Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Алексей Васильевич Архипов – «Ĕçре палăрнăшăн» (1986) медаль кавалерĕ тата Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1998) – 1966 çулта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Пăва районĕнчи «Гигант» колхозра хăйне ял хуçалăх ĕçĕсенче тĕрĕслесе пăхма тĕллев лартать. Вăл начар вĕренмест, уйрăмах математика çинче никĕсленсе тăракан ăслăлăхсемпе кăсăкланать. Район шайĕнче иртекен олимпиадăсенчен пĕр хут çеç мар çĕнтерӳçĕ пулса таврăнать. Ашшĕ çулĕпе кайса выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ пулма ĕмĕтленет. Вĕренме кĕриччен хăй тĕрĕс çул çине тăнине çирĕплетме колхозри чи йывăр ĕçсенче пиçĕхессинчен тытăнать.
 
А.В.Архиповăн ашшĕ – Василий Архипович – 1941-1945 çулхи Аслă вăрçă вăхăтĕнче, вăрçă пĕтсен тата икĕ çул çĕршыври «курăнман фронтра» нефтьпе газа ĕçе кĕртекен чи пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсене сыхланă. Вăрçăччен вăл ветеринари техникумĕнче вĕреннĕ. Хăй специальноçĕсĕр пуçне сакăрвунна çитиччен трактор бригадин бригадирĕнче вăй хунă. Мăшăрĕпе – Анастасия Прохоровнапа – пилĕк ача çут тĕнчене парнеленĕ, пурнăç çулĕ çине тăратнă.
Алексей Архипов ял хуçалăх ĕçĕсенче туптанса куçăмсăр майпа Хусанти ветеринари институтĕнче пĕлӳ илет. Çакăн пек вĕренӳ яша тивĕçтерсех каймасть. Вăл тата тарăнтарах пĕлӳ илес шутпа 1969 çулта Ульяновскри ял хуçалăх институтне куçăмлă майпа вĕренме кĕрет. 1974 çулта аслă пĕлӳллĕ «ăсчах зоотехник» (диплом тăрăх) пулса тăрать.
- Эпĕ ăслăлăх тĕнчипе çыхланма тĕллев лартман. Аслă пĕлӳ илсе ял хуçалăхĕпе çыхăннă производствăна çакланма ĕмĕтленнĕ. Шухăшăма ăнланса институтран мана «Красная звезда» чăх-чĕп совхозне (Аслă Ключище ялĕ) бригадир ĕçĕсене пурнăçлама ячĕç. Краснодарти ял хуçалăх институтĕнче икĕ уйăх чăх-чĕп ĕрчетес ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене ăшăма хыврăм. Кун хыççăн тин мана зоотехник должноçне çирĕплетрĕç. Кайран аслă зоотехник тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнтăм. Ăс-тăнăмпах чăх-чĕп ĕрчетекен пулса тăтăм, - каласа пама тытăнчĕ Алексей Васильевич.
Ентеш кĕтречĕн çăлтăрĕ çак ĕçрех çутăлать. Кунта вăл Мускав облаçĕнчи Загорскра чăх-чĕп ĕрчетекенсен техникумĕнчен вĕренсе тухнă, вырăнти совхозри инкубаторта чĕпсем кăларакан цехăн заведующийĕнче вăй хуракан Людмила Романовна Благодировапа паллашать. Çамрăк ĕçченсен хутшăнăвĕнче юрату тымар ярать. 1975 çулхи Çĕнтерӳ кунĕ çĕнĕ çемье чăмăртанать. Вĕсене хăтлă хваттерпе тивĕçтереççĕ.
1976 çулта «Красная звезда» чăх-чĕп совхозĕн никĕсĕнче «Большеключищенская» чăх-чĕп фабрики йĕркеленет. А.В.Архипов малтан тĕп зоотехникра, 1989 – 2002 çулсенче директорта вăй хурать.
Çĕнетӳ тапхăрĕ малалла тăсăлать, «Ульяновскптицепром» предприяти йĕркеленет. Алексей Архипова производство управленийĕн пуçлăхне çирĕплетеççĕ.
Çак тапхăрта «Ĕçре палăрнăшăн» медале тата «Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ ентешĕмĕре Ульяновск районĕн пуçлăхĕн çуммине çирĕплетеççĕ.
Икĕ çултан каллех çĕнĕ ĕç вырăнĕ – «Облагропромсоюз» (пахча çимĕç, улма-çырла, çĕр улми çитĕнтерекенсене ертсе пыракан пĕрлĕх) организацин тĕп директорĕ.
Ĕç вырăнĕсем икĕ-виçĕ çул урлă улшăнсах тăраççĕ: Чартаклă районĕнчи (Мирный посёлок) Ульяновск чăх-чĕп фабрикин директорĕ; «Стройпластмасс – Агропродукт» (Салмановка ялĕ) хуçалăхăн тĕп директорĕ; Ульяновск чăх-чĕп фабрикин (Аслă Ключище) директорĕ.
2006 çулта «Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттерме хастар хутшăннăшăн» медале тивĕçет. А.В.Архипов 2008 çулта тивĕçлĕ канăва кайсан та 2011 çулччен юлашки должноçра вăй хурать.
Чăх-чĕп ĕрчетекенсен çемйинче икĕ хĕр ӳссе çитĕннĕ: Наталья тата Ольга. Вĕсем иккĕшĕ те аслă пĕлӳллĕ, асли – экономистра ĕçлет, кĕçĕнни - Федераллă регистраци службинче.
Людмила Романовна та Ĕç ветеранĕ. Пĕр çĕрте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. Архиповсен виçĕ мăнук. Пысăк хуçалăх тата çĕр лаптăкĕ: пахча çимĕç, улма-çырла ӳстереççĕ, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк тытаççĕ.
- Ĕçсĕр лараймастпăр, ĕç çинче тытăнса тăрса хамăра ватлăхран сыхлатпăр, - теççĕ Архиповсем.
 
 
Ульяновск районĕ,
Аслă Ключище ялĕ.
 
: 975, Хаçат: 12 (1208), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: