Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1 пуç купăстаран хатĕрлеме 3/4 стакан рис, 1 кишĕр, 2 пысăк сухан, 2 чей кашăкĕ ешĕл çимĕç, 1 апат кашăкĕ томат-пюре, 3-4 кашăк тип çу кирлĕ.
Сухана вакласа тип çу çинче ăшалăр. Унта рис тата тёркăпа хырса вĕтетнĕ кишĕр хушса тата кăштах ăшаламалла. Халĕ томат-пюре, 2 апат кашăкĕ шыв, тутанса пăхса тăвар тата хура пăрăç хушма вăхăт. Асăннă çимĕçсене çулăм çинчен илмесĕр тата ăшалăр. Çулăм çинчен илсен ешĕл çимĕçсем хушăр та – фарш хатĕр.
Купăста çулçине вĕри шывра çемçетнĕ хыççăн хулăн тĕлĕсене касса илĕр. Çулçă варрине фарш хурса конверт пек чĕркĕр. Голубцысене кастрюле вырнаçтарнă хыççăн унта 1 кашăк томат-пюре хушăр та çиелтен шыв ярăр. Вăйсăр çулăм çинче 20 минут пĕçерсен духовкăна лартăр, шывĕ пăсланса типиччен тытăр.
АДЖИКАĂна хатĕрлеме 3 кг пылак пăрăç, 3 кг помидор, 200 г ыхра, 5 пĕрчĕ пăрçа йышши хура пăрăç, çур чей кашăкĕ лимон кислоти, 3 кашăк тăвар кирлĕ. Помидора тата пылак пăрăçа аш арманĕ витĕр кăлармалла. Тăвар, лимон кислоти тата пăрçа йышши хура пăрăç хушмалла та 10 минут вĕретмелле, ыхра хушмалла. Аджикăна вĕриллех пăшăхланă банкăсене тултарса хумалла. Сивĕниччен пуçхĕрлĕ çавăрса хумалла.
БАКЛАЖАНРАН – САЛАТ
Ăна хатĕрлеме 5 баклажан, 5 помидор, 5 пылак пăрăç, 5 панулми, 5 сухан, 5 шăл ыхра, 1,5 стакан тип çу, тăвар кирлĕ.Баклажансене çаврашкан касмалла та тип çу çинче ăшаласа илмелле. Унтан кастрюле сийпе хумалла: баклажан, ыхра, помидор, пылак пăрăç, панулми, сухан тата ытти те. 1 стакан тип çу тата тăвар хушмалла та вăйсăр çулăм çинче пĕр сехете яхăн хупласа пĕçермелле. Хатĕр салата пăшăхланă банкăсене вĕриллех тултарса хупламалла.
 
: 888, Хаçат: 37 (1129), Категори: Салампи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: