Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сăр районĕнчи Сартунка тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем пĕрле пуçтарăнса Çăварни уявне ирттерчĕç. Ульяновскран килнĕ хăнасене Архангельски ялĕнчи вулавăш çумĕнче алтăр сăрапа, çăкăр-тăварпа, «Пире тăван кĕтсе тăрать» юрă юрласа кĕтсе илтĕмĕр.
Вулавăшра Ульяновск облаçĕ 70 çул тултарнине, И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ чăваш писателĕсен, поэчĕсен, ӳнерçисен кĕнеки-журналĕ куравĕпе паллаштартăм. «Канаш» хаçат пирки каласа патăм.
Çăварни пуриншĕн те питĕ пысăк та савăнăçлă çурхи уяв. «Çăварни» сăмахăн пĕлтерĕшĕ, «Çăварни ĕçки карма çăвар», «Çăварни çăварне карса килет», «Çăварни чупас килет пулсан, лашуна пăхма ан ӳркен» сăмах çаврăнăшĕсен пĕлтерĕшĕсем çинче чарăнса тăтăм.
Хăнасене хам çуралса ӳснĕ Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинче çак уява еплерех ирттернипе паллаштартăм. Пирĕн ял авалхи чăваш тĕнĕпе пурăнать. Аттепе пĕртăван аппа О.А.Бикмендеева аса илĕвĕсемпе те усă куртăм.
Мăн асатте-асанне йăлипе Çăварние тăрăшса хатĕрлентĕмĕр, сăра вĕретсе, шăрттанпа чăкăт, çуллă икерчĕ пĕçерсе.
Халĕ ĕлĕкхи çăварни юррисене ас тăвакансем çукпа пĕрех. Çавăнпа Чăвашкассинче çырса илнĕ юрăсен аудиоçыравне итлерĕмĕр. Ульяновск хăни Галина Юркина баянпа каласа хăй çырнă Çăварни юррине юрласа пачĕ.
Никитино ялĕнче пурăнакан Марийăпа Александр Карзановсем, Лариса Баскакова; Чеботаевкăра бригадирта ĕçлекен Роза Емельянова, Рона Петрова илемлĕ чăваш юррисем шăрантарчĕç.
Сĕтел тавра пухăнса ларсан 20-25 çул каялла Архангельскинче Çăварние палăртнине аса илтĕмĕр. Ун чухне çунасене, лашасене илемлетсе катаччи чупаттăмăр, çырмара кут çине ларса ярăнаттăмăр.
 
 
Сăр районĕ,
Архангельски ялĕ.
 
: 884, Хаçат: 12 (1208), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: