Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Ульяновскмебель» производство пĕрлешĕвĕнчи сĕтел-пукан музейĕ – облаçра чи пысăкки. Ăна йĕркелеме шутлаканĕ, пуçараканĕ, укçа-тенкĕ тăкаклаканĕ – директорсен канашĕн председателĕ, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ А.Г.Еленкин.
 
Паллах, пĕр кун хушшинче пулса тăман ку музей. Япаласене хуллен-хуллен икĕ çула яхăн пуçтарнă. Кун пек пысăк та тĕлĕнмелле сĕтел-пукан музейĕ эсир урăх ниçта та кураймастăр. Экспонатсене 500 тăваткал метр лаптăкĕ çинче вырнаçтарнă. Уйрăм-уйрăм кăна çакса-лартса тухман вĕсене. Пирĕн çĕршыв çыннисен пурнăçĕн тĕрлĕ тапхăрĕсем çине пайланă. Музей ĕçченĕ Анна Дороднова кунта миçе экспонатне те тĕрĕс калама çук тет – питĕ нумай! Пысăккисем кăна 70 ытла.
Чи малтан 19-мĕш ĕмĕрти хресчен пӳрчĕн ăш-чиккипе паллашатăн. Кунта пир тĕртмелли станок, арча, кăкшăм-чӳлмек, арламалли урапа, хултăрчă, кĕнчеле, сăпка тата ыттине курма май пур. Малалла 1940-50 çулсенчи хулари коммуналлă хваттер, 50-60 çулсенчи хваттер, 1970-мĕш çулсенчи кухньăпа, 1980-мĕш çулсенчи ача-пăча пӳлĕмĕпе тата хваттер ăш-чиккипе паллашма май пур.
1980-мĕш çулсенчи «дефицитсем» те – кунтах: «Свияга» гарнитур, «Волга» тата «Симбирск» стенкăсем. Хăй вăхăтĕнче çынсем вĕсене туянас тесе малтанах çырăнса хунă, лавкка алăкĕ умĕнче черет тăрса çĕр каçнă. Куна аслăраххисем астăваççĕ-ха. Сăмах май, кунти «Симбирск» тĕрлĕ тĕслĕ пайсенчен тăрать, çавăнпа та пĕр тĕслине шыраççĕ. Камăн пур – шăнкăравласа пĕлтерме, унта кайса пама пултарать.
Экскурси вĕçĕнче сире 19-мĕш ĕмĕрти питĕ сайра тĕл пулакан сĕтел-пукан кĕтсе тăрать: урайне лартмалли çӳллĕ тĕкĕр, кĕнеке шкапĕсем, буфет, диван… Вĕсене В.Н.Баранов ăстан ылтăн алли перĕннĕ хыççăн – пăхса ытарма çук.
Чĕмпĕрти И.Я.Яковлев музей-хваттерĕнче ларакан «Тет-а-тет» пукан пекки те пур кунта. Ăна А.Г.Еленкин шăпах унтан курса килнĕ. Ку пукана конвейер çинче тума çук, ăна алăпа ăсталанă. Çакăн пеккине тепĕрне Анатолий Георгиевич Чăваш Республикин Пуçлăхне М.В.Игнатьева парнеленĕ.
Экспонатсене тĕрлĕ майпа пуçтарнă: пĕрисене ырă çынсем панă, теприсене укçалла туяннă, виççĕмĕшсене вара хуçисем вăхăтлăха усă курма панă. Çĕлекен «Зингер» машина вара çырмара йăваланса выртнă. Илсе килсе юсанă та – халь унпа çĕлеме те пулать.
-Пирĕн музее йĕркелени – хамăр предприяти историйĕ çине тата сĕтел-пукан тăвас ĕç çине çĕнĕлле пăхни, - тет Анатолий Георгиевич. - Эпир кунта хамăр предприятире тĕрлĕ вăхăтра кăларнă сĕтел-пукана çеç мар, килте куллен кирлĕ пулакан хатĕр-хĕтĕре те пуçтарма тăрăшрăмăр. Вĕсем пĕрлешсе пĕтĕмĕшле курăну тăваççĕ, обществăн тĕрлĕ тапхăрĕсене сăнласа параççĕ, куракансене иртнĕ саманана тавăраççĕ, хваттер ăш-чикки çулсем иртнĕçемĕн мĕнлерех улшăнса пынине уçăмлăн кăтартаççĕ. Ку музей сĕтел-пукан тăвас йăла-йĕркене, кивĕ традицисене малалла аталантарĕ. Çамрăксем ку ĕçпе кăсăкланĕç тесе шутлатпăр.
Музей предприятин культура центрĕ пулса тăнă. Кунта ĕçе вырнаçакансем тӳрех çакăнта килеççĕ, историпе паллашаççĕ. Çакăнтах ветерансем тĕлпулусем ирттереççĕ, хăйсен ыйтăвĕсене сӳтсе яваççĕ, шкул ачисем вара экскурсие çӳреççĕ. Мăшăрланакансенчен ЗАГС хыççăн кунта килекенсем те чылай, вĕсем сайра тĕл пулакан сĕтел-пукан çине ларса сăн ӳкерĕнеççĕ. Кунта патшалăх музейĕсенчи пек çирĕп йĕрке çук, кашни экспоната тытса пăхма пулать, ун çине ларма та чармаççĕ. Музей ĕçченĕ кашни япалапа тĕплĕн паллашăр, аллăра тытса пăхăр тет. Ятарласа вырăс халăх тумне тупса хунă, ăна тăхăнса кашни çын çакăнта сăн ӳкерĕнме пултарать. Малашне, тен, чăваш халăх тумĕ те пулĕ…
-Пирĕн музее йĕркелесе пĕтернĕ теме çук-ха. Ĕçсем малалла пыраççĕ. Камăн килĕнче кивĕ сĕтел-пукан пур – пирĕн пата шăнкăравлама пултарать. Эпир пырса куратпăр, илсе килетпĕр. Питĕ сайра тĕл пулакан тата хаклă япаласемшĕн укçа тӳлеме те пултаратпăр. Музей Нефтяниксен тăкăрлăкĕнче 12-мĕш çуртра (проезд Нефтяников, 12) вырнаçнă, - тет А.Г.Еленкин.
 
: 956, Хаçат: 12 (1208), Категори: ceнeлeх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: