Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Кунтикавра та çулсерен хĕллене ăсатса çуркуннене кĕтсе илеççĕ. Вырсарникун мĕнпур ял халăхĕ Çăварние пухăннăччĕ. Илемлĕ пултăр тесе кунта шкул ачисем, вĕрентӳçĕсем, ял администраци ĕçченĕсем çанă тавăрса ĕçлени куçкĕрет – Çăварни хули ӳссе ларнă.
Уява килнисене питĕ пуян та анлă кану программи килĕшрĕ. Хăнасене, ашшĕ-амăшĕсене уйрăмах Кунтикав вăтам шкул ачисен концерчĕ килĕшрĕ. 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем тĕрлĕ халăх тумĕсене тăхăнса сăвă-юмах каларĕç, ташларĕç, юрларĕç. Уява вулавăш пуçлăхĕ Ирина Сидоровапа шкул директорĕн ăспару енĕпе ĕçлекен çумĕ Наталья Пиколова ертсе пычĕç. Вĕсем пухăннисем тĕрлĕ ăмăртусене хастар хутшăнччăр тесе нумай тăрăшрĕç, пĕрле кулма-савăнма чĕнчĕç. Çăварни никама та тунсăхласа ларма памарĕ. Купăс каласа юрларĕç, такмакласа ташларĕç. Çĕнтерӳçĕсене палăртса хăварчĕç: чи чаплă купăсçă – Василий Курамшин, михĕпе хăвăрт чупакан – Анатолий Еленкин, канат туртса Чукун çул урамĕнче пурăнакансем, шкул ачисем хушшинче – хĕрачасем. Йĕлтĕрпе, çунашкапа чупнă çĕре питĕ нумай çын хутшăнчĕ. Ăмăртусем вăрах пычĕç. Пурне те кăвайт çинче пĕçернĕ пулă яшки килĕшрĕ. Мĕнле Çăварни вăл – икерчĕпе вĕри чейсĕр! Уяв иртсе каякан хĕллен паллине – Катемпие çунтарнипе вĕçленчĕ. Уяв йĕркелӳçисене савăнăç парнеленĕшĕн тав турĕç.
 
: 989, Хаçат: 12 (1208), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: