Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ун ячĕ пирĕншĕн – хĕвел пек
 
Ун ячĕ пирĕншĕн – хĕвел пек,
Парать шав çутă ăшшине.
Çав çутăпа эпир телейлĕ,
Вăл сирнĕ пурнăç нушине.
 
Вăл пирĕншĕн – яланах çăлтăр,
Утатпăр унăн çулĕпе.
Ĕмĕрлĕхе сӳнми вăл çунтăр,
Эпир чăваш – вăл çуннипе!
 
Ятне çыра пĕлмесĕр халăх
Тертленнĕ вĕçсĕр сĕмлĕхре.
Асаплăх, хурлăх та чуралăх
Çынна усранă читлĕхре.
 
Ĕмĕтсене тăлланă тăлă,
Руç тулнă сăнчăр сассипе.
- Кĕрешмелле! – шутланă халăх,
«Чирленĕ» çул шырассипе.
 
- Çутта! Сутта! – чĕри хистенĕ,
Тĕллев çитернĕ Хусана…
Хăй шухăшне хăйса пĕлтернĕ
Хăватлă, аслă патшана.
 
Раççей хуçи ăна тăнланă,
Сăмах каланă мухтаса.
Ыр ĕçĕсемшĕн орден панă
Чăваш чунне савăнтарса.
 
Тивсе каять пĕлӳ хĕлхемĕ,
Çутать вăл Атăл тăрăхне.
Çав Улăп – Кушкă ял этемĕ.
Сыхлар чăвашлăх пурлăхне.
 
Ун ячĕ пирĕншĕн – хĕвел пек,
Парать шав çутă ăшшине.
Çав çутăпа эпир телейлĕ,
Вăл сирнĕ пурнăç нушине.
25.02.2013.
 
Чăваш чун-чĕри
 
Чăваш чун-чĕри вăл тӳлеклĕ, сăпайлă,
Вăл хурлăхлă, пулăхлă, вăрттăн йăваш.
Ялан вăл вăтанчăк, хăй майлă хăравлă,
Шав иккĕллĕ шухăшĕ – шиклĕ юлташ.
 
Хуйхи-суйхи вĕçсĕр, шăпи пăтрашуллă,
Асли аптратсан та чĕнмест хирĕçле.
Калаймăн тӳп-тӳррĕн: чăваш вăл – хăюллă!
Хура ĕçре çеç тăрмашать вилесле.
 
Туссем хушшинче – пĕр ют çын пулмасассăн–
Пĕрле пухăнсассăн чăваш ачисем
Суять-тыттарать никамран хăрамаслăн,
Артист вăл, оратор! Çӳлте аллисем.
 
Ют çын ак сасартăк пырса хутшăнсассăн,
Пиртен чеерех, ăслăрах та пулсан
Хупать çăварне тус, тек урăх кармассăн,
Утать айккине хăй йăвашшăн кулса.
 
Пуçна çĕрелле пĕшкĕртсе эс тăратăн,
Сывлатăн асаплăн темрен вăтанса.
«Мĕнрен вăтанатпăр-ши эпĕр? – Шутлатăн,
Кун-çулăмăр иртрĕ – иртет хурланса…»
 
Чейи калаçать халь, артист вăл, оратор!
Пĕлет-çке пит лайăх чăваш шухăшне.
Суять-тыттарать шав: ертӳçĕ вăл, паттăр!
Сахалăшĕ чухлĕ сăмах хывăхне.
 
Чăваш чун-чĕри вĕт тӳлеклĕ, сăпайлă,
Синонимĕ унăн, пĕлетпĕр - «йăваш».
Ялан вăл вăтанчăк, хăй майлă хăравлă,
Тата мĕскер курăпăр, тусăм, чăваш?
28.02.2013.
 
b>Чăвашшăн
Хĕссе кăлараймăн пуçри асăма,
Вутла тĕлкĕшет вăл тăхтавсăр.
Тытатăп ирех эп калем аллăма,
Калемсĕр чун – çăкăр-тăварсăр.
 
Ман Асăм халь маншăн хĕлхемлĕ кăвайт,
Хыпарçă вăл, юмăç, йыхравçă.
Ман пурнăç çăлкуçĕ, ултавсăр хăват,
Ырми çул çӳревçĕ, шыравçă.
 
Юратнă кĕтесĕ – тăван уй-хирсем,
Унта шав каясшăн, çӳресшĕн.
Ялан ял сăнать пек куçран тилмĕрсе,
Мĕнле пурăнать вăл – пĕлесшĕн.
 
Хуллен сирĕлет ак тĕтреллĕ чаршав:
Умрах пек сăртсемлĕ тавралăх.
Туятăп чĕп-чĕрĕ кĕрхи сывлăша,
Хăвачĕ манра ун яланлăх.
 
Ун юхăмĕ юхĕ кашни кĕввĕмре,
Сар кайăкăм пулĕ çав сывлăш.
Вăл сывлĕ хисеплĕн сăмах-кĕллĕмре,
Телейĕм те çавă çеç пулĕ!
 
Сайралчĕ çеç питĕ тем пысăкăш ял,
Çунтарнă пек вăрçă хĕлхемĕ!
Шăпа-и? Тӳпе-и? Е вăхăт усал?
Ял ячĕ, тен, урăх кĕрлемĕ...
 
Çуралмĕç, тен, çĕнĕ маттур поэтсем,
Чĕлхемĕр тымарĕ кăкланĕ...
Епле чăтса тӳсĕç çакна кушкăсем?!
Чулланĕ çын чунĕ, пăрланĕ.
 
Эпĕ сывă паян. Пуçри асăма
Çĕршыв кĕнеки пек уçатăп:
Тытатăп чăвашшăн калем аллăма,
Ыр Турăран пиллĕх ыйтатăп!
26.02.-04.03.2013.
 
: 870, Хаçат: 12 (1208), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: