Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мелекесс районĕнче Любовь Павлована лайăх пĕлеççĕ. Вăл Димитровградри «Савăнăç» юрă ушкăнĕнче йĕркелен-нĕренпех (17 çул) юрлать. Вăл пĕччен юрлакан юррисене итлесе камăн чунĕ хускалман пулĕ.
Любовь Дмитриевна Чăваш Енри Канаш районĕнчи Тури Янтапа ялĕнче çуралнă. Шкул пĕтерсен ял каччипе çемье чăмăртанă. Василий Павловичпа вĕсем юратсах пурăннă. Пĕр хĕр çуратса ӳстернĕ. Качча панă. Шел, анчах мĕн ватăличчен пĕрле хăнаран хăнана савăнса çӳреме Турă пӳрмен çак мăшăра. Василий Павловича йывăр чир ураран ӳкернĕ. 37 çул пăхнă Любовь Дмитриевна юратнă мăшăрне. Ултă çул каялла упăшкасăр тăрса юлнă.
Любовь Дмитриевна илем тĕнчине хаклакан пуян чунлă çын. Вăл туйнипе кăна çырлахмасть, ăна ыттисем патне çитерме васкать.
«Чун савăнăçĕ, чун киленĕçĕ те манăн çак юрă ушкăнĕнче. Юрă тунсăхран хăтарать, чуна сиплет. Куракансем лайăх йышăнни çунат хушать»,- тет вăл йăл кулса.
Нумаях пулмасть çак пултаруллă хĕрарăм хушпу-тухья ăсталас ĕçе пуçăннă. Ĕçрен таврăнсан тӳрех аллине ĕç тытать. Юрла-юрла вак шăрçаран, кĕмĕл укçаран тухья-хушпу эрешлет. Унăн ылтăн алли 10 тухья, 10 хушпу ăсталаса капăрлатнă. Чăваш чунлă çынсем хаваспах туянаççĕ кĕмĕл-шăрçаллă пуç хатĕрне. Эврелĕнчи «Телей» ушкăн хĕрĕсен пуçĕнче те вăл тунă тухьясемех. Кашни хушпăвăн хăйĕн тĕсĕ, ĕлккенĕ.
-Хĕрарăмсем те пĕр пек мар вĕт. Пĕрин куçĕ кăвак, теприн – хура. Çавăнпа пуç хатĕрĕн тĕсĕ, капашĕ этемĕн сăн-пичĕпе килĕшсе тăмалла,- тет вăл хушпăвне çавăрса кăтартса.
Тĕлĕнтĕм эпĕ çак илеме алла тытсан, савăнтăм. Апла облаçри юрă ăстисен хушпу-тухья шыраса Шупашкара каймалла та мар.
 
: 872, Хаçат: 12 (1208), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: