Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Мыскара)
 
Эрех-сăра ярать Раман!
Туйра пулсан – эс те яран.
«Мĕн панине кӳпсе ларан!»-
Часах илтет вăл арăмран.
 
«Кӳпсе? Ку маншăн ресторан!
Черкки-курки те кумаран.
Лăпăртатса кунта ларан!
Туйра лĕрккес-и ман уйран?»
 
Айван çын мар-ха вăл Раман,
Çапах пуçра – хура вăрман.
…Раман, эй, чарăн, мĕн тăван?
Пальтосăрах тухса каян!
 
Тулта урать ав çил-тăман,
Саркаланан эс пĕр урам.
Ура çинче тăран аран,
Мăкăртатăн, макăран.
 
Тытса тăратăн юпаран,
Хырăмупа ăна хыран.
Сăран жилет сан – çурмаран,
Çакланнă вăрăм пăтаран.
 
Ак арăм тухрĕ те туйран –
Пырать вăл шыраса хыçран.
…Раман, ăна аран куран,
Çапах кĕрет сас хăлхаран.
Калать леш: «Мĕн туса тăран?
Е кайрăн-и тăнран, вăйран?
Ку сивĕре кама шыран?
Ав алăк, кĕр-ха хапхаран!»
 
Мĕн пулнă-ха сана, Раман?
Аран кĕретĕн алăкран,
Унтан кутпа кайса ларан,
Упаленен тăват уран.
 
Парать ак арăм çамкаран –
Вут-çăлтăр тухрĕ пит-куçран!
«Тăр-ха, шуйттан! Вăран, мăран!
Мана ялан тарăхтаран!
 
Илсе тухам-ха кухньăран,
Сана уйран кӳрсе парам.
Кайран «Айран» яран мăйран,
Ухмах пуçна урăлтаран».
 
Раман Раманччă! Эх, Раман!
Эрех кӳпсе нуша куран!
Куçу çинче кăвак суран,
Ма арăмна эс уртаран?
 
Пуçна хыратăн ак ыран:
"Тукмак туянтăм арăмран!
Усси çук ку эрех-сăран!"
...Ĕçесчĕ малашне «Айран»!
 
: 830, Хаçат: 11 (1207), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: