Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Редакци тĕпелне ĕлĕкхилле кутамкка çакнă çулланнă çын кĕчĕ. Шурсухал шӳтле-мĕнле пирĕнпе калаçа пуçларĕ. Алексей Сергеевич Спиридонов Тăхăрьял тăрăхĕнчи Чăваш Киштекре 1933 çулта çуралнă. Пушăн 23-мĕшĕнче вăл 80 çул тултарчĕ.
 
-Эпĕ ахаль колхозник çемйинче çуралнă. Çав усал вăрçă пуçлансан ачалăхăм пĕтрĕ вара. Вуннă тултарнă-тултарман колхоз ĕçне тухнă. Мĕнпур ĕçе хăнăхнă. Хире пучах пуçтарма çӳренĕ чух тата пĕчĕкрех пулнă-ха…
1952 çулта çар комиссариачĕ мана Мускава ĕçлеме ячĕ. Виçĕ çул çурă стройкăра вăй хума тиврĕ. Эпĕ Кремльте те пулнă, - терĕ вăл. – «Мосэнерго» организацире ĕçленĕ чух Кремль тата ытти патшалăх çурчĕсене талккăшĕпех кабель тăсрăмăр. Кашни алăк умĕнче хурал тăрать, пире тĕплĕн тĕрĕслемесĕр кĕртмеççĕ.
Мускавра Алексей Сергеевич хăй юратăвне тупать. Надежда Белова Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнчен иккен. Çавăнтанпа пĕр-пĕринчен уйрăлман вĕсем. Мускавра çырăннă. 58 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Мускавран Спиридоновсем Шумовка ялне килсе тĕпленеççĕ. Алексей Сергеевич колхозра техника валли çункăч материалĕсем турттарать.
1966 çулта çемье Ульяновск хулине куçса килет. Пĕчĕк çурт туянать. Мăшăрĕ Ленин район администрацине техничкăна вырнаçать. Çемье пуçĕ – гидромеханизаци управленине — слесаре. Çакăнта вăл 20 çул вăй хурать.
Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн — 56 çул. Спиридоновсем икĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Кашни пĕрер мăнук парнеленĕ.
Алексей Сергеевич – 3-мĕш ушкăн инваличĕ, тыл тата ĕç ветеранĕ. «Канаш» хаçата юратсах вулать.
Юратнă вăхăчĕ – çуркунне. Пахча юр-шуртан тасалсан Спиридоновсем унта васкаççĕ. Вĕсен унта çĕр, çурт та пур. «Ăшă каçсенче вара киле пачах таврăнмастпăр, çакăнтах выртса тăратпăр. Çĕрпе аппаланнă чух çул ӳсĕмĕ синчен мансах каятпăр. Çуркунне, çут çанталăкпа пĕрле мĕнпур хурт-кăпшанкă чĕрĕлсен, ватăсене те чун кĕрет,- тет кăмăллăн кулса шурсухал.
 
: 885, Хаçат: 12 (1208), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: