Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Пуш уйăхĕн 16-31-мĕшĕсенче Ульяновскра «Мир, Эпоха, Имена…» ятпа пĕтĕм тĕнчери 51-мĕш музыка фестивалĕ иртмелле. Ăна тĕнчипе паллă Джузеппе Верди композитор çуралнăранпа 200 çул çитнине халалланă.
Хуламăрăн чи лайăх керменĕсенче тĕнчипе паллă çăлтăрсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç: Руаль Прието-Рамирес органист, Фабио Мастранжело дирижёр, опера юрăçи Антония Чифроне (Итали), Даниил Крамер джазмен, Сергей Накаряков (Германи) трубач.
Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче куракансем Джузеппе Верди лартнă «Травиата» оперине курса киленĕç. Ăна итали чĕлхипе Т.Г. Шевченко ячĕллĕ Украина Халăх опера юрăçисем тата Саратоври академи театрĕн оперăпа балет хорĕ юрлĕç. Солисчĕ – Ульяновскри филармони юрăçи Алёна Гуляева. «Травиата» оперăна пĕрремĕш хут Венецире 1853 çулта лартнă.
Чĕмпĕрсем çаплах С.В. Рахманинова халалланă камера музыкин тата Даниил Крамерпа Ульяновскри «Академик Бенд» джаз ушкăнĕн концерчĕсене курĕç.
Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пулас фестиваль пирки çапла каланă:
- «Мир, Эпоха, Имена…» фестиваль чĕмпĕрсенче мăнаçлăх туйăмĕ çураттăр, çамрăксем облаçран тухса ан кайччăр, музыка шкулĕсене вĕренме кĕччĕр.
 
: 864, Хаçат: 11 (1207), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: