Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Паян ялсенчи ача сачĕсене шкул çурчĕсене куçарас тапхăр пырать. Кĕç-вĕç шкула пыракан ачасем пĕлӳ çурчĕн çунатти айĕнче выляни-кулни нимĕнле çылăх та мар. Ача пахчин заведующийĕн ĕçне те шкул директорне шанса панă.
 
Вăта Тимĕрçен ялĕнчи ача сачĕ шкул зданине районта чи малтан куçарнисенчен пĕри. Шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕ 1997 çултанпах икĕ хутлă çуртра вырнаçнă. Воспитателĕ – Федосья Маслова – хăйĕн тивĕçне юратса пурнăçлать.
Федосья Николаевна пӳлĕм варрине пĕчĕк пукан çине ларнă. Ун йĕри-тавра шăпăрлансем пухăннă та çăварĕнчен тинкерсе тимлĕн итлеççĕ. «Юмах ятăм –юптартăм», - тет йăваш, çепĕç сассипе ача пăхакан. Иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнче вăл кунта.
– Эпĕ Вăта Тимĕрçен ялне кин пулса килнĕ, - терĕ Федосья Маслова. - Çураласса кӳршĕри Майна районĕнче Чӳрекел ялĕнче 1959 çулхи çăвăн 18-мĕшĕнче çуралнă. Лидия Фёдоровна Ярославская ман вĕрентекен пулнă. Хисеплетĕп ăна. Тен, çавăнпах пуль эпĕ те вĕрентекен ĕçне суйласа илтĕм. Тăван шкулта вăй хума пуçларăм. Пĕр вăхăтрах куçăмсăр мелпе Ульяновскри патшалăх педагогика институтĕнче вĕрентĕм. Качча кайсан Вăта Тимĕрçенте пурăнма пуçларăм. Шкулта педагогсем кирлĕ мартан мана ача садĕнче ĕçлесе пăхма сĕнчĕç. Ĕç вырăнĕ шкулта та пуласса шанса ĕçе кӳлĕнтĕм. Çапла майпа 1985 çултанпа ман пурнăç шăпăрлансемпе çыхăннă. Ача сачĕ пирĕн ялан хисеплисен шутĕнче пулнă-ха. Маларах ача сачĕн заведующинче, каярах, паянхи кунччен – воспитательте. Пĕр хушă ача пахчи хуçалăхăнччĕ. Ю.Ф.Горячев вăхăтĕнче ăна каллех бюджета пачĕç. Хуçалăх тытса тăрайми пулсан районти халăх вĕрентĕвĕн пайĕ хăй хӳттине илнĕ. Паян пирĕн ача пахчине хамăр ялти 3-7 çулхи ачасем пурте тенĕ пекех çӳреççĕ. Тен, аякри урамсенче пурăнакан 3-4 ачана çеç инçе тесе леçеймеççĕ пулĕ. Садикра ачасем аван аталанаççĕ, тутлă çиеççĕ (пирĕн уйрăм повар пур), вулама-çырма, пĕр-пĕринпе хутшăнма хăвăрт хăнăхаççĕ. Районти тата облаçри «Путене» конкурса та ман ачасем тăтăш хутшăнаççĕ. Кăçал Оля Лапшина Аслă Нагаткинран чăваш ачисен «Путене» ăмăртăвĕн дипломĕпе таврăнчĕ. Хĕрачан сасси шăпчăк сасси евĕр уçă, янăравлă.
Вăта Тимĕрçен ача пахчинче халиччен пĕр воспитатель çеç пулнă пулсан кăçалхи вĕренӳ çулĕнчен – иккĕ. Малашне Федосья Николаевна ятарлă дипломпа таврăннă çамрăк специалистпа Наталья Александровапа ылмашăнса ĕçлĕ. Вĕсем çитес çул валли 1-мĕш класа кайма 9 ача хатĕрлеççĕ. Ĕçĕ яваплă воспитательсен. Ку тĕлĕшпе чăн-чăн пултарулăх, чăтăмлăх, тавракурăм кирлĕ. Ачасене юратмасан, вĕсене ăнланма вĕренмесен ĕç тухмастех. Кунашкал ĕненмелле кăтартусем Федосья Маслован çӳпçинче çителĕклех. Чи курăмли – педагогикăри 35 çулхи ĕç стажĕ.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 791, Хаçат: 12 (1208), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: