Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ хулари "Руслан" кермен çумĕнчи «Эревет» юрă ушкăнĕн ертӳçине Станислав Толстова чăваш юрри-кĕввине халăхра сарассишĕн нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Культура ĕçченĕсен кунĕнче – пушăн 25-мĕшĕнче – облаçри культура управленийĕн пуçлăхĕ Т.Мурдасова Хисеп грамоти парса чысланă.
 
Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕн ĕçне тĕрĕслеççĕ
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тивĕçтерекен пĕтĕмĕшле çуртăн нушисемшĕн (ОДН) илнĕ укçан калăпăшне çĕнĕрен пăхса тухма, унăн ĕçне тĕплĕн тĕрĕслеме хушнă.
«Патшалăх тата право сыхлакан органсен пĕр пулса халăха çуртсен хуçисен пуçтахлăхĕнчен хăтарас пулать. Эпир шалти ĕçсен управленийĕ пуçарăвĕпе полицин ятарлă уйрăмне йĕркелерĕмĕр. Вĕсен тĕллевĕ – саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртасси,- тенĕ кĕпĕрнаттăр. Унсăр пуçне вăл нормăпа право акчĕсене улшăнусем кĕртме сĕннĕ. Экспертсем каланă тăрăх, тӳлев хакĕсене тепĕр хут пăхса тухсан çуртсен хуçисен айăпĕн калăпăшĕ паллă пулать, тăкаксене вара вĕсен хăйсен шутĕнчен саплаштарма тивет.
Саккуна пăснă тĕслĕхсемпе тĕл пулсан специалистсем экономика хăрушсăрлăх управленине 8 (8422) 27-35-22 номерпе шăнкăравлама ыйтаççĕ.
Хуçалăх тытăмĕ – патшалăх харпăрлăхĕ пулмалла
Çапла шутлать Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов.
-Паянхи çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи йĕркесĕрлĕх ăна пĕтĕмĕшлех харпăр хуçасен аллине панипе пулса пырать. Çак отрасле ертсе пыракан компанисем халăхшăн мар, ытларах тупăш илессишĕн тăрăшаççĕ. Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕ пысăк услама çаврăнчĕ. Унти ертсе пыракан компанисене нимĕнле майпа та тĕрĕслесе тăма май çук. «Çӳлтен» кăна тĕрĕслесе тăни çителĕксĕр, çак ĕçе «аялтан» та тишкерсе тăмалла. Çак тĕллевпе çывăх вăхăтра эпир федераллă правительствăна çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмне пĕтĕмĕшлех патшалăх харпăрлăхне куçарас тĕллевпе сĕнӳсем тăратасшăн, - тет кĕпĕрнаттăр.
Регион пуçлăхĕ облаçăн энергетика, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствине Раççей Федерацийĕн правительстви умне тăратмалли сĕнӳсем хатĕрлеме хушнă.
Юристсем пулăшу кӳнĕ
Çак кунсенче юридици пулăшăвне тӳлевсĕр паракан кун иртнĕ.
Юридици сĕнĕвне регион правительствин, облаçри адвокат тата нотариат палатисен, Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕн регионти уйрăмĕн пысăк пĕлӳллĕ специалисчĕсем, Ульяновскри аслă шкулсен вĕрентекенĕсем тата студенчĕсем панă. Тĕрлĕ ыйтусемпе пурĕ 300 яхăн вырăнта йышăннă.
Ульяновск облаçĕн правительствин председателĕн тата кĕпĕрнаттăрĕн обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче (Ленин лапамĕ, 1-мĕш çурт) правительствăри патшалăхпа право департаменчĕн специалисчĕсем пулăшу ыйтакан çынсемпе ĕçленĕ.
 
: 1029, Хаçат: 12 (1208), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: