Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче 17-мĕш наци вулавăшĕнче облаçри чăвашсен И.Я. Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществин анлă ларăвĕ иртрĕ. Правленин ертӳçи Алексей Мордовкин çулталăкри ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчёт туса пачĕ.
 
Кĕске истори. Кун пек общество чăваш тĕнчинче пĕртен-пĕрре. Унăн пулас проектне чи малтан Чăваш Енри чăваш юхăмĕн хастарĕ В.П. Станьял иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче «Çамрăк коммунист» хаçатра пичетлесе кăларнăччĕ. Шел, чăвашсен шĕкĕр хулинче вăл проект пурнăçланаймарĕ. Хаçатăн çав номерне эпĕ Чĕмпĕрте чăваш юхăмне пуçарса янă хастар çынна Иван Сергеевич Кирюшкина кăтартрăм. Вăл Виталий Петрович шухăшне хапăлласах ярса илчĕ. Ырларĕ çех мар, эпир ăна вăраха ямасăр хамăр патра пурнăçа кĕртме пултартăмăр. Çапла вара çĕнĕ общество саккунлă вăй илчĕ. Вăл çуралнă кун – 1989 çулхи утă уйăхĕн 11-мĕшĕ. 1992 çулхи чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче облаçри чăвашсен пĕрремĕш конференцийĕнче облаçри чăвашсен обществăлла Канашĕ йĕркеленчĕ. Кун хыççăн РФ «Наципе культура автономийĕ çинчен» йышăннă саккунпа килĕшӳллĕн, облаçри чăваш юхăмĕ культура автономийĕ (УОЧНКА) таран ӳсрĕ. Унăн учредительнăй конференцийĕ 1997 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче иртнĕччĕ. 2003 çултанпа УОЧНКА ĕçтăвкомне В.И. Сваев ертсе пырать.
 
 
Чăваш юхăмĕн ларăвĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ культурăпа çут ĕç обществин тӳпи те пĕчĕк мар. Общество членĕсем хушшинче УлППУ преподавателĕсем, вĕрентӳçĕсем, писательсем, журналистсем, таврапĕлӳçĕсемпе ӳнерçĕсем, чăваш халăх академикĕсем, спортсменсем, скульптор та пур. И.Я. Яковлев обществăн членĕсем кӳршĕ республикăсенчи ĕçтешĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ, халăх уявĕсене — чăваш юррисен фестивалĕсене, субботниксемпе Акатуй вăййисене хутшăнаççĕ. Кĕрешӳ федерацийĕ ăнăçлă ĕçлет (ертӳçи В. Софронов). Сакăр шкулта музей йĕркеленĕ. 17-мĕш вулавăшра чăваш кĕнекисен фончĕ ӳссе пырать. Халĕ унта 900 ытла чăваш кĕнеки упранать. Вулакансен йышĕ — 350 çын. «Шевле» литпĕрлешӳ членĕсемпе таврапĕлӳçĕсем кăна юлашки çулсенче 80 ытла кĕнеке çырса кăларнă. Тин çеç Иван Кирпичников хăйĕн çĕнĕ ĕçне вулакансем патне çитернĕ. Чăваш халăх академийĕн ĕçне Николай Розов тивĕçлĕ йĕркеленĕ. Николай Кондрашкин скульптор чăвашсен пирвайхи хĕрарăм поэчĕн Ваççа Аниççин Асăну хăмисене ăсталаса Анат Тимĕрçенти вăтам шкула тата Димитровградри таврапĕлӳ музейне парнелерĕ. 17-мĕш вулавăша И.Я. Яковлев вĕренекенĕ пулнă П.М. Миронов бюсчĕ илемлетет. Патриархăн тепĕр вĕренекенне, «Тăхăр ял» кĕнеке авторне Г.Т. Тимофеева асăнса палăк уçни чăваш тĕнчин культура пурнăçĕнчи тепĕр паллă пулăм пулса тăчĕ. Ку уяв мĕнле иртнине залра ларакансем экран çинче курма пултарчĕç.
Çаплах Аслă Нагаткин ял историйĕ çинчен фильм кăтартрĕç. Ăна çак шкулта виççĕмĕш класра вĕренекен Любовь Сультеева ăнлантарса пычĕ.
Майна районĕнчи Чӳрекел ялĕнчи вăтам шкулта ĕçлекен Л.Ф. Ярославская хăйĕн вĕренекенĕсене илсе пынă. Вĕсем чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç.
Таврапĕлӳçĕсен ертӳçи Николай Казаков хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Вăл çамрăк тĕпчевçĕсене вырăнти ятлă-сумлă ватăсемпе ĕçлеме чĕнсе каларĕ, авалхи чăвашсем йăлара усă курнă япаласен музейне уçма сĕнӳ пачĕ, Пётр Рахманов çулçӳревçĕн пуçарăвне ырларĕ.
«Чăнлă рабочи посёлокĕнчи вăтам шкулта 207 чăваш ачи вĕренет. Вĕрентӳçĕсем хушшинче те чăвашсем пур. Çав вăхăтрах кунта чăваш чĕлхипе литературине факультатив мелĕпе те пулин вĕрентмеççĕ, - терĕ Алексей Власов. – Кӳршĕри Телешовка шкулĕнче те çавнашкал лару-тăру. Унта 29 чăваш ачи. Пĕр вырăс учителĕ те çук. Чăваш чĕлхи урокĕсем вырăнне физкультура урокĕсем иртеççĕ».
Ревизи комиссин председателĕ пулнă май Алексей Власов обществăна пĕр пус та укçа кĕменни çинчен каларĕ.
УОЧНКА ертӳçи В.И. Сваев кăçал И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине палăртнă май патриархăмăр пуçарнă чăваш ĕçне, унăн пурнăçĕпе еткерлĕхне ытларах тĕпчесе сарас тĕллевпе туса пымаллине пусса палăртрĕ:
-Чăвашсем пурăнакан кашни ялтах, кашни шкултах çав чаплă куна халалласа уявсем ирттермелле. Тăван чĕлхене вĕрентекенсен унăн Халалне тĕпе хурса ĕçлемелле. Вăл яланах, кĕлĕ кĕнеки пек, ал айĕнче пулмалла. Ун чухне кăна эпир тăван чĕлхене тĕрĕс-тĕкел упраса хăварма пултаратпăр,- терĕ вăл.
Ларăва УлППУри чăваш уйрăмĕнче вĕренекен хĕрсен ушкăнĕ илем кӳчĕ. Лидия Кирюшина (Кудрявцева) сăмах тухса каларĕ. Унăн сăмахне чăваш ушкăнне ертсе пыраканĕ, филологи наукисен кандидачĕ Елена Нагорнова та çирĕплетрĕ.
Ларура Михаил Аляпкин таврапĕлӳçĕ тата Николай Кондрашкин тухса калаçрĕç. Темиçе кĕнеке авторĕ Борис Улендеев чăвашла-вырăсла çăрса калаçнине питлерĕ, çамрăксене тăван чĕлхене çине тăрсах тĕпчеме чĕнчĕ.
Николай Казаков И.Я. Яковлевăн вĕренекенĕ пулнă, нумай çул Пушкăрт чăвашĕсем хушшинче ĕçлесе пурăннă, тĕнчипе чапа тухнă математикăн Павел Миронович Мироновăн ятне «Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ят парса вилĕмсĕрлетме сĕнчĕ. Алексей Власов Каша ялĕнче чăвашсен паллă писателĕн Владимир Сатайăн палăкне уçас ыйтăва çĕклерĕ.
Ларăвăн пĕтĕмлетĕвне тунă хыççăн общество хастарĕсене Хисеп тата Тав хучĕсем парса чысларĕç. Çав чыса тивĕçлисем хушшинче эпĕ те пултăм.
 
: 892, Хаçат: 12 (1208), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: