр…
- Питĕ çамрăк вĕт-ха… Операци тума тытăничченех чунĕ тухрĕ… Мĕнле хитре хĕрарăм… Вунă ача амăшĕ теççĕ… - калаçа-калаçа йĕреççĕ медицина сестрисем.
…Натали пысăк та вăрăм тоннельтен вĕçсе тухса куçне йăмăхтаракан шурă пăнча курсан тин тăна кĕчĕ. Асамлă ыйхăран вăранса хăрах куçне уçрĕ. Тепри – уçăлмасть. Вăл йывăç сакă çинче выртнине туйса илчĕ. Сивĕ. Çара ӳчĕ çине хура простынь витнĕ. Пӳлĕмре унпа юнашар вырнаçтарнă сакăсем çинче тата камсем-тĕр выртаççĕ. Хĕрарăм аллине çĕклерĕ – çĕкленет. Урине хускатрĕ – хускалать. Тăрса ларчĕ. Ăçта выртнине ăнланса илсен кăшкăрса ячĕ – сасси тухмасть. Хăй çине мĕн витнипе чĕркенсе алăк ăçта пулнине кăтартакан çутă еннелле аран-аран утрĕ…
Алăка юлашки вăйĕпе тенĕ пек тĕртрĕ те тăнне çухатса кайса ӳкрĕ…
Натали ăшă та çутă пӳлĕмре, çемçе вырăн çинче куçне уçрĕ. Ун умĕнче тăракан шурă халат тăхăннă хĕрача кăшкăрса ячĕ:
- Тухтăр! Тухтăр! Чирлĕ çын тăна кĕчĕ!
Ун патне операци тума тытăннă профессорпа ăна пулăшаканĕсем чупса пычĕç.
- Иккĕмĕш хут çуралтăн, телейлĕ хĕрарăм! Вилнисен тĕнчинчен каялла таврăнтăн! Турăçăм, санăн хăрах куçу курать мар-и? Эпир операци тума хатĕрленнĕччĕ. Натали, пире куратăн-и, илтетĕн-и?
- Кампа калаçатăр эсир, тухтăр? – терĕ Натали типсе кайнă тутине çуласа илсе.
- Санпа, Натали, санпа. Эпĕ санăн куçна малтан каснă тухтăр, Рустем Ибрагимович. Курма эсĕ мана, паллах, пĕрремĕш хут куратăн, анчах сассăм тăрăх палласа илмеллех.
- Эпĕ Натали ятлă-и? Кунта мĕнле майпа çакланнă? Кам эпĕ? Ăçтан? – ыйту çине ыйту пачĕ хĕрарăм.
- Ăнланмалла, вăл асне çухатнă, - терĕ тухтăр ассăн сывласа.
Пульницара уйăха яхăн сипленнĕ хыççăн тухтăрсем хĕрарăма килне яма йышăнчĕç.
- Килтисене пĕлтерĕр. Илме килччĕр, - терĕ профессор пулăшаканĕсене.
- Вăл вилнине çирĕплетекен телеграммăна янă хыççăн нимĕнле хыпар та пулмарĕ. Никам та килмерĕ, - терĕç лешсем.
- Çапла, тĕрĕс, эпир вăл вилни çинчен пĕлтернĕччĕ. Хăвăрах пĕлетĕр – вăрçă пырать. Телеграмма çухалма та пултарать. Вăл сывалса çитрĕ темелле. Ăна урăх операци тума юрамасть. Çитменнине, вăл хăй кам, ăçтан пулнине те пĕлмест. Унăн амнези чирĕ пуçланнă. Хăçан асне кĕрет – никам та пĕлмест. Ĕмĕрлĕхех хăйшĕн хăй ют çын пулса юлма та пултарать, - терĕ профессор.
Прокопьевсем кинĕ вилни çинчен пĕлтерекен телеграммăна виçĕ эрнерен тин илчĕç. Иккĕшĕ те хуйхăпа хытă чирлесе ӳкнĕскерсем мăнукĕсене никампа та хăварма çуккипе, укçа-тенкĕсĕр чухăнланса юлнăскерсем инçе çула тухаймарĕç. Виçĕ эрне хушшинче вилнĕ çынна пульница хăех тирпейлесе пытарчĕ пулĕ ĕнтĕ тесе те шухăшларĕç. Кинне чиркĕве кайса çурта лартса асăнчĕç. Ятарлă кĕлĕ ирттерттерчĕç.
Карчăкпа старик хăйсемшĕн мĕнле йывăр пулсан та мăнукĕсене интерната памарĕç. Хăйсем патне пурăнма Санькана чĕнсе илчĕç. Ватăсем вăл Иванăн савнийĕ пулнине шута илсе хăйсене, мăнукĕсене пăхса пурăнма шанчĕç. Пĕтĕм шанчăкĕсем Сантăр вăрçăран тĕрĕс-тĕкелех таврăнасси пулчĕ.
Тухтăрсем Наталие ятарлă интерната вырнаçтарма йышăнчĕç. Анчах Исхаков профессор ку йышăнăва хирĕç пулчĕ. Вунă çул мăшăрсăр пурăнакан тухтăр чăваш хĕрарăмне хăй килĕнче пурăнма илсе кайрĕ. Çапла майпа пĕчченлĕхрен хăтăлма, тĕпчев ĕçне малалла илсе пыма шухăшларĕ.
1941-1945 çулсем Сантăршăн тамăкра пурăннă пекех туйăнчĕç. Брянск тăрăхĕнчи шурлăхсене тăшмана хăваласа кĕртни уншăн пĕрремĕш çĕнтерӳ пулчĕ.
Сантăр понтон кĕперсем хывакан çар чаçĕнче нимĕç фашисчĕсемпе çапăçрĕ. Вăл тăракан вăрçă чаçĕ Брянск вăрманĕсенчи партизансен юхăмĕн центрĕпе çыхăнура пулса тăшмана аркатрĕ.
Александр Прокопьев – рота командирĕ – çар командованийĕнчен питĕ хăвăрт пурнăçламалли задани илчĕ. Виçĕ каçра – кăнтăрла юрамасть – Десна юхан шывĕн юппи урлă танксем каçармалли понтон кĕпер хывмалла. Хĕлле. Шартлама сивĕсем тăраççĕ. Салтаксен пĕтĕрĕнсе юхакан шăннă-шăнми шыва кĕрсе ӳксе командовани хушăвне вăхăтра пурнăçламалла. Çĕршыв патриочĕсем, темĕнле ĕç те пурнăçлама яланах хатĕрскерсем, мăй таран пăрлă шывра икшер-виçшер каç кĕпер хыврĕç. Çак тамăкра нушаланса çурри ытла çут тĕнчерен уйрăлчĕ: хăшĕсем сивĕпе шăнăр туртнăран путса вилчĕç, хăшĕсем аманса юхса кайрĕç… Çар штабĕн заданине пурнăçларĕçех. Совет çарĕн танкĕсем палăртнă вăхăтра кĕпер урлă каçса юхан шывăн тепĕр енче вырнаçнă хулана тăшмансенчен хăтарчĕç. Нумай нимĕçе тата тăшманăн çар техникине тĕп турĕç, тыткăна илчĕç. Александр Прокопьев ертсе пыракан понтон кĕпер хывакансенчен пурте тенĕ пекех Совет Союзĕн орденĕсемпе медалĕсене тивĕçрĕç. Сантăра Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлама йышăнчĕç.
Çур çултан Натали сывлăхĕ çирĕпленсе çитрĕ. Операци тумасăрах сылтăм куçĕ веçех куракан пулчĕ. Амнези чирĕ вара тыткăнĕнчен кăлармасть-ха. Вăл, хăйшĕн пачах урăх тĕнчере пурăнаканскер, профессор мăшăрĕ пулма килĕшрĕ. Рустем Исхаков унран çирĕм çул аслă пулсан та хĕрарăм хăйшĕн пĕрремĕш юрату туйăмĕпех юратса пăрахрĕ.
Профессор мăшăрне Мускаври паллă куç тухтăрĕсене, невропатологсемпе психотерапевтсене кăтартса сиплев курсĕсем йĕркелерĕ. Наталишĕн çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ. Вăл хăрах куçпа курать пулин те çут çанталăк илемĕпе киленсе пурăнма тытăнчĕ. Амнези чирĕ парăнмарĕ-ха…
 
(Малалли пулать.)
 
: 838, Хаçат: 11 (1207), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: